Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 57

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2011 » Çурла » 22 » Илем çутă ĕмĕт çуратать
Илем çутă ĕмĕт çуратать
08:15
Пурнăçри кашни самант пĕлтерĕшлĕ те хаклă. Вăхăт пĕр шелсĕр малалла шуçнă май куç умĕнчи илем те улшăнать. Çамрăк хунавран, тĕслĕхрен, вăрман çитĕнет. Çумăр витĕмĕпе пĕве сарăлать. Тырă пиçсе çитет... Тăван çĕр ытамĕнчен вĕçерĕнес те килмест. Эх, хут çине куçарасчĕ çакна... 
Ÿнерçе вара уйрăм çын, пулăм, тĕнче мĕнле курăнать-ши? Мольберт умĕнчи хĕрарăма ĕçе пуçăнма мĕнле услови кирлĕ? Мĕн хавхалантарать е чăрмантарать ăна? Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнĕ Катек ялĕ еннелле утнă май çак тата ытти ыйту канăç памарĕ мана.
Кăçал çурла уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче хĕрарăм ÿнерçĕсен II пленэрĕ иртрĕ. Пĕлтĕр вĕсем Етĕрне районĕнчи Ленино ялĕнче пуçтарăннă. Ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă çут çанталăкăн черчен пайне, салтак амăшĕсене, мăшăрĕсене, аппăшĕ-йăмăкне халалланă. Çак мероприятие хутшăнакансем Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа пысăк курав йĕркелесшĕн. Унта чи сумлă та курăмлă ĕçсемпе паллашма май пулĕ.
"Кил хуçи арăмĕшĕн ĕç тата çемье малти вырăнта. Анчах унăн тĕп тивĕçе пурнăçа кĕртме, киленÿ кÿрекен пултарулăха кăтартма яланах вăхăт çитмест. Пĕрре Репинăн çуралнă тăрăхĕнче пленэра хутшăнма май килчĕ. Харьков облаçне ытларах арçын ÿнерçĕсем пуçтарăннăччĕ. Тĕрĕсех, кил ăшшине упраканăн çемьерен самантлăха та уйрăлма йывăр. Шăпах çавăн чухне хамăр тăрăхра хĕрарăм ÿнерçĕсене пуçтарас шухăш тĕвĕленчĕ. Тĕнчипе паллă ÿнерçĕсем, тĕслĕхрен, эрнипех мастерскойран тухман.
Никам та чăрмантарман вĕсене. Ĕçмелли-çимеллине те алăк патнех лартса хăварнă”, - ăнлантарать пленэр йĕркелÿçи - Алексей Кокель тăсăмĕ, Чăваш Ен Художниксен союзĕн членĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн дизайн кафедрин ертÿçи Светлана Кокель.
Пĕлтĕрхи тĕл пулу мĕнле çимĕç панă-ши? Кăçалхи пленэра çĕнĕлĕх кĕртнĕ-и? "Етĕрне районĕнчен 60 ытла ĕç илсе килтĕмĕр. Тавралăх çав тери килĕшрĕ. Ял-йыш ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çумăрлă çанталăкра та ĕçсĕр ларман. Ун чухне вăхăтлăх вырнаçнă çуртăн иккĕмĕш хутĕнчи чÿречесене уçса çут çанталăка сăнларăмăр. Каялла килме пуçтарăниччен хамăрăн ĕçсемпе паллаштарма вернисаж йĕркелерĕмĕр. Ватти-вĕтти кăна мар, качакасем те пырса курчĕç”, - йăл кулать Светлана Васильевна. Сăмах май, художниксенчен чылайăшĕ пленэра хутшăнас шухăшлă-мĕн. Анчах пурин те пĕр вăхăтра тĕл пулма май килмест. Каярах ыттисем те çула тухĕç.
Çак мероприяти ÿнерçĕсен асĕнче чылайлăха юласси иккĕлентермест. Ĕçĕсене куракансен умне кăларни хăех - паллă пулăм. Унсăр пуçне пĕлтĕр пленэр йĕркелÿçи кашнине валли хĕрарăм вăйне сăнлакан кĕмĕл паллă хатĕрленĕ. Кăçал та çак тапхăрта пурнăçланă ĕçсемпе Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн Хальхи вăхăтри искусствăсен центрĕнче йĕркелекен кĕркуннехи курав хăйне евĕрлĕхпе тыткăнлĕ.
Кашни ÿнерçĕн - хăйĕн уйрăмлăхĕ. Кăçалхи ĕçĕсенче вăрçă паттăрĕсемпе ачисем, Çĕрпÿри Тихвин мăнастирĕ, тавралăх, пĕр-пĕрин портречĕ сăнланнă. Ÿкерчĕкĕсенче совет саманин атрибучĕсене те курма пулать. Кубик тытнă е качака путекки çумĕнчи хĕр ача палăкне аслă ăру çыннисем ас тăваççĕ ахăр.
Ирхи 6 сехетренпех ура çинче вĕсем. Черетпе апат хатĕрлеççĕ. Кашниех пĕçерес ăсталăхĕпе тĕлĕнтересшĕн. Пушă вăхăт тупăнсанах юрлаççĕ.
Хĕрарăмсем куллен иккĕрен пуçласа тăватă эскиз таран хатĕрлеççĕ. Пуçланă ĕçе каярах мастерскойра вĕçне çитерĕç.
Ÿнерçĕсемпе Сăнав поселокĕнче курнăçма май килчĕ. Вĕсем вăрçă ачисене - Елена Яковлевăпа Антонина Карзаковăна - ÿкеретчĕç.
