Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 58

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2010 » Пуш » 26 » ГАРДЕРОБРА ЧИ КИРЛИ МĔН?
ГАРДЕРОБРА ЧИ КИРЛИ МĔН?
21:40
Çи-пуç мĕн çинче никĕсленмелле? Мода е стиль кирлĕрех? Çак ыйтусем çине хурав пачĕ хăй мастер-класĕнче Надежда Аюпова дизайнер. Вăл Хусанти Раççейпе Италин «Стиль» шкулĕн пĕрремĕш кăларăмĕн студентки, ун хыççăн Лондонри дизайнерсен шкулĕнче вĕреннĕ. Модельер пек ĕçлеме тытăннăранпа вуннă ытла тум пуххи хатĕрленĕ. Хăй каласа панă тăрăх, Надежда пуринчен ытла каçхи капăр кĕпесем шутласа кăларса çĕлеме юратать. Унăн чи паллă тум пуххийĕ – «Зодиак паллисем». Хальхи вăхăтра Надежда ытларах стилист пек ĕçлет. Час-часах мастер-классем ирттерет. 
Надежда Аюпова шучĕпе, гардероб классикăлла костюмсем çинче никĕсленмелле, вăл хуть хăçан та модăра. Анчах çи-пуç ытла кичем ан курăнтăр тесен классика япаласене модăри тумтирпе, аксессуарсемпе пуянлатмалла. Анчах вăхăтне кура классика улшăннине те шута илмелле. Вуншар çул каялла тăхăннă пиншакпа юбка паянхи куншăн кивĕ. Гардероба классика çинче никĕслемелле тенине тĕрĕс ăнланмалла.
Тепĕр тĕп правило – кашни хĕрупраçăн пĕчĕк хура кĕпе тата çинçе те çӳллĕ кĕлеллĕ туфли пулмалла. Пĕчĕк хура кĕпе нумай лару-тăрура çăлма пултарать. Çиелтен кĕске пиншак тăхăнсан унпа ĕçе е собеседование, çӳллĕ кĕлеллĕ туфлипе тăхăнсан савнă туспа ресторана кайма та пулать. Тепĕр кирлĕ япаласен шутне Надежда Аюпова сăран перчеткене кĕртет. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, ку япала виççĕ пулмалла: хура, хĕрлĕ тата ӳт тĕслĕскерсем. Вăрăм кунчаллисем халĕ уйрăмах модăра. Вăрăм кунчаллă перчетке чавса таран çанăллă пальтопа илемлĕ курăнать.
Дизайнер сăмахĕсемпе, гардеробра тутăрсемпе шарфсем шутласа кăлармалла мар нумай пулмалла. Тутăр е шарф сăнара стильлĕ, капăр тума пулăшать. Пысăк шарфа мăй тавра хăмăт пек çавăрса çыхни уйрăмах модăра.
Модăпа стиль пирки калас пулсан, Надежда сăмахĕсемпе кашнин хăйĕн стиль пулмалла, ăна модăна кура çĕнетсе пымалла.
 Нумай пулмасть Надежда Миланра иртнĕ мода эрнинчен таврăнчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çулла лăпкă тĕслĕ тумтир модăра пулать, уйрăмах кĕске кĕпесем. Анчах кун пирки çитес номерте тĕплĕнрех калаçăпăр.
Просмотров: 637 | Добавил: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2024
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)