Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 57

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2010 » Çĕртме » 2 » ПЫТАНМАЛЛА ВЫЛЯНИ
ПЫТАНМАЛЛА ВЫЛЯНИ
20:26
Пухăннă тет ĕлĕкрех Çĕр чăмăрĕн пĕр улах кĕтесĕнче этемĕн мĕн пур туйăмĕсемпе енĕсем. КИЧЕМЛĔХ виççĕмĕш хут çăвар карсан ĂССĂРЛĂХ:
– Атьăр, пытанмалла вылятпăр, – тесе сĕннĕ.
– Пытанмалла? Мĕнле вăйă вăл? – куç харшине чалăштарса ыйтнă КАВАР.
– Пĕри куçне хупать те, тĕслĕх-рен, миллион таран шутлать. Ыттисем çав вăхăтра пытанаççĕ. Шыраканĕ кама юлашкинчен тупать – тепрехинче çавă ун вырăнне йышăнать, – ăнлантарнă ĂССĂРЛĂХ.
ХАВХАЛАНУПА ХАСТАРЛĂХ ташша янă. Хĕпĕртесе хытă сикнипе ИККĔЛЕНĔВЕ те ÿкĕте кĕртнĕ САВĂНĂÇ. Нихăçан та, нимĕнпе те кăсăкланман СŸРĔКЛĔХ çеç айккинче тăнă.
Юлашкинчен пур пĕрех шыраса тупаççĕ тесе ТĔРĔСЛĔХ пытанмасăрах тăма шут тытнă. МĂН КĂМĂЛЛĂХ вара:
– Ку – ухмахла вăйă, – тесе хирĕçленĕ. Хăйсĕр пуçне нимĕн те интереслентермен ăна.
ШИКЛĔХ яланхи пекех хăранă.
– Пĕрре, иккĕ, виççĕ... – шутлама пуçланă ĂССĂРЛĂХ. НАЯНЛĂХ пĕрремĕш пытаннă. Çул айккинчи çывăх чул хыçне хĕсĕннĕ вăл. ĔНЕНŸ кăвак тÿпене хăпарнă. ÇĔНТЕРŸ чи çÿллĕ йывăç тăррине улăхнă. Ун сулхăнне ĂМСАНУ йăпшăннă. Пытанаймасăр нумай хăшкăлнă ПАРХАТАРЛĂХ. Çĕнĕ вырăн тупмассерен юлташĕсем валли шăп та шай пулассăн туйăннă ăна: акăш куçĕ пек таса кÿлĕ – ИЛЕМЛĔХ валли, йывăç çурăкĕ – ХĂРАВÇĂЛĂХа валли, лĕпĕш çуначĕ – ХĔРŸЛĔХ валли, уçă çил варкăшĕ – ИРĔКЛĔХ валли-çке! Çапла вара, ПАРХАТАРЛĂХ хĕвел шевлин хÿттинче "çухалнă”.
Хăйне анчах юратакан ЭГОИЗМ пачах тепĕр майлă, хăйне валли кăна ăшă та хăтлă кĕтес хатĕрленĕ. УЛТАВ тинĕс тĕпĕнче хÿтлĕх тупнă. (Чăннипе, асамат кĕперĕ çинче пытаннă вăл). ТУЙĂМЛĂХПА ĔМĔТ вулкан "çăварне” йăпшăнса ларнă.
ЭГОИЗМА шырама та тивмен. Вĕллене кĕме шут тытнă чĕнмен хăнана пыл хурчĕсем хăвалама пикеннĕ. МАНĂÇУ ăçта пытаннине ас тумастăп та. Юрĕ, ку пĕлтерĕш-лех мар.
999999 таран шутласа çитнĕ ĕнтĕ ĂССĂРЛĂХ. ЮРАТУ çаплах пытанма кĕтес шыранă. Анчах пур вырăна та йышăнса пĕтернĕ. Сасартăк тĕлĕнмелле хитре роза тĕммине асăрханă ЮРАТУ. Ун чечекĕсен хушшинче çăлăнма шутланă вăл.
