Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 58

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2010 » Авăн » 15 » Мăшăру юраттăр тесен
Мăшăру юраттăр тесен
21:01
Камăн юраттарас килмест-ши хăйне? Çемьере вара ку ыйту çивĕчрен те çивĕч. Ара, тату пурнăç варри, тĕшши вĕт ку. Мăшăр ан пăрахтăрччĕ тесен хамăрăн та кăштах кускаламалла çав, шутласа пăхни те ытлашши мар. 
Кашниех эпир юратнă çыннăмăрта туса куратпăр, ăс-хакăлĕ çÿлте пулсан вара татах аван. Мĕн пытармалли пур, юратма та пĕлтĕрччĕ. Хамăрăн та çапла пулмалла çеç те...
Японире çак искусствăна аван пĕлеççĕ, "гейша" теççĕ ун пеккисене. Арçынсем пулнă малтан вĕсем. Хăна-вĕрле килсен савăнăç кÿнĕ хайхискерсем: юрланă-ташланă, тĕрлĕ инструментпа вылянă, сăвă вуланă…
Паян вара çÿлерех асăннă çĕр-шывра "искусство çынни" тесе ытларах хĕрарăмсене калаççĕ. Идеаллă хĕрарăм эппин. Калаçăва тăсма, килентерме пĕлеççĕ вĕсем. Çав хĕрарăмсемпе ялан интереслĕ, вăхăт иртни те сисĕнмест иккен. Паллах илемĕпе те тĕлĕнтереççĕ хăнана, юраттараççĕ, хăй хĕр пулчĕ пулсан.
Пирĕн вара вĕренмелли пур кунта. Ытла кăнттам-çке эпир хăш чух. Качча кайнă —пире пăхăнмалла тетпĕр пулас. Ăçта кайĕ вăл мăшăр: "килти выльăх килех килет".
Упăшкине килентерет. Ăна палăк вырăнне хурса хăй те, лешĕ те савăнаççĕ. Çук-çук, ухмах е тарçă вырăнне хумасть вăл хăйне. Хăй мĕне тăнине, пултарулăхне кăтартса çÿллĕ шая хăпарать упăшки умĕнче хĕрарăм.
Пĕччен мар, иккĕн юлни чи кирли тесе çирĕплетет вăл гейша. Упăшки кунта малти ретре, пурнăç ертÿçи уншăн. Чи савнă, чи вăйлă, чи килĕшÿллĕ арçын, ăслă, илемлĕ çын тĕнчере. Упăшка тивĕçлĕн хурав парать арăмне ялан.
Илемлĕ кăна пулни сахал. Пурăнма пĕлни кирлĕ. Мĕн-ха вăл эппин? Чи малтан кăмăллă пулни. Ăна куларах палăртни. Нимĕнле кризис та хуплаймĕ гейшăн ырă сăн-питне хура пуставпа. Вĕсем те ĕçе çÿреççĕ пирĕн пекех. Тарăхаççĕ те пуль тепĕр чух, унсăрăн епле-ха. Ир тăрсан гейша савăнать, çĕн кунпа паллашать. Килте вăл сивлеклĕ туйăмсене çиеле тухма памасть. Лăпкăлăх унра, тăнăçлăх. Эппин телейлĕ. Арçын епле ан туртăнтăр-ха ун енне.
Арçын психологине пĕлсе-сиссе тăни пит кирлĕ тату пурнăçшăн, туссемĕр. Вăл мĕнлерех пулни, мĕншĕн хумханни гейшăна та хумхантарать. Вăл ăна сирме ăнтăлать. Юратнă çыннине хăй ури айне тумасть нихăçан та. Пачах урăхла, арçын пĕлтерĕшне ÿстерме пикенет. Ăна ăнланни вăй-хал кĕртет-çке упăшкине.
Мĕн калăн, юрату тÿшекĕ те йĕркеллĕ гейшăн. Хитре, таса кăна мар, хăйпе те вăл йăпатать, астарма пĕлсе (юри, ятарласа мар) чунтан юратать. Упăшкине пур майсемпе килентерет, эппин савăнтарать, сывлăхлă тăвать, хăй те çакăн евĕр туять хăйне. Пÿлĕмсенче çÿп-çап, тусан хуçаланмасть гейшăн, пур япала хăй вырăнĕнче. Тасалăх, сывлăх парнелет, илемпе килентерет çынна. Ăна çÿлерех шая çĕклет, туйăмра та, пурнăçра та. Гейшах мар пулин те, çак правилăсене пирĕн пăхăнсан та аванччĕ, ара упăшкасем юратчăр тесен. Эх, татулăх кĕрлесе çеç тăрĕччĕ вара çемьесенче.

В.Рудникова

Просмотров: 1131 | Добавил: selime | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2024
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)