Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 58

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2010 » Çĕртме » 2 » Яштака пÿ-си кирлĕ-и?
Яштака пÿ-си кирлĕ-и?
18:58
Тулли кĕлеткеллĕ, ытлашши мăнтăр çынсем йĕркеллĕ виçеллисемпе, яштака пÿ-силлисемпе танлаштарсан çичĕ çул сахалрах пурăнаççĕ тенине илтнĕ-и эсир? Кунпа хăшĕ-пĕри килĕшмесен те пултарать. Специалистсем пур пĕрех пире асăрхаттарма васкаççĕ: ытлашши килограмсем этем ĕмĕрне кĕскетнине, тĕрлĕ чир-чĕр пуçарса яма пулăшнине ĕнентерме тăрăшаççĕ.
Ларса ĕçлекен, пушă вăхăта телевизор, компьютер умĕнче ирттерекен çынсен мăнтăрланас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Çакăн тĕп сăлтавĕ – нумай калориллĕ апата виçесĕр çини, ăна кирлĕ чухлĕ "çунтарса” пĕтерейменни. Пылак е тăварлă çимĕçсем юратакансен, эрех сăра ĕçекенсен, нумайшарăн çисе лартакансен кĕлетки майĕпен çупа тулма пуçлать.
Сахалшарăн, тăтăшрах апатланакансем, физкультурăпа, спортпа туслисем "формăна” тытаççĕ.
Çын кĕлеткинче çу виçи 20 про-центран иртмелле мар пулсан, самăррисен – вăл 50-70 процент таранах. Мăнтăр хĕрарăмсем ар çынсенчен 2-3 хут ытларах тĕл пулаççĕ.
Кулленех 25 грамм сахăр, 45 грамм шурă çăкăр, 50 грамм мороженăй çини нимех те мар пек, анчах çапла майпа çулталăкра 4 килограмм хушма пулать иккен. Ытлашши 100 калори илекен çын 10 грамм ÿт хушать. Нумай мар пек, çапла-и? Анчах 3 çул хушшинче 10 килограма яхăн пухăнать! Пысăк калориллĕ çимĕçсен шутĕнче – выльăх çăвĕсем, какай, услам çу, хăйма, хытă сыр, пылак çимĕç, шурă çăкăр...
Ытлашши килограмсем юнри холестерин шайне ÿстереççĕ. Мăнтăр çынсем чĕре чирĕпе 3 хут, сахăр диабечĕпе 5 хут, юн пусăмĕн, пÿрепе ват хăмпи чирĕ-семпе 5-6 хут ытларах аптăраççĕ. Артрит, радикулит, дерматит тата ытти чир-чĕр те вĕсен çумне тăтăшрах çыпăçать.
Начарланас текенсен çакна асра тытмалла: кун каçа пухнă калорисене "çунтарса” пĕтерме тăрăшмалла. Ытлашши тăрук начарланма ан васкăр, эрнере 400-800 грамм чакса пырсан аванрах. Какай, сĕт-çу, пылак çимĕç, шурă çăкăр вырăнне купăста, кăшман, укроп, сухан, ыхра тата улма-çырла ытларах çимелле.
Тулли çынсене тăтăшрах тата чунтанах, саспах кулма сĕнеççĕ. Ахăлтатма та вăй-хăват кирлĕ-çке. 10-15 минут кулни 10-50 калори

çунтарма пулăшать.
Просмотров: 569 | Добавил: selime | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2024
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)