Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 58

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2010 » Раштав » 04
Дизайнерсем куллен çĕнĕрен те çĕнĕ тум сĕнеççĕ, мода хыççăн ниепле те хăваласа çитме çук. Хăтланмалла та мар, шкапри мĕн пур япалана улăштармасăрах модăпа тан утма пулать, çÿçе кăшт урăхларах кастарни, прическăна улăштарниех пулăшĕ. Çÿç пайăркисене сăрламалла-и, кĕске кастармалла-и, челка кирлĕ-и – подиум çинчи пикесем çине пăхса илер. 

Гранж

Кăçал питĕ йывăр прическа туса нушаланмалла мар. Модăра тирпейсĕрлĕх. Ку çуман, тураман çÿçпе çÿремеллине пĕлтермест. "Тирпейсĕрлĕх" тикĕс мар каснă пайăркасенче, кукăр челкăра курăнать. 90-мĕш çулсенчи хулиганла "гранж" таврăнать. Ыттисенчен расна, пăлхавçă евĕр курăнма ан хăра. Акă ĕнтĕ темиçе çул хĕрсем çÿçне ярăмăн-ярăмăн касаççĕ. Чалăш челкăна малалла яр, вăл çур пите хуплатăр. Ыттине сапала, уйрăм пайăркасене гельпе сĕрсе уйăр. Кун пек чухне куçа палăртмалла, тĕттĕмрех тĕссемпе усă кур, тутуна вара тĕссĕр йăлтăркка писевпе сăрла.

... Читать дальше »
Миçе хут пăхнă: 555 | Кам хушнă: selime | Дата: 04.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хитре тумланма пĕлекен хĕрсене ăмсанатăп. Вĕсем симĕс блузкăна хĕрлĕ-кăвак юбкăпа, хăмăр атăпа ним те мар тăхăнма пултараççĕ, пачах расна тĕссем çав тери килĕшсе тăраççĕ кун пек чух. Хам пирки пачах тăхăнма пĕлместĕп теместĕп, анчах тĕссен тĕлĕшпе йăнăшасран хăранипе хура юбка-шăлавар суйлама тăрăшатăп, кун пек чух кирек мĕнле кофта та, блузка та каять тетĕп. Тĕссене мĕне кура пĕрлештермелле-ши? 
Кун пек чухне хире-хирĕçлĕх (контраст) "саккунне” шута илмелле. Тĕссене асамат кĕперĕ евĕр вырнаçтарнă тĕс çаврăмĕ пирки илтнех-тĕр эсĕ. Ăна графикăпа çыхăннă кирек хăш компьютер программинче те тупма пулать. Çак çаврăм çинче пĕр-пĕринпе килĕшсе тăракан тĕссем хире-хирĕç вырнаçнă. Хура, шурă, сăрă – пуринпе те шайлашуллă курăнĕç.

Туллирех курăнасчĕ

Ман тантăшсенчен чылайăшĕ 1-2 кг начарланассишĕн тем тума хатĕр. Эпĕ хыткан пулнинчен вăтаннине ниепле те ăнланасшăн мар вĕсем. Кашнинчех: "Эх, эпĕ сан пек пулсанччĕ”, – теççĕ. Журналсенче те ялан начартарах ку ... Читать дальше »
Миçе хут пăхнă: 543 | Кам хушнă: selime | Дата: 04.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сывлăх çук – телей те çук тенĕ. Кунпа килĕшмесĕр тăраймастпăр. Шăлсем сывă чухне çеç çирĕп сывлăх пирки ĕмĕтленме пултарнине те манмастпăр. Вĕсемсĕр ыттисене илемлĕ кулăпа савăнтараймăн, каччăсен чĕрине вут хыптарса тыткăнлаймăн. Яшсен 12 проценчĕ чи малтан хĕр ури çине пăхать, 24 проценчĕ куçран тинкерет пулсан, ытларах пайĕ (47 проценчĕ) вăл мĕнлерех кулнине сăнать. Çавăнпа хăвăр килĕштерекен каччă кăмăлне çавăрма илемлĕн кулса кăтартма, шăлсене пĕчĕкрен упрама тăрăшăр.
Вĕсене кунне икĕ хутран кая мар тасатмаллине асрах тытăр.
Шăл щеткине кашни виçĕ уйăхрах улăштарăр.
Стоматолог патĕнче çулталăкра икĕ хутран кая мар тĕрĕсленмелле.
Апат çинĕ хыççăн шăл тасатма май çук-и? Кун пек чух чăмлак хыпни те пăсмасть.
Шăл хушшине юлнă çимĕç юлашкисене ятарлă çиппе (вĕсене аптекăра сутаççĕ) тасатăр.
Кальципе пуян апат ытларах çимелле, вĕсем шăл эмальне çирĕп- летме пулăшаççĕ.
Грейпфрут та усăллă – унра Е витамин нумай.
Шăлсем пылак çимĕçсенчен хăраççĕ ... Читать дальше »
Миçе хут пăхнă: 536 | Кам хушнă: selime | Дата: 04.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çанталăк улшăннине пирĕн ÿт хăйне май йышăнать, куштăрхама, хĕрелме пуçлать, шлепке айĕнче çÿç хăвăртрах çулланать. Вĕсене çирĕплетме, упрама йывăрах та мар иккен, ятарласа хаклă крем та кирлĕ мар. 

Тута

Вăл куштăркаса кайсан йĕпе татăкпа е шăл щеткипе вазелин сĕр. Ÿтне вилĕ клеткăсенчен тасатăн, типесрен упрăн.
Сивĕпе ачаш ÿт тĕсне çухатать, çавăнпа тутуна малтан лимон сĕткенĕ, унтан бальзам сĕр.

Ÿт

Çанталăк улшăннăран тата вăрах ăшă тум тăхăнса çÿренĕрен ÿт типме пуçлать. Мунча вилĕ клеткăсенчен тасатĕ.
Шĕвĕ супăньпе, крем-супăньпе е гельпе çăвăнма тăрăш.
Ытлашши типсе кайнă ÿте кокос е олива çăвĕ çемçетĕ.

Чĕрне

Вăл та шăнать иккен. Урамра яланах алса е перчетке тăхăнмалла. Лакпа сăрлас умĕн ятарлă тĕссĕр никĕспе усă кур.

Çÿç ... Читать дальше »
Миçе хут пăхнă: 507 | Кам хушнă: selime | Дата: 04.12.2010 | Рейтинг: 4.0/1 | Комментарисем (0)

Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2024
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)