Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 57

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2010 » Çĕртме » 2 » Пепке кĕтекен илемсĕр пулмасть...
Пепке кĕтекен илемсĕр пулмасть...
19:17
Ача мĕнле пуласси хĕрарăм чунĕнче пепке кĕтнĕ вăхăтри кăмăлĕн-чен те килет теççĕ. Çавăнпах тухтăрсем хаваслă кĕвĕ итлеме, ырă кĕнекесем вулама хушаççĕ. Этемлĕхĕн черчен çуррин тĕкĕртен пăхсан та туйăмĕ улшăнать: хăйне яланах чипер те илĕртÿллĕ курасшăн-çке вăл. Паян дизайнерсем йывăр çынсем валли те тем тĕрлĕ тум сĕнеççĕ, лавккасенче те вĕсене тупса туянма йывăр мар, анчах çак тапхăрта кĕпе-шăлаварăн чи малтан хăтлă та канлĕ пулмалла.
4-5 уйăхшăнах çĕнĕ тум туянса тăкакланас килмест. Темиçе япала иличчен пĕр тĕслĕ тата куçа йăмăхтарман кĕпе е костюм туянăр, ăна кирек мĕнле блузкăпа е кофтăпа хутăштарма çăмăлрах пулĕ. Çăмăл ĕлкеллĕ хăмăр, хура, сăрă тума капăр шарф, шăрçа-сулă, туфли капăрлатĕ.
Лăпăш-лапăш ан тăхăнăр, тата та сарлакарах курăнăр. Шăлавар клеш пултăр, вăл кĕлеткене шайлаштарĕ. Ытлашши кĕске е вăрăм çурăклă юбка пирки вăхăтлăха манма тивĕ, ăна туяннă чухне ларса пăхăр, хăпарса каймасть-и? Çав вăхăтрах хитре урăрсене те кăтартма ан именĕр, чĕркуççи таран тÿрĕ юбка туянăр, пиçиххийĕ пилĕк тĕлĕнче мар, кăшт аяларах пултăр.
Тÿрех йăлтах хатĕрлесе хума ан тăрăшăр, хырăмăр мĕн пысăкăш пулассине малтанхи уйăхсенче пĕлме çук, 6-мĕш уйăх хыççăн уйрăмах палăрмалла ÿсет вăл.
Чăлха, колготы, гольфы туяннă чухне резинкине тĕрĕслĕр, ытла хытă тытаканни юна çÿреме чăрмантарĕ.
Аялти кĕпе-йĕм йĕтенрен е çĕр мамăкран (хлопок) пултăр, искусственнăй пусмаран çĕленипе ÿт сывламасть, çавăнпа инфекци аталанас хăрушлăх пур.
Урасем шыçаççĕ тĕк шнуроклă пушмак туянăр, çав вăхăтрах ан манăр, юлашки уйăхсенче пĕшкĕнсе çыхма йывăрланĕ. Юбка е шăлавар пиçиххийĕ хырăма пусарса хурсан хăстарма пултарать, пуç çаврăнасси те часах, ачашăн та сиенлĕ ку.
Кăшт перекетлеме те пулать, упăшкăрăн япалисене пăхса тухăр, килте ун футболкисемпе çÿреме юрать, комбинезон е майка çинчен ун кĕпине уртса яма пултаратăр. Сиртен маларах ача çуратнă юлташăрсенчен пулăшу ыйтăр, ахăртнех, вĕсен япалисем халĕ усăсăрах выртаççĕ.
Психологсем палăртнă тăрăх, ача кĕтнĕ вăхăтра хĕрарăмăн туйăмлăхĕ ÿсет, вăл илеме те çивĕчрех курать, апла пулсан кирек мĕнле тума та пулас амăшĕ хăй капăрлатĕ.
4-5 уйăхшăнах çĕнĕ тум туянса тăкакланас килмест. Темиçе япала иличчен пĕр тĕслĕ тата куçа йăмăхтарман кĕпе е костюм туянăр, ăна кирек мĕнле блузкăпа е кофтăпа хутăштарма çăмăлрах пулĕ. Çăмăл ĕлкеллĕ хăмăр, хура, сăрă тума капăр шарф, шăрçа-сулă, туфли капăрлатĕ.
Лăпăш-лапăш ан тăхăнăр, тата та сарлакарах курăнăр. Шăлавар клеш пултăр, вăл кĕлеткене шайлаштарĕ. Ытлашши кĕске е вăрăм çурăклă юбка пирки вăхăтлăха манма тивĕ, ăна туяннă чухне ларса пăхăр, хăпарса каймасть-и; Çав вăхăтрах хитре урăрсене те кăтартма ан именĕр, чĕркуççи таран тÿрĕ юбка туянăр, пиçиххийĕ пилĕк тĕлĕнче мар, кăшт аяларах пултăр.
Тÿрех йăлтах хатĕрлесе хума ан тăрăшăр, хырăмăр мĕн пысăкăш пулассине малтанхи уйăхсенче пĕлме çук, 6-мĕш уйăх хыççăн уйрăмах палăрмалла ÿсет вăл.
Чăлха, колготы, гольфы туяннă чухне резинкине тĕрĕслĕр, ытла хытă тытаканни юна çÿ- реме чăрмантарĕ.
Аялти кĕпе-йĕм йĕтенрен е çĕр мамăкран (хлопок) пултăр, искусственнăй пусмаран çĕленипе ÿт сывламасть, çавăнпа инфекци аталанас хăрушлăх пур.
Урасем шыçаççĕ тĕк шнуроклă пушмак туянăр, çав вăхăтрах ан манăр, юлашки уйăхсенче пĕшкĕнсе çыхма йывăрланĕ. Юбка е шăлавар пиçиххийĕ хырăма пусарса хурсан хăстарма пултарать, пуç çаврăнасси те часах, ачашăн та сиенлĕ ку.
Кăшт перекетлеме те пулать, упăшкăрăн япалисене пăхса тухăр, килте ун футболкисемпе çÿреме юрать, комбинезон е майка çинчен ун кĕпине уртса яма пултаратăр. Сиртен маларах ача çуратнă юлташăрсенчен пулăшу ыйтăр, ахăртнех, вĕсен япалисем халĕ усăсăрах выртаççĕ.
Психологсем палăртнă тăрăх, ача кĕтнĕ вăхăтра хĕрарăмăн туйăмлăхĕ ÿсет, вăл илеме те çивĕчрех курать, апла пулсан кирек мĕнле тума та пулас амăшĕ хăй капăрлатĕ.

Çăлкуç: "Самант" журнал

Просмотров: 296 | Добавил: selime | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2017
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)