Вĕрентекенре ĕçленĕ сакăр вуннăри Елена Кузьминична ачалăхĕ пирки вĕçĕ-хĕррисĕр каласа кăтартма хатĕр. Вăрмар районĕнче çуралнă вăл. Ашшĕне вăрçа илсе кайсан амăшĕ 7 пепкипе пĕчченех юлнă. Çапах пысăк йыш выçă ларман. "Пĕр витре кĕрекен куршакпа янтăланă апат та пĕрре çимелĕх çеç çитетчĕ. Çĕр улмирен пашалу пĕçерсе Энтри пасарне чупнă. Унсăр пуçне сиплĕ курăк, сăра сутнă. Каярах атте вăрçăран аманса таврăнчĕ. Вăл сутлăх çăпата хуçатчĕ”, - аса илет Елена Яковлева. Пĕчĕклех çурлапа тырă вырма вĕрентнĕ ăна. Хĕр пĕрчи хăйĕнчен кĕçĕннисене ура çине тăратма пулăшнă.
Пурнăç çулĕ хĕрарăма Самар облаçне те илсе çитернĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 3 ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ Елена Кузьминична пĕчченех пурăнать, çапах çывăх тăванĕсем хăнана килсех çÿреççĕ.
Унăн тантăшĕ Антонина Карзакова хутла вĕренмен. Шăпи синкерлĕ çак ватăн. Икĕ çултах хăр тăлăха юлнă вăл. Малтан амăшĕ, унтан ашшĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă. Тăватă ача хăйсен тĕллĕнех пурăннă. "Апат çиес килнĕ вăхăтра хырăма курăкпа та, çĕрĕк çĕр улмипе те улталанă”, - пытармасть Антонина Васильевна. Çичĕ çул тултарсан ăна ют çын Шупашкара ача пăхма илсе кайнă. Каярах Мари Республикинчи вĕрентекенсен килĕнче хăтлăх тупнă вăл. Кунта та ача пăхаканра тăрăшнă. Хĕр пĕрчине ытти ĕçе те явăçтарнă, çавăнпах унăн çырма, вулама вĕренме те вăхăт çитмен.
Пĕве кĕрсен Антонина Карзакова фермăра ĕçлеме пуçланă. Сысна та самăртнă, ĕне те сунă хĕрарăм. Халĕ вăл мăнукĕсене, мăнукĕсен ачисене пăхма пулăшать.
Кăçалхи пленэр йышĕнче - 7 ÿнерçĕ тата 1 вĕренекен. ЧР пичет министрĕнче ĕçленĕ Наталия Володина шкулта вĕреннĕ чухне кăна алла сăрă тытнине пытармасть. Çĕрпÿ районĕнче унра ÿкерес ăсталăх уçăлнă. Вăл та ыттисемпе танах тăрăшать. Ÿнерçĕсем хавхалантарни те пуçламăш утăмсем тума пулăшать паллах. ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Валентина Милославская унăн ĕçченлĕхне палăртать. "Илем ырă тĕллевпе çутă ĕмĕт çуратать”, - çирĕплетет Наталия Володина. Ача чухне вара вăл турăш ÿкерме ĕмĕтленнĕ.
"Çак тĕл пулăва телей саманчĕпе танлаштаратăп. Ĕçри телефон номерне те тÿрех калаймăп. Пĕр-пĕринпе хутшăнни, кунти çынсемпе паллашни, ĕçлени киленÿ кÿрет. Маншăн кашни минут - савăнăç. Тата ытларах ÿкерес килет, çывăрма уйăрнă вăхăт та ахаль иртнĕн туйăнать.
Хĕрарăмсем кăна пуçтарăннăран хамăра ирĕклĕрех тытатпăр. Çи-пуçа та хак паракан çук. Кирек мĕн тăхăнма май пур. Унсăр пуçне, манăн шухăшпа, таврари кашни вак-тĕвек хăйĕн вырăнĕнче”, - ăнлантарать ЧР вĕрентÿ тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Алимасова.
"Хĕрарăм тĕнчи телейлĕ, лăпкă тата çутă. Ĕçсене пĕрле тишкеретпĕр”, - хушса калать ЧР Художниксен союзĕн членĕ Венера Понамарева.
Вăрнар районĕнчи Çĕрпел шкулĕнче ачасене ÿкерме вĕрентекен Надежда Андреевăн çитĕнĕвĕсемпе мăшăрĕ, ачисем шăнкăравласа кăсăкланаççĕ.
"Кунта пурте пĕр шайра. Ялта, ÿнерçĕсемпе тăтăш хутшăнайманран, пултарулăха аталантарма йывăртарах. Пурнăç çулĕ çакăнта çавăрса килнĕшĕн шăпана тав тăватăп”, - куçĕ çиçет унăн.
Эпир вара хамăр тăрăхри ÿнерçĕсенчен çĕнĕ ĕçсем кĕтетпĕр.

Марина ТУМАЛАНОВА.

http://hypar.ru/doc/show/130/index.php?id=s220607406149
Просмотров: 1074 | Добавил: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Всего комментариев: 1
1 AndrewHelo   (08.11.2016 15:39)
сексопильные отцы и их молодые дочки порно онлайн http://www.filmincuk.org/viewtopic.php?pid=718312#p718312 порно ролики все для дрочера волосатые
порно видео секретарша и шеф онлайн http://vb.aboariish.com/showthread.php?p=677134#post677134 как предложить парню секс на одну ночь
секс игры в вегасе смотреть онлайн http://www.lym999.com/space.php?uid=173918 фото порно звёзд 7 0 х
фото глубокий минет издевались над девушкой http://daweta.eu/eBoard-forum-Daweta-Forum-newthread-7.html порно японские гейши куни по принуждению
взрослая женщина развела маленкова мальчика на секс http://huntsvilleleg.ca/forum/viewtopic.php?f=3&t=248771 проблемы с сексом с постоянной партнершей

Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2011  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2017
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)