Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 57

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2009 » Авăн » 28 » МЁНЛЕ ҪЫННА ИЛЕМЛЁ ТЕТПЁР?
МЁНЛЕ ҪЫННА ИЛЕМЛЁ ТЕТПЁР?
16:40
Эс илемлӗ, эп илемсёр теҫҫӗ,
Илеме сӑна пӑхса виҫмен.
Чунпала кашнин хитреленесчё,
Чун пуян — тӑк — чи хнтре этем.
Н.Ильина.
  Илем... Мӗнле ҫепӗҫҫӗн те ачашшӑн илтӗнет. Ахальтен мар ӑна паллӑ тӗпчевҫӗ Н.И.Ашмарин «чӑваш чӗлхинчи чи хитре сӑмахсенчен пӗри» тенӗ.
Мӗн —ши вӑл илем? Ман шутпа, илем — чуна ҫӗклентерекен, хавхалантаракан, кӑмӑла уҫакан, ырра ӗмӗтлентерекен, куҫа илӗртекен, чӗрене тыткӑнлакан туйӑм. «Асамлӑ вӑй-хӑват пӳр тейӗн ҫав унра. Ҫичӗ тӗспе йӑлкӑшакан асамат кӗперне асӑрхатпӑр-и е чӗвӗлти кайӑк юррине илтетпӗр — пирӗн пит-куҫ ҫуталать, чӗрене темле ӑшӑ туйӑм ҫупӑрланӑн туйӑнать. Уяр ҫанталӑкри янкӑр тӑрӑ сенкер тӳпе мӗнле хитре тата! Вӑл чуна лӑплантарать, ӑшра ырӑ канлӗх туйӑмӗ вӑратать. Акӑ тата каҫхи.тӗттӗме сирекен ҫутӑ уйӑх пӗлӗт хушшинчен ярӑнса тухать те тулли питлӗ сарӑ хӗр пек курӑнать. Йӑл-йӑл ҫиҫекен ҫӑлтӑрсем таҫта инҫете чӗнекен вӑй евӗр илӗртеҫҫӗ. Ӑнсӑртран-и пур халӑх поэзийӗнче те савнӑ ҫын куҫне ҫутӑ ҫӑлтӑрпа танлаштараҫҫӗ», — тенӗ кун пирки Г.Я.Хлебников критик — литературовед. Пур япалана та, пулӑма та «илем», «илемлӗ» сӑмахсемпе ҫыхӑнтарма пулать: ҫурхи илем, ял илемӗ, илемлӗ чечек, илемлӗ кӗвӗ, илемлӗ хӗр /каччӑ/, илемлӗ сӑмахлӑх... Илемре яланах мӗнле те пулин ырӑ пӗлтерӗше туйтаракан япала уҫӑмлӑхӗ, сӑн — сӑпачӗ пур. Анчах кашни сӑнлӑхах илемлӗ пулмасть. Сӑмахран, пылчӑкра сысна йӑваланни, шӑршлӑ пӗвере шапа кӑваклатни, хуҫӑлса аннӑ е хӑрса ларнӑ йӑмра, ӳсӗр ҫын тӑрлавсӑр калаҫни е тайкаланса-сулланса утни...
 «Илем илӗртет», «Илем куҫран пӑхтарать», - тенӗ ваттисем, Илеме курма, курсан — чунпа туйма пӗлмелле. Илеме сӑнаса пӑхсан чунра ырӑ туйӑм ҫуралчӗ-тӗк, шухӑш-кӑмӑл ҫӗкленчӗ-тӗк — эсё илеме чунпа туйнӑ. Илем вӑл — пурнӑҫ. Пурнӑҫ илемлӗх пуррипе хитре. Анчах пурнӑҫа ҫут ҫанталӑк илемӗ кӑна мар хитрелетет. Пурнӑҫ вӑл илемлӗ ҫынсем пуррипе те пуян.
