Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 58

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2010 » Раштав » 4 » ĂМСАНАКАН ĂССĂР ЮЛНĂ, ХАПСĂНАКАН ХАЛСĂР ЮЛНĂ
ĂМСАНАКАН ĂССĂР ЮЛНĂ, ХАПСĂНАКАН ХАЛСĂР ЮЛНĂ
20:47
"Çын аллинчи кукăль мăннăн курăнать”, – тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Ăмсанакан яланах чăнлăха улăштарса, кукăртса йышăнать. "Ăмсанакан куç карта урлă та курать”, – тесе ахальтен каламан. Мĕн пуррипе çырлахма пĕлменни, хыт кукарланни, çăткăнланни çуратать те кĕвĕçÿ туйăмне. Чи малтанхи тапхăртах çакна сиссе тĕппипе пĕтереймесен юр чăмакки пек ÿсет вăл. Юлашкинчен этем ăмсану чури пулса тăрать. Хăй пурнăçĕпе пурăнма пăрахать. Ĕçре ĕçтешĕсен укçине шутлать, урамра таврари çынсене сăнаса мăртăхать, килте кÿршисене кăшлать. Урăх нимĕн те кăсăклантармасть ăна. Телевизор ярсан та хитре хĕрсене, çĕрме пуянсене ăмсанса ларать. Рекламăна та тарăхмасăр кураймасть вăл: "Пăх-ха, кашни çÿппе рекламăлаççĕ. Йÿнĕ мар вĕт. Укçи-тенкине ниçта чике пĕлмеççĕ!” 
Çапла, ăмсанакан çыннăн пурнăçĕ хăрсах пырать. Сывлăхĕ те хавшать. Мĕншĕн тесессĕн кĕвĕçни организмшăн – стресс. Сиенлĕ япаласем ăшра пухăнсах пыраççĕ. Ку рак чирĕ патне те илсе çитерме пултарать. "Кĕвĕçекен час сарăхать. Кĕвĕçÿ чĕрене çиет”, – тесе асăрхаттарнă асатте-асаннесем. Кунта тĕрĕслĕх çук тесе айăплаймăн вĕсене. Чыссăр ĕçпе чуна вараличчен кама та пулин пулăшасчĕ, ăш сăмахпа та пулин хăпартлантарасчĕ.
Кĕвĕçÿ – чи пысăк çичĕ çылăхран пĕри. "Шурă”, "хура” кĕвĕçÿ тесе уйăрса пăхни – пустуй сÿпĕлтетни. Ăмсану хăех – путсĕр те киревсĕр пулăм. Усал япала тасалăх палли пек шурă пулма пултарать-и вара? Çавăнпа та кам та пулин сирĕн умра ырă ăмсану пирки асăнать тăк – асăрханăр, Махтумкули калашле: "Айккипе пăрăнса иртĕр”. Тен, тепĕр инкекрен, пăшăрхануран çăлăнса юлăр... Кирлĕ самантра сисĕмлĕрех пулнине нимĕн те çитмест.
"Ăмсану – прогресс вăйĕ”, – теççĕ хăшĕ-пĕрисем. Вĕсем палăртнă тăрăх, тĕнчери аталану кĕвĕçÿ туйăмне пула çеç майлашăнса пырать. Шăп çак туйăм лайăхрах та лайăхрах приборсем тата ытти хатĕр-хĕтĕрсем шутласа тупма пулăшать иккен. Ученăйăн е ăславçăн тепĕр изобретатель япалинчен аванраххине, хăватлăраххине тăвас килет имĕш. Çак хĕтĕртет этеме наукăна е искусствăна парăнма. Кам мĕне ĕненет ĕнтĕ... Эппин, Турă кама е мĕне ăмсаннă-ши çĕре, шыва пултарнă, пĕрремĕш этеме ăсталанă чух; "Хăвăра кĕвĕçекенсем асапланнине курас тетĕр пулсан ырă кăмăллă, телейлĕ çеç пулăр”, – тенĕ Диоген. Савăнăçпа йăл кулă пирки маннă мĕскĕн çын чĕрине чăнах та ыраттарать ку. Ăраскалсăр шăпишĕн хăех айăплине ниепле те ăнкарса илеймест-çке, айван. Ăсра тĕвĕленнĕ лайăх мар шухăш йăлт наркăмăшлать, мĕн пур ыррине те ĕнтсе çунтарать.
Халсăр та хевтесĕр çын çеç ăмсанать. Ним тума аптăранă енне пуçĕпех тĕпсĕр авăра чăмать. Хăй пурнăçне улăштарма е вăйĕ çитменнипе, е кăмăлĕ çуккипе тăванĕ-пĕтенĕпе паллакан-пĕлекенĕсен ĕç-хĕлĕпе кăсăкланса вĕсене хаклать. Ыттисен пурнăçĕ интереслентерет ăна. Камăн? Мĕн пулнă? Мĕн чухлĕ? Кĕвĕçекене нихăçан та нимĕн те çитмест. Чаплинчен чаплăраххине курса куçĕ вĕçсĕр выçăхать. А.С.Пушкин юмахĕнчи карчăк пек çурăк валашка умĕнче тăрса юласран та хăрамасть. Çут çанталăкран пĕр май сăптăрсан, хирĕç усăллипе пачах тавăрмасан, хăçан та пулин тÿлемелли вăхăт çитетех. Хура та тĕксĕм шухăшсем телей кÿмеççех кĕвĕç чунлă мĕскĕне. Апла кирлех-ши çÿллĕрех курăнас тесе пысăк кĕлеллĕ пушмак тăхăнма, кÿршĕ пахчинчи ешĕл курăка асăрхаса хăвăнне симĕс сăрăпа сăрлама, юлташун çĕнĕ музыка центрне килĕштерсе хăв та çавнашкаллине туянас тĕллевпе холодильникна сутма? Ытла нумай чăрмав сиксе тухмĕ-и? "Ăмсанакан ăссăр юлнă, хапсăнакан халсăр юлнă”, – тенине асрах тытасчĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ,

ЧПУ студентки
Просмотров: 989 | Добавил: selime | Рейтинг: 5.0/2 |
Всего комментариев: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2024
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)