Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 57

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Çӳç тăкăнать, чĕрне хуçăлать, пит çинче пӳрлĕ шатрасем... Косметологсем çирĕплетнĕ тăрăх, çаксем организмăн сигналĕсем, эппин, ăна мĕн-тĕр çитмест. Çавăнпа кун çине тимлĕх уйăрмасăр хăвармалла мар.
1. Пӳрлĕ шатрасем. Енчен те организм ӳт çуне нумай кăларма тытăнчĕ-тĕк, пит пăсăласса кĕтсех тăр. Çавăнпа ку çитменлĕхе комплекслă пĕтерме сĕнеççĕ. А витамин çу парĕсен ĕçне лайăхлатать, В6 тестостерон активлăхне чакарать, С витамин вара бактерисемпе кĕрешет. Цинк тестостерона дигидротестостерона (шатрасем йĕркелекене) çаврăнма памасть. Çавăнпа аш-какай вырăнне пулă çиме тăрăшмалла. Пулăри омега-3 çу кислоти ӳте пӳрлĕ шатрасенчен сыхлать. Кунсăр пуçне пахча çимĕç, улма-çырла, уйрăмах купăста тата нимĕç пăрçи çимелле. Шăккалат, майонез, мăйăр, цитрус çимĕçĕсемпе алкоголь çинчен пĕр вăхăта манмалла.
2. Тумхасем (пятна), ăнланмалла мар пĕркеленчĕксем. Ӳт вăхăтсăр ватăлнинче ульт ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 20355 | Хăш кун: 22.09.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (181)

Пурнăçри кашни самант пĕлтерĕшлĕ те хаклă. Вăхăт пĕр шелсĕр малалла шуçнă май куç умĕнчи илем те улшăнать. Çамрăк хунавран, тĕслĕхрен, вăрман çитĕнет. Çумăр витĕмĕпе пĕве сарăлать. Тырă пиçсе çитет... Тăван çĕр ытамĕнчен вĕçерĕнес те килмест. Эх, хут çине куçарасчĕ çакна... 
Ÿнерçе вара уйрăм çын, пулăм, тĕнче мĕнле курăнать-ши? Мольберт умĕнчи хĕрарăма ĕçе пуçăнма мĕнле услови кирлĕ? Мĕн хавхалантарать е чăрмантарать ăна? Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнĕ Катек ялĕ еннелле утнă май çак тата ытти ыйту канăç памарĕ мана.
Кăçал çурла уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче хĕрарăм ÿнерçĕсен II пленэрĕ иртрĕ. Пĕлтĕр вĕсем Етĕрне районĕнчи Ленино ялĕнче пуçтарăннă. Ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă çут çанталăкăн черчен пайне, салтак амăшĕсене, мăшăрĕсене, аппăшĕ-йăмăкне халалланă. Çак мероприятие хутшăнакансем Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа пысăк курав йĕркелесшĕн. Унта чи сумлă та курăмлă ĕçсемпе па ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 1070 | Хăш кун: 22.08.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (3)

Пĕрремĕш кризис пĕрлехи пурнăçăн виççĕмĕш çулĕнче палăрать. Эпир юрату тесе палăртакан ырă туйăмсем икĕ çултан ытла тăсăлмаççĕ. Каярах пурте лăпланать, кашни япала хăй вырăнне ларать. Хутшăнусем уçă та таса, кăмăллă формăна куçаççĕ. Анчах çакăнпа кашниех лăпланса ларма пултараймасть.
Мăшăр иккĕленме тытăнать — арăмĕпе упăшки хушшинче юрату пулнах-ши е вăл тĕлĕкри евĕр кăна курăннă? Çак самантра упăшки те васкавлă улшăну шырать. Çакăнта тупăнать ĕнтĕ хальхи пек марри, виççĕмĕшĕ — еркĕн.
Шăпах çичĕ çул пурăннă хыççăн та çакăн евĕр ÿкерчĕкех тухса тăрать. Хăш-пĕр мăшăрсем пĕрремĕш кризиса çăмăллăнах чăтса ирттереççĕ (уйрăмах ку вăхăтра ачасем çуралсан). Анчах иккĕмĕшĕнче вара аптраса ÿкеççĕ.
Анчах виççĕмĕш кризис чи йывăрри шутланать. Вăл 17—20 çул пурăннă хыççăн пырса çапать. Ачасем ÿссе çитсе килтен тухса кайнă. Пĕр шутласан ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 12573 | Хăш кун: 11.02.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (54)