 Мӗнле ҫынсене эпир илемлӗ тетпӗр-ха? «Ҫынра йӑлтах илемлӗ пулмалла: сӑнӗ те, тумӗ те, чунӗ те, шухӑшӗ те», - тенӗ вырӑссен паллӑ ҫыравҫи А.П.Чехов. Чӑваш литературинчи эпир лайӑх пӗлекен хайлавсенче пире килӗшекен сӑнарсем сахал мар. Тӗслӗхрен, Нарспи сӑнарнех илер. Унӑн илемне эпир савӑк та кӑмӑллӑ сӑн-питӗнче, сăпайлӑ та килпеклӗ тыткаларӑшӗнче, иксӗлми ӗҫченлӗхӗнче, ҫивӗч ӑсӗпе анлӑ тавракурӑмӗнче, тирпейлӗ ҫи-пуҫӗнче,- чун ӑшши-юратӑвӗнче, виҫеллӗ те ҫыпӑҫуллӑ чӗлхи- калаҫӑвӗнче, ырӑ шухӑш-ӗмӗтӗнче куратпӑр. Илемлӗ ҫын вӑл — пуриншӗн тӗслӗх. Нарспири ҫак ырӑ енсем пурте пёрле пӗтӗҫсе ӑна идеала ҫывӑх сӑнар тӑваҫҫӗ.
  Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр» романӗнчи Селимепе Тухтар сӑ нарӗсем пирӗн чуна питӗ ҫывӑх. Вӗсенче те, Нарспипе Сетнерӗнни пекех, ҫынна илемлӗх сӗмӗ паракан енсем нумай. Александр Алка ҫырнӑ «Хамӑр ялсем» поэмӑри Улькапа Иван Юманов та — ӗҫчен, сӑпайлӑ, кӑмӑллӑ ҫынсем.
Ҫын илемне туллин Александр Артемьевӑн,«Салампийӗнче» курма
  пулать. Салампи — ӗмӗт тӳпине, чӑн идеала ҫывӑх сӑнар. Вӑл «ирхи сывлӑм пек таса, илемлӗ». Акӑ унӑн тулаш портречӗ: пуҫне сулахай хул пуҫҫи ҫинелле таярах уснӑ: авӑк куҫ харшийӗсем, тӳрё сӑмси, ачанни евер ачаш тути, ҫаврака янахӗ, путӑклӑ шурӑ мӑйӗ, тӳп-тӳрӗ уҫнӑ ҫӳҫ ҫулӗ, уҫӑ ҫил ҫинче хӗрелнӗ пичӗ, витӗр курӑнакан ҫӳхе хӑлха ҫунаттисем, хулӑн ҫырӑ ҫивӗт, тӑпӑл-тӑпӑл кӑкӑрӗсем... «Салампи сӑнӗнче, сассинче, куллинче ачалла тӳрӗ кӑмӑллӑх, айӑпсӑрлӑх, хӗрле тасалӑх, именчӗклӗх, хӗрарӑмла ҫепӗҫлӗх, ачашлӑх,сисӗнсе тӑрать; ун ҫине пӑхнӑҫемӗн хӑвӑн та ырӑ, илемлӗ пулас килсе каять...» — тет ун ҫинчен повеҫри тепӗр сӑнар. Ку чипер хӗрте чӑваш ҫыннин чи хӳхӗм енӗсем пуҫтарӑннӑ тейӗн: вӑл.ӗҫе питӗ тӗплӗн те тирпейлӗн тӑвать, кӑмӑлӗ ырӑ, чунӗ ҫепӗҫ те вӑтанчӑк, характерӗ ҫирӗп. Ҫавӑнпа вӗренӳре те, ӗҫре те ӳсӗмсем тӑвать. Ял-йышпа юлтӑшӗсем хушшинче те хисеплӗ. Ҫемьере ашшӗсӗр ӳснӗскер, нимӗнле йывӑрлӑхран та хӑрамасть, Никам хушмасӑрах пысӑк паттӑрлӑх тӑвать: хӑйне юратакан каччи сивӗнеесе пӑхмасӑр, тантӑшӗсене тӗлӗнтерсе хӑй ирӗкӗпе тӑлӑх ачана усрава илсе ҫитӗнтерет, заочно вӗренме куҫса фермӑра ӗҫлеме пуҫлать. Салампин кӑмӑл —сипечӗ таса. Тӳр пилӗк ҫынсене кӑмӑлламасть вӑл. Сӑпайлӑх ҫынна нар кӳрет теҫҫӗ. Унӑн сӑпайлӑхӗ уйрӑмах тӗлӗнтерет. Ӑна пурте мухтаҫҫӗ, ҫапах унра
вӗҫкӗнлӗх пӗрчи те ҫук.  
