Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 57

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2010 » Юпа » 24 » ТАНТĂША ÇИ-ПУÇ ТĂРĂХ СУЙЛАÇÇĔ–И? («МИГ (Самант)», Чебоксары )
ТАНТĂША ÇИ-ПУÇ ТĂРĂХ СУЙЛАÇÇĔ–И? («МИГ (Самант)», Чебоксары )
09:17
Пурнăç улшăнсах пырать тенине пирĕн час-часах илтме тивет. Эпир, тин кăна ураланма тытăнакан çамрăксем, паллах аслисене тимлесех тăнламастпăр. Тĕрĕссипе, пирĕн куçа çак улшăнусем курăнмаççĕ, мĕншĕн тесен мĕнпе те пулин танлаштарма май çук. Калăпăр, атте-аннесем хăйсен çамрăклăхĕ пирĕннинчен чылай уйрăлса тăнă теççĕ. Вĕсем çирĕммĕш ĕмĕре ăсатса çирĕм пĕрремĕшне хăйсен ăшне тахçанах хывнă йăлисене упраса куçнă. Ун чухне вĕренÿ те, тумтир те, апат-çимĕç те хальхи пек пулман. Укçа-тенкĕпе те урăхларах усă курнă. Анчах паян пире компьютер тата Интернет вăхăчĕ çĕнĕлле аталанма «хушать». Общество шухăшĕ ытларах чухне телевидени урлă йĕркеленет. Апла пулсан тĕрлĕ программăпа реклама çынна хăйне евĕр пурнăçа хăнăхтараççĕ. Çавна пулах ĕнтĕ, «ялтисемпе» «хуларисен» (уйрăмах хулара) хутшăнăвĕсем час-часах килĕшÿсĕр. Ку çав териех япăх шайра тесе калама çук-ха, анчах тан марлăх пĕрисем теприсем çине хăш чухне мăн кăмăллăн пăхса иртни тăрăхах палăрать. 
Нумаях пулмасть пĕр хаçатра «Çын илемĕ капăр тумра-шим;» ятпа пичетленнĕ çырупа паллашма тÿр килчĕ. Чунĕ кÿтсе килнĕ амăшĕ шкула çÿреме вăтанакан хĕрĕ çинчен каласа парать. Сăмах май, хаклă та паянхи «модăпа» тăхăнман пикесенчен тантăшĕсем тăрăхлаççĕ. Ял клубĕнче тирпейлÿçĕре тăрăшаканскерĕн виçĕ ача, ăçта кайса кĕрес-ха унăн пĕччен; Çитменнине, упăшки çемье пирки шутламасть те, кÿршĕ-арша эрехле пулăшса çÿрет. Мăнтарăн хĕрарăмĕсем! Пурнăç тăршшĕпех куççуль витĕр тÿссе пурăнма вĕреннĕ те шăл çырта-çырта ачи-пăчине ура çине тăратассишĕн кĕрешеççĕ. Ялсенче ĕç вырăнĕ тупма пачах май çукки никамшăн та çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Мĕнле те пулин йывăрлăхран тухас тесе упăшкисем тĕрлĕ хулана укçа ĕçлесе илме çÿреççĕ. Анчах пур хĕрарăм та çемьешĕн тăрăшма пултаракан мăшăрпа пурăнмасть-çке-ха! Ман шутпа, укçа ĕçлесе илес тивĕçе йăлтах ар çыннăн хăй çине илмелле. Унсăрăн ячĕшĕн кăна пĕрле пурăнмалла-ши вара; Çитменнине, арăмĕпе ачисене хĕнекен чыссăр çынсем те пулаççĕ. Ун пеккисене хăйсем пысăк йăнăш тунине епле ăнлантарса памалла-ши?
Виçĕ çул каялла кăна шкул пĕтертĕм, анчах хамăр хушăра пĕр-пĕринчен тăрăхлас йăла нихăçан та пулман. Тен, пирĕн таврара кăна çапла; Е юлашки икĕ çулта çав киревсĕр япала йăлана кĕме ĕлкĕрнĕ-ши; Çапах хăвăн тантăшусене çи-пуçа пăхса суйлани çав тери начар. Çав хĕрсем (çырура хĕрсем çинчен сăмах пырать) чунсăр тата тăнсăр пек туйăнаççĕ. Çынна çынлăхшăн кăмăлламаллине вĕсене шкулта вĕрентмеççĕ-ши вара; Тен, çĕнĕ кофта-шăлавар туянни çинчен пакăлтатса ларса учитель калани пĕр хăлхаран кĕрсе тепринчен тÿрех тухса каять пулĕ; Ашшĕ-амăшĕн айăпĕ те пур кунта – çынпа епле хутшăнмаллине мĕн ачаран хăнăхтармалла.
Çыру канăç памасть. Юрать, хĕрĕ амăшне ăнланать, ун умĕнче хăйне хаваслăн тытать. Анчах çитĕннĕ вăхăтра çамрăксен чĕрине кашни тиркевлĕ сăмах йĕп пек тирĕн-ни çинчен манас мар. Кирлĕ-кирлĕ маршăн пурнăçĕсене татакан та пур. Çавăнпа та чи малтан вĕрентекенсен ку ыйтупа тимлĕн ĕçлемелле. Мĕнле пулсан та класс ертÿçин çакна халиччен курмаллах пулнă. Амăшĕ çырнă тăрăх, хĕр ача авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче те шкула каяс темен. Ирхине тĕрлĕ тĕслĕ чечек йăтса юратнă шкула утакан ачасене ăмсанса ăсатма ăна пĕрре те çăмăл пулман ĕнтĕ.
Пирĕн атте-анне вĕреннĕ вăхăтра лару-тăру паллах кун пек пулман, мĕншĕн тесен пурте пĕр пек шкул тумĕ-пе çÿренĕ. Паян вара çак йăла пур çĕрте те çук. Тен, тантăшĕсем пĕр-пĕрне çи-пуç тĕлĕшĕнчен «йĕкĕлтени» тахçан пăрахăçланă шкул тумне каялла тавăрмаллине пĕлтерет;
Темле пулсан та, çын илемĕ капăр тумран килменнине пирĕн ăнланмалла. Урăхла шухăшлакана питĕ шел. Чунсăр çын теприн чăн илемне курма пĕлмест.


Марина КРАСНОВА, ЧПУ студентки.
Просмотров: 437 | Добавил: selime | Теги: http://www.smi21.ru/pimages/Photo/2 | Рейтинг: 5.0/2 |
Всего комментариев: 0
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2017
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)