Ăшă хĕвеллĕ çуркунне те çитрĕ. Çак асамлă та черчен вăхăта кам юратмĕ ĕнтĕ! Вăл çулсеренех пулать пулин те, кашнинче эпир ăна çĕнĕлле кĕтсе илетпĕр. Çĕнĕ шухăшсем, çĕнĕ тĕллевсем, çĕнĕ çынсем... Çурхи сарă хĕвелпе ачашланса çеçке çурнă чечекрен илемлĕреххи тĕнчере тата мĕн пур-ши; Ахальтен мар ĕнтĕ сăвăçсемпе çыравçăсем хĕрсене вĕсемпе танлаштараççĕ... Хитре мар чечексем çук пекех илемсĕр хĕрсем те пулмаççĕ. Кашниннех ăна ыттисенчен уйăрса тăраканни мĕн те пулин пурах. Йăл кулли мĕне тăрать чиперуксен! Вĕсен илемне туллин кăтартма тĕрлĕ конкурс ирттересси те йăлана кĕнĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарта "Чăваш пики-2010” ăмăрту пулчĕ. Кăçалхипе тăваттăмĕш хут тĕрлĕ район хĕрĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Эпĕ Çĕмĕрле районĕнчи Эскетен ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ çутă та таса Шупашкар хулинче ЧПУн журналистика факультетĕнче иккĕмĕш курсра ăс пухатăп. Пушă вăхăтра кĕнеке вулама кăмăллатăп, хаçат валли материалсем хатĕрлетĕп. Пĕчĕкренех çут çанталăка юратаканскер çулталăкăн кашни вăхăчĕпе май килнĕ таран киленме тăрăшатăп. Уйрăмах ылтăн кĕркуннен тĕрлĕ тĕслĕ çулçисем кăмăла каяççĕ. Вĕсем тăп-тăрă шыв çине ÿксе хăйне евĕрлĕ кавир сарни калама çук илемлĕ. Пуринчен ытла вара эпĕ каçхи тÿпери çăлтăрсене сăнама юрататăп... Ытла та пуян пирĕн тĕнче, калама çук пуян! Маншăн çут çанталăк – савăнăç юрри, вăл чĕрене хавхалантарать, кăмăла çĕклет. Пуш уйăхĕнче хамăр районти "Чăваш пики” конкурса хутшăнма чĕнчĕç. Уявра еплерех конкурссем пуласса пĕлсенех хатĕрленме тытăнтăмăр. Ташă хусканăвĕсене илемлĕрех йĕркелеме мана Якуртушкăнь шкулĕн-че вĕренекен юлташсем пулăшрĕç, культура çуртĕнче вăй хуракансем вара капăр та типтер чăваш тумĕ хатĕрлерĕç. Чăн та, куçа илĕртеççĕ-çке вĕсем! Хамăн сăн ÿкерчĕксене пуçтарса пысăках мар презентаци йĕркелерĕм. Çĕмĕрле районĕнчи чи пултаруллă çичĕ хĕр йышĕнче эпĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм. Кунпах вĕçленмерĕ иккен конкурс, республикăри ăмăртăва та хутшăнма тивĕç пултăм. Палăртнă кун тĕрлĕ район пикисем пĕрле пухăнсан тĕлĕнмелле япала пулса тухрĕ – тăваттăшне тахçанах паллатăп-çке эпĕ: общежитире пĕр этажра пурăнатпăр, пурте журналистика факультетĕнче вĕренетпĕр! Пуçланчĕç вара кашни кун репетицисем... Тĕрĕс утма, кĕлеткене тÿрĕ тытма, уяври номерсенче мĕнлерех пулмаллине кунсерен вĕренеттĕмĕр. Икĕ-виçĕ сехет çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмакпа утнă хыççăн нимĕн тума та вăй юлмастчĕ. Кĕске хушăрах эпир пĕр-пĕринпе тата та çывăхрах туслашрăмăр. Палăртнă кун кăнтăрла тĕлне пурте "Mega Galaxy” клуба пуçтарăнтăмăр. Анчах залра çын нумаях пулмарĕ: пĕрре билечĕ хаклă, тепре халăх чăваш уявĕсене çÿресех каймасть. Питĕ шел. Конкурс виçĕ сехет ытла пычĕ. Сцена хыçĕнче тăнă чухне паллах пăшăрханатăн. Халăх умне тухсан вара кăмăл çĕкленет, мĕншĕн тесен залра саншăн чун-чĕререн çунакан туссем, преподавательсем, тăвансем, анне. Вăл туйăма каласа пама та йывăр – хăвна çав тери яваплă туятăн. ...Номер хыççăн номер иртрĕ. Унччентерех çеç кашни тухăма жюри хак парĕ тесе шантарни пурнăçа кĕмерĕ, "хупă сасăлавпах” çырлахма тиврĕ. "Ыйту-хурав” конкурсри пăтăрмах вара тепĕр куннех пурин хăлхине те кĕчĕ пулас – пĕрле ăмăртнă пикесем хамăр халăх историне япăх пĕлеççĕ иккен. Çăмăл ыйтăва та хăшĕ-пĕри хуравлаймарĕ. Аякран çакă çав тери илемсĕр курăнчĕ пулĕ ĕнтĕ. ...Çĕнтерÿçĕ те паллă – манпа пĕр ушкăнрах вĕренекен хастар та пултаруллă Алиса Королева. Эпир ăна халĕ те час-часах Чăваш пики тесе чĕнетпĕр. Пирĕншĕн вăл – тĕслĕх. Алиса тата ытти номинацисенче хисеплĕ ята тивĕçнĕ пикесем "Мисс Волга” агентство ирттерекен "Мисс Чувашия – 2010” конкурс финалне хутшăнĕç. "Чăваш пики” унта ăмăртнă кашни хĕрĕн пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. Пурте, паллах, çĕнтерÿçĕ пулаймĕç, çапах çакăн пек сумлă конкурсра ăмăртма тÿр килнĕшĕн питĕ савăнатăп. Темĕн тесен те хама валли сахал мар çĕнĕлĕх уçрăм. Кашни хĕр – илемлĕ чечек. Илемĕ-пе пĕрлех ăсĕ те тарăн пулсан тата та илĕртÿллĕрех. Çапла, çынна тумтирне пăхса йышăнаççĕ те ăсне кура ăсатаççĕ.
Марина КРАСНОВА
|