  Чӑнах та, тулаш чиперлӗхне, вӑл чун-чӗре пуянлӑхӗпе ҫыхӑнман пулсан, чӑн-чӑн илем теме те кансӗр. Сӑн-пичӗпе чип-чипер ҫыннах /кашни этем хӑйне май илемлӗ ӗнтӗ/ вӑл кӑмӑлӗпе сивӗ, усал е пӑсӑк, сипетсӗр пулсан, никам та илемлӗ ҫын темест. «Салампи» повеҫри Муза Любимовӑпа Леон Вирьялов иккӗшӗ те сӑн-питрен, ҫи-пуҫран пӑхсан илӗртӳллӗ. Анчах ҫӑмӑлттай, вӗҫкӗн, кахал — ҫавӑнпа пӗлӳлӗхӗ те сахал. Кӑмӑл культури пӗчӗк, чунӗ пушӑ. Хӑйсене ирӗклӗ те евӗккӗн тыткалаканскерсем, чӑннипе вӗсем сивӗ чунлӑ, юратура, туслӑхра иккӗшӗ те шанчӑкеӑр. Ҫапла, сӑнӗпе ҫеҫ илемлӗ е калаҫӑвӗпе ҫеҫ яка ҫынна чӑн —чӑн илемлӗ теме пултараймастпӑр эпир.
  Паллах, ҫынна пӗрре курнипех илемлӗ теме май ҫук. Унӑн ӑсӗ-тӑнӗ, чун-чӗри мӗнлине пӗлмесӗр ӑна хак пама йывӑр. Ҫыняа пӗлсе ҫитмешкӗн пӗр пӑт тӑвар ҫимелле теҫҫӗ. Пӗр ҫынах чипер сӑн-питлӗ, тирпейлӗ, тарават, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ, кӑмӑллӑ, шухӑш-туйӑмӗпе пуян, мал ӗмӗтлӗ пулма пултарать. Теприсем вара сӑнран ытла палӑрсах та каймаҫҫӗ, ӗҫӗ — хӗлӗпе, чунӗпе, калаҫӑвӗ-вашаватлӑхӗпе пурне те тыткӑштаҫҫӗ. Кусем пурте — илемлӗ ҫынсем. Вӗсенче ҫынна кирлӗ лайӑх енсем пурте пур.
 Илемлӗ ҫын вӑл хӑйӗн илемӗпе таврари ҫынсене те илем кӳрет. Апла пулсан, кашни ҫыннӑн хӑйӗнче илемлӗхе аталантарса пымалла, пурнӑҫа чипер пурӑнса ирттермелле. Йӗри-таврари илемлӗхе туйма, килӗшӳллӗ ҫын пулса ӳсме ачаранах вӗрентмелле. «Ҫык ӗҫпе илемлӗ», «Ёҫ ҫынна илем кӳрет» теҫҫӗ. Ҫынна мӗн пӗчӗкрен ӗҫлеме вӗрентни кирлӗ иккен. Ёҫ ҫынна ҫын тӑвать, тӑрантарать, тумлантарать, ӳстерет, аталантарать... «Ёҫ — пурнӑҫ тыткӑчи» тени те ҫак шухӑшах ҫирӗплетет. Ачаран йӗркеллӗ ҫын ӳстересси — пысӑк ӑрталӑх. Ашшӗ-амӑшӗн ҫакӑ пулмасан — ачисене йывӑр килет. Илемлӗ ҫынсене ҫӗр ҫинче пурӑнма та ҫӑмӑл, хаваслӑ. Усал, кахал, «кукӑр алӑллӑ», сапаланчӑк ҫынсене пурӑнма йывӑр пек туйӑнать.
Илемлӗ ҫын — илемлӗ ҫемье — илемлӗ тӗнче. Ҫак ҫыхӑну пурнăҫ тытса тӑрать. Эсир мĕнле шутлатăр? Хăвăр шухăшăра комментарисем пайра хăварăр.
Просмотров: 2143 | Добавил: alex-net | Рейтинг: 5.0/2 |
Всего комментариев: 0
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2017
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)