Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 57

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2010 » Çĕртме » 25 » Туй кĕпине каялла леçсе патăм
Туй кĕпине каялла леçсе патăм
09:21
Часах çĕр çинчи чи телейлĕ хĕр пулса тăрăп. Икĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн Игорь качча тухма ыйтрĕ.
Ольăпа лавккаран тухрăмăр. Алăри сумкăра - шап-шурă юр тĕслĕ туй кĕпи. Мĕн пур ыйтăва тусăмпа канашлатăп. Хальхинче те унăн шухăшне кĕтрĕм.
- Эсĕ чи-чи илемли пулăн, - терĕ вăл. - Сана кăшт ăмсанатăп та.
- Туйра чечек çыххине сан еннелле ывăтăп. Сăмах паратăп, - хуравларăм шанчăклă юлташăма. Ума çитсе чарăннă троллейбуса кĕтĕм те ăна алă сулса сыв пуллашрăм. Кашни хĕр пĕрчиех мĕн ачаран юмахри принцессăн кĕпине тăхăнса савнийĕн куçĕнчен тинкерме, унпа çавтăнса утма ĕмĕтленет. Игорь шурă урхамах çине утланнă принцсенчен нимпе те кая мар. Çакна чăрмавсене парăнтарнă хыççăн çирĕплетсе калатăп. Пулас упăшкан туй кĕпине курмалла мар теççĕ. Çапах лăпкă та ăшă каç Игорьпе тĕл пулас терĕм. Шăмат кунччен палăртнă ĕçсене аса илсе савнийĕм хваттерĕ тĕлне çитрĕм, алăка уçса кĕтĕм. Чунăмçăм килтех иккен. Пĕр сăмах чĕнмесĕр, чĕрне вĕççĕн пÿлĕм енне утрăм. Компьютера çутнăччĕ. Монитор çине тинкертĕм. Экран çинчи çыру кăсăклану çуратрĕ. Савнийĕме «Хĕвелĕм» шырать. Чĕрем кăлт-кăлт! тапрĕ. Пукан çине лартăм. Çырăва «уçрăм». «Кĕтетĕп! Манăн туй парни хатĕр. Çамрăк арăму парайман евĕклĕхпе паллаштарăп...» Кухньăра ура сассине илтсе çырăва «хупрăм». Экран çине пĕрле ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕк тухрĕ.
- Эсĕ килте-и? - шикленнĕн саламларĕ Игорь. - Питĕ ир. Кĕпе туянтăр-им?
Савнийĕм пăлханăва пытараймарĕ. Сĕтел патне çывăхарах пычĕ те монитор çине вăрттăн тинкерчĕ. Унтан хаш! сывларĕ. Эпĕ шăп лартăм.
- Хаклăскерĕм, мĕн пулчĕ? Килĕшекен кĕпе тупаймарăн-им? Юратăвăм... - вăл ман ума чĕркуçленчĕ те ыталаса илчĕ.
- Чарăн, - сиртĕм унăн аллине. Игорь тĕлĕннĕн пăхрĕ.
- Усал шăна çыртрĕ-им, чунăм?
- Эсĕ ăна та «чунăм» тесе чĕнетĕн-и? - монитор енне çаврăнтăм та çырăва кăтартрăм. - Тĕслĕхрен, эрне кун тĕл пулма калаçса татăлнă Тамарăна.
- Юля, эсĕ йăнăшатăн. Ку пачах урăх япала...
- Куçран пăхсах суятăн. Эпĕ санăн хуравна вуларăм, - пит тăрăх икĕ çутă тумлам юхса анчĕ.
- Юлечка, эпĕ ăна юратмастăп. Ăнлан, ку савăшу çеç. Эпĕ сана никампа та улăштармăп.
- Кам вăл? - иккĕленĕве сирес килчĕ.
- Тамара, - шăппăн хуравларĕ Игорь. - Унччен пĕрле çÿренĕ хĕр. Эпĕ ăна пĕрре урамра тĕл пултăм. Вăл чей ĕçме сĕнчĕ. Малалла тĕлĕкри пек...
- Çак таранччен эсĕ мана улталанă. Хăнаран таврăнсан мана ыталанă, чуп тунă...
- Каçар, тархасшăн. Эпĕ сана саватăп, санпа ĕмĕрĕме ĕмĕрлес тетĕп. Эрне кун эпир юлашки хут тĕл пулма калаçса татăлнăччĕ. Кĕлĕ тăватăп, текех ун патне каймăп.
Вăл чунран ÿкĕннине ĕнентĕм. Йăнăшасси такамăн та пулать. Чĕрене сисчĕвлентерекен туйăма сиртĕм. Игоре никамран ытла шанас килчĕ. Асаннен канашне тĕпе хурас терĕм: "Иккĕленетĕн тĕк - тĕрĕсле”. Савнийĕм сăмахĕн çирĕплĕхне тĕрĕслес терĕм. Ольăна пулас упăшкам ют хĕр ытамĕнче киленни пирки пĕлтертĕм. Эрне кун каçхине тусăма Игорь хыççăн йĕрлеме ыйтрăм. Каччă малтанхи хĕрĕ патне е ташă каçне çул тытассине пĕлес килчĕ. Юлташăм эпĕ ыйтнине пурнăçлама килĕшрĕ. Килте чăтăмсăррăн кĕтсе лартăм. Сехетрен Оля çитрĕ. Унăн пăлханчăк сăнне курсан йăлт! тавçăртăм.
- Вăл ăçта пурăнать?
- Эсĕ мĕн тăвасшăн? - ыйтрĕ пăшăрханнăскер.
- Ăна куçран пăхас тетĕп, - хаяррăн хуравларăм ăна. Мĕн тери айванкка! Каçартăм, ĕнентĕм. Кÿреннĕрен ÿлесе макăрас килчĕ. Икĕ хутлă çурт тĕлне хăвăртах çитрĕмĕр. Кил картишĕнче никам та çук. Алăка шал енчен питĕрнĕ. Хыттăн шаккарăм. Шăп. Тепĕр хут алăка тăрслаттартăм. Ăна çÿллĕ хĕр уçрĕ.
- Игоре парне пама ĕлкĕртĕн-и? - шăл йĕрсе ыйтрăм унран. Пике ăнланманнăн тинкерчĕ.
- Кунта нимĕнле Игорь те çук. Халех тухса каймасан милицие шăнкăравлăп, - хăратрĕ вăл. Çак самантра пÿлