Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 57

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2010 » Çĕртме » 2 » Хăшĕ çÿллĕрех?
Хăшĕ çÿллĕрех?
19:13
Кам пурришĕн те макăрать, кам çуккишĕн йĕрмĕшет. Пĕрне хăй вăрăм, яштака пулни килĕшмест, тепри лутра ÿснишĕн ÿпкелешет. Пĕчĕкки – хуран кашти тума, вăрăмми хăмла шалчи валли тесе юрланă ĕлĕкрех. Эпир уншăн та, куншăн та кулянса ларар мар. Хамăртан çÿллĕрех çынсене тупса хăйне евĕр конкурс йĕркелер. Аяларах илсе кăтартнă «çăлтăрсен» çÿллĕшне тĕрĕс палăртма пултарсан сире парне кĕтет. 173, 174, 178, 181, 182, 183 сантиметр вăрăмĕш çынсем сирĕн умра. Вĕсенчен хăшĕ мĕн çÿллĕш?
– Çын лутра е çÿллĕ пулассине пĕчĕк чухнех пĕлме пулать. Лайăхрах сăнасан курăнать, – иккĕленмест Петĕр Çăлкуç (Кузьмин) сăвăç, "Хресчен сасси” хаçатăн шеф-редакторĕ. – Йăхра мĕнлерех çынсем пулнинчен те килет çакă. Манăн анне лутрарах, атте – вăрăмччĕ, ывăлăм – 192 сантиметр çÿллĕш. Чернобыльти авари хыççăн унти улма-çырла малтанхинчен 2-3 хут шултрарах çитĕнме пуçлани пирки каласа тĕлĕнтернĕччĕ Остерти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ шкул директорĕ Николай Перещ. Хальхи çамрăксем ашшĕ-амăшĕнчен иртсе кайни пурнăç условийĕсем çăмăлланнипе, вĕсене унчченхи пек йывăр ĕçлеттерменнипе çыхăннă пулĕ.
– Тăххăрмĕш класрах аттен çур пуçĕ таранччĕ. Хул-çурăма çирĕплетес тесе кăшт чупкалаттăмăр, кире пуканĕ пулман, ун вырăнне йывăр лум çĕклеттĕмĕр – шухăшсемпе ачалăхне, Красноармейски районĕнчи Туçи Чуракассине, таврăнчĕ Александр Пăртта драматург, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ.
Çемьери виçĕ пĕр тăванран чи йăрăсраххи вăл. Ĕлĕкрех, витамин çитменрен-ши, ачасене пĕрер чей кашăкĕ пулă çăвĕ ĕçтернĕ. Пĕррехинче çав кĕленче темле майпа унăн куçĕ тĕлне лекнĕ. Нумай шутласа тăман Александр – ăна тĕппипех пушатса хунă. Çавăн пек талантлă та ăслă, яштака çын пулма шăпах çав "асамлă шĕвек” пулăшман-ши ăна?
– 11-12 çулсенче аттепе турник çакрăмăр, крыльцапа урам хапхи хушшинчеччĕ вăл. Килтен тухнă чухне те, каялла таврăннă чухне те ун çине çакăнса пĕр виçĕ хут та пулин туртăнмасăр иртмен. Çавă пулăшрĕ-ши – Сергей шăллăмпа иксĕмĕр ыттисенчен çÿллĕрех ÿсрĕмĕр. Аслисем шкул пĕтерсе килтен кайма ĕлкĕрнĕччĕ, – шухăша путрĕ Константин Малышев, Тутарстанра тухса тăракан "Сувар” хаçат редакторĕ.
Кунсăр пуçне питĕ турăх юратать Константин, çак çимĕç шăмăсене çирĕплетме пулăшнине ачаранах чухлать. Кальций, кирлĕ витаминсем çителĕклĕ илекен ача лайăхрах ÿс- нине пире те асрах тытма сĕнет.
– Шкулта вĕреннĕ вăхăтра 1-2 çул аслăрах хĕрсем хамран лутрараххине кураттăм та чăннипех кулянаттăм. Хулана килтĕм те, манран вăрăмраххисем те туллиех иккен! Çавăн хыççăн тин вăтанма пăрахрăм. Çÿл- лĕрех пулни паян мана пулăшать те, – калаçăва хутшăнчĕ Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн специалисчĕ Оксана Филиппова.
Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш ялĕнчен тухнă чипер пикене килĕштерекен сахал мар-тăр: хăй пек йăрăс пÿ-силлисем те, лутрараххисем те. Пĕчĕкрех каччăсем вăрăмрах хĕрсен еннелле туртăннине те сисет Оксана. Ахăртнех, хăйсен йăхне йăрăслатас туйăмлă вĕсем.
– Аттепе анне енчен те çÿллĕ пирĕн йăх-несĕлсем, – савăк сассипе кăмăла çĕклерĕ Нина Изедеркина сăвăç, артистка. – Хăш-пĕр хĕр çавăншăн аванмарланса пуçне пĕксе çÿрет, эпĕ яланах кĕлеткене тÿрĕ тытма тăрăшатăп. Театр студийĕнче пуç çине кĕнеке хурса утма вĕрентни те пулăшрĕ пуль. Хĕрарăмсенчен çÿллĕрех курăнас тесе атă ăшне 2-3 сантиметр хулăнăш резина хурса йăрăсланакан ар çынсем те пурччĕ театрта.
Вăрăм хĕрсене каччă тупма йывăртарах мар-ши?
– Çут çанталăк пĕтĕмпех тÿрлетсе, шайлаштарса пырать. Мăшăра пÿ-сине пăхса мар, кăмăлне ытараймасăр суйланă. Хамран çÿллĕрех каччăна тухнă пулсан ачасем икĕ метртан та иртсе каятчĕç пуль? – шÿтлеме те ăста Нина Борисовна.
– Вăрăм Нина ывăлĕсем тетчĕç пире. (Ялта пĕчĕк Нина та пурччĕ). Анне пекех пурте çÿллĕ эпир, – тет Йĕпреç районĕн Ленинкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Кириллов, ЧР Пуканесен театрĕн артисчĕ. – Вăрман тăрăхĕнче сывлăшĕ сиплĕрех-ши?
Улăп пек çÿллĕ те патвар çын чылай пирĕн енче. Ача чух вăрмантан тухма пĕлмен çав, сертерен пуçласа кăмпа-çырла таранах пухнă, вĕсене пуçтарнă вăхăтрах тем тĕрлĕ те вылянă.

Вăрăм çынсене тÿрех ăмсанма ан васкăр-ха, çÿллĕрех пулни хăш чух чăрмавлăрах та иккен. Театрта пуканесене выляттарнă чух Геннадий Васильевичăн та ыттисен хушшинче пĕшкĕнсе çÿреме тивет. Кансĕртерех пуль çав.

Çăлкуç: "Самант" журнал

Просмотров: 321 | Добавил: selime | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2017
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)