Арçын-и эс, хĕрарăм-и — сăнран пăхса саватăн чылай чух тĕл пулнă çынна. Кăшт ватăрах пулсассăн вăл санран — хăв çамрăкрах пулнишĕн кулянан. Ачаллă-и вăл, ват хĕр-и — пĕлейместĕн, авланнă-и вăл е каччă — пĕлейместĕн! Хăшне-пĕрне пĕлетĕн те, пурпĕрех сан ăна юратас килет.
Вăл сана пур енĕпе те килĕшет. Анчах эс авланнă-çке, вăл та качча кайнă-çке — çитменнине тĕл пулакан илемлĕ çынран эс хăв хитре мар. Вăл сана, авланман е качча кайман пулсан та — юратас çук. Апла пулин те тĕл пулнă е иртсе пыракан çын сана килĕшет пулсан — эсĕ ăна ăшăнта савса лăпланан. Сан ăна яланах курас килет. Калаçнă чух вара — вăтанатăн. Вăл эс вăтаннине сисмест те! Вăтаннине сисекенни вăл çавă: кама эс авланиччен е качча тухиччен юратнă, анчах вăл сана килĕштермен! Çÿремен вăл санпа. Эс те ăна ыталаман — юратни çинчен пĕлтермен. Анчах вăл эсĕ хăйне юратнине сиснĕ ун чухне. Çав çын качча тухсан е ав ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 506 | Хăш кун: 25.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

"Çын аллинчи кукăль мăннăн курăнать”, – тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Ăмсанакан яланах чăнлăха улăштарса, кукăртса йышăнать. "Ăмсанакан куç карта урлă та курать”, – тесе ахальтен каламан. Мĕн пуррипе çырлахма пĕлменни, хыт кукарланни, çăткăнланни çуратать те кĕвĕçÿ туйăмне. Чи малтанхи тапхăртах çакна сиссе тĕппипе пĕтереймесен юр чăмакки пек ÿсет вăл. Юлашкинчен этем ăмсану чури пулса тăрать. Хăй пурнăçĕпе пурăнма пăрахать. Ĕçре ĕçтешĕсен укçине шутлать, урамра таврари çынсене сăнаса мăртăхать, килте кÿршисене кăшлать. Урăх нимĕн те кăсăклантармасть ăна. Телевизор ярсан та хитре хĕрсене, çĕрме пуянсене ăмсанса ларать. Рекламăна та тарăхмасăр кураймасть вăл: "Пăх-ха, кашни çÿппе рекламăлаççĕ. Йÿнĕ мар вĕт. Укçи-тенкине ниçта чике пĕлмеççĕ!” 
Çапла, ăмсанакан çыннăн пурнăçĕ хăрсах пырать. Сывлăхĕ те хавшать. Мĕншĕн тесессĕн кĕвĕçни организмшăн – стресс. Сиенлĕ япаласем ăшра пухăнса ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 435 | Хăш кун: 04.12.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Пурнăç улшăнсах пырать тенине пирĕн час-часах илтме тивет. Эпир, тин кăна ураланма тытăнакан çамрăксем, паллах аслисене тимлесех тăнламастпăр. Тĕрĕссипе, пирĕн куçа çак улшăнусем курăнмаççĕ, мĕншĕн тесен мĕнпе те пулин танлаштарма май çук. Калăпăр, атте-аннесем хăйсен çамрăклăхĕ пирĕннинчен чылай уйрăлса тăнă теççĕ. Вĕсем çирĕммĕш ĕмĕре ăсатса çирĕм пĕрремĕшне хăйсен ăшне тахçанах хывнă йăлисене упраса куçнă. Ун чухне вĕренÿ те, тумтир те, апат-çимĕç те хальхи пек пулман. Укçа-тенкĕпе те урăхларах усă курнă. Анчах паян пире компьютер тата Интернет вăхăчĕ çĕнĕлле аталанма «хушать». Общество шухăшĕ ытларах чухне телевидени урлă йĕркеленет. Апла пулсан тĕрлĕ программăпа реклама çынна хăйне евĕр пурнăçа хăнăхтараççĕ. Çавна пулах ĕнтĕ, «ялтисемпе» «хуларисен» (уйрăмах хулара) хутшăнăвĕсем час-часах килĕшÿсĕр. Ку çав териех япăх шайра тесе калама çук-ха, анчах тан марлăх пĕрисем те ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 438 | Хăш кун: 24.10.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Ку тема патне урăх таврăнмашкăн сăлтав çук пек туйăнатчĕ: каламаллине - каланă, чуна çăмăллатнă... Çук иккен, шел те, йăнăшнă, каламалли татах пур иккен. Тĕрĕсрех, çак кунсенче пулса иртнĕ ĕç-пуç алла калем тытма хистерĕ.
Хура тинĕс хĕрринче çуралнă шухăшсемпе вулакана паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. Курмалли-тĕлĕнмелли, паллах, унта пайтах. Çырса кăтартас тесен нимĕнле хаçат страници те çитес çук. Тепĕр тесен, куçпа курнинчен ырри мĕн пултăр? Вăт çапла курса тĕлĕнсе çÿрерĕмĕр те ĕнтĕ...
Чи малтанах... арçынсем тĕлĕнтерчĕç. Тинĕс çапла витĕм кÿрет-ши вĕсене? Унта арçынсем те урăхларах иккен текен шухăш мĕлтлетрĕ те малтанах, çук иккен, кунтисемех. Хăйсемпе «Мускав чăвашĕсем» тесе паллаштарнăскерсем çĕр-шывăн тĕп хулине виçĕ çул каялла кăна Çĕнĕ Шупашкартан куçса кайнă.
...Арăмĕ хĕвел çинче хĕртĕнсе выртнă хыççăн ятарлă кресло çинчен тăнă çĕре упăшки ун ур ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 447 | Хăш кун: 28.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Камăн юраттарас килмест-ши хăйне? Çемьере вара ку ыйту çивĕчрен те çивĕч. Ара, тату пурнăç варри, тĕшши вĕт ку. Мăшăр ан пăрахтăрччĕ тесен хамăрăн та кăштах кускаламалла çав, шутласа пăхни те ытлашши мар. 
Кашниех эпир юратнă çыннăмăрта туса куратпăр, ăс-хакăлĕ çÿлте пулсан вара татах аван. Мĕн пытармалли пур, юратма та пĕлтĕрччĕ. Хамăрăн та çапла пулмалла çеç те...
Японире çак искусствăна аван пĕлеççĕ, "гейша" теççĕ ун пеккисене. Арçынсем пулнă малтан вĕсем. Хăна-вĕрле килсен савăнăç кÿнĕ хайхискерсем: юрланă-ташланă, тĕрлĕ инструментпа вылянă, сăвă вуланă…
Паян вара çÿлерех асăннă çĕр-шывра "искусство çынни" тесе ытларах хĕрарăмсене калаççĕ. Идеаллă хĕрарăм эппин. Калаçăва тăсма, килентерме пĕлеççĕ вĕсем. Çав хĕрарăмсемпе ялан интереслĕ, вăхăт иртни те сисĕнмест иккен. Паллах илемĕпе те тĕлĕнтереççĕ хăнана, юраттараççĕ, хăй хĕр пулчĕ пулсан.
Пирĕн ва ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 531 | Хăш кун: 15.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çемье çавăрнăранпа 20 çул çитсен фарфор туй тăваççĕ, сĕтел çине çĕнĕ фарфор чашăксем лартаççĕ, хăнасем те çавăн йышши савăт-сапа парнелеме тăрăшаççĕ. 
Мăшăрланни çулталăк кăна-и; Апла пулин те тус-тăванăрсене çитсă туя йыхравлама пултаратăр. Уявра çамрăк кил хуçи хĕрарăмĕ çитсă кĕпе тăхăнать, мăшăрсем пĕр-пĕрне пĕчĕк тутăрсем парнелеççĕ.
Пилĕк çултан йывăç туй паллă тăваççĕ. Хăнасем йывăçран хатĕрленĕ япаласем илсе пыраççĕ.
Пĕрле çичĕ çул пурăнсан пăхăр туя чĕнме юрать. Мăшăрсем пĕр-пĕрне пăхăр укçа параççĕ.
Вунă çултан – кĕл чечек туйĕ. Упăшки арăмĕ валли кĕл чечекĕсем туянать, хăнасем те хитре чечек çыххисемпе пыраççĕ.
Пĕрле 15 çул пурăнакансене кантăк туйпа саламлаççĕ.
25 – кĕмĕл, 30 – ахах, 35 çултан – пир (полотняная), 40 çул çемье ăшшине упракансем рубин туя паллă тăваççĕ.
Çур ĕмĕр пĕрле пурăнакансене ылтăн туйпа саламлама та уйрăмах кăмăллă. Мăшăрс ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 585 | Хăш кун: 16.08.2010 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (4)