– Миллион! – тенĕ те шырама чупнă ĂССĂРЛĂХ. Чи малтан паллах, НАЯНЛĂХА тупнă. Кайран ĔНЕНŸ Турăпа тавлашнине илтнĕ вăл. ТУЙĂМЛĂХПА ĔМĔТ ăçта пулни вулкан чĕтреннинчен паллă пулнă. ĂМСАНĂВА курсан ÇĔНТЕРŸ шырамасăрах тухнă.
Шыраса ывăннă ĂССĂРЛĂХ шыв ĕçме кÿлĕ хĕрне пĕшкĕннĕ те ИЛЕМЛĔХЕ курах кайнă.
ИККĔЛЕНŸ карта çумĕнчех ларнă. Хÿмен хăш енне пытанмаллине ниепле те суйласа илеймен вăл.
Пурте тупăннă: ПУЛТАРУЛĂХ – ешĕл курăк хушшинче, САЛХУЛĂХ – тĕттĕм çĕр хăвăлĕнче, УЛТАВ – асамат кĕперĕ çинче (тĕрĕссипе каласан, тинĕс тĕпĕнче пытаннăччĕ вăл).
ЮРАТĂВА çеç тупса палăртайман. Кашни йывăç хыçне, кашни юхан шыва, кашни ту тăррине çитнĕ ĂССĂРЛĂХ. Тинех, роза тĕмми патне пынă. Турачĕсене сирнĕ чухне кăшкăрни илтĕнсе кайнă. Кĕл чечексен шĕвĕр йĕпписем ЮРАТУ куçне амантнă.
Ним тума аптранă енне каçару ыйтнă, макăрнă, тархасланă, тилмĕрнĕ ĂССĂРЛĂХ. Айăпне каçарттарма ĕмĕрлĕхех ЮРАТĂВА алăран çавăтса çÿрекенĕ пулма сăмах панă.
Çавăнтанпа, Çĕр çинче пĕрремĕш хут пытанмалла вылянăранпа, ЮРАТУ суккăр, ăна аллинчен тытса çул кăтартса çÿрекенĕ вара ĂССĂРЛĂХ.
Салху притча, çапла-и? Тĕрĕслĕхĕ те сахал мар унта. Юрату авăрне лексессĕн савнинче ырă енсене çеç курать кирек кам та. Эпир суйланă каччăран е хĕртен чапли, лайăхраххи çук пек туйăнать. Пуçĕпех хăватлă та таса туйăма парăнса ирĕлет этем. Чăннине курми пулать ун куçĕ. Мĕн тăвас тетĕн, юрату – суккăр.
"Туслăхпа юратура чылай чухне эпир мĕн пĕлнипе мар, курманнипе-илтменнипе телейлĕ", – тесе ахальтен каламан Франсуа де Ларошфуко та. Хамăр валли тем шутласа кăларатпăр та кайран чунтан ĕненетпĕр. Çÿретпĕр вара юмах тĕнчинче пăтрашăнса. Ĕмĕтсенчен çĕклесе лартнă капăр та çирĕп пек туйăннă кермен арканма пуçласан хуйха ÿкетпĕр. Кун пеккине кĕтмен-çке. Ĕненме тата шанма пăрахни вăй ан илтĕр тесен суя пурнăçра мар, чăннинче пурăнма тăрăшмалла. 
Ăссăрлăхпа юнашар утнăран тепĕр чухне кĕтмен ĕçсем пурнăçлаттарать вăл. Йăнăш утăм тусассăн çырмана е пĕр-пĕр шăтăка кĕрсе ÿкесси те инçе мар. Çавăнпа чи кирли – асăрханулăх. Вăл пурри пăсмĕ. Йывăр лару-тăрура пулăшĕ те.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ "Самант" журнал
Просмотров: 306 | Добавил: selime | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2017
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)