...Хĕвеллĕ янкăр кун. Варкăш çилĕ те чуна уçăлтармалла çан-çурăма çупăрлать. Аякран пуртă-пăчкă сасси илтĕ-нет. Тикĕссĕн, ярăнса тухать вăл, пĕр-пĕр çын чунне уçса кĕвĕ калать тейĕн. Хĕрарăм çав еннелле утрĕ. Çывхарса пынăçемĕн Марье аппа ĕçлекенсен хушшинче хăйĕн хĕрне уйăрса илчĕ. Вăр-вар çÿрет, канăçне çухатнă тейĕн. Шурă пурçăн кĕпепе хăй. Ятне илтсен чĕнекен енне çаврăнать те тем калаçать, тем ăнлантарать. Патне çитсен çеç Марье аппа палламан çынсем шурă пÿрт тунине курчĕ. Çурчĕ пысăк пулмалла, туса пĕтернĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ. Шăп çав вăхăтра тĕксĕм çумăр пĕлĕчĕсем капланса килчĕç, çумăр вĕттĕн пĕрĕхе пуçларĕ, вăйланса пычĕ. Кăшт вăхăт иртсен тĕксĕмленсе ларнă тавралăх çиçĕм ятлатнипе çуталса илчĕ, тÿпене çурса ярасла аслати кĕрслетрĕ... 
Марье аппа калинкке алăкĕ шалтлатса уçăлса хупăннипе шарт сиксе вăранса кайрĕ. Тул çутăлма пуçланă та иккен. Света каллех ирхи шуçăмпа ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 544 | Хăш кун: 23.07.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

1 2 3 »
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2017  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2017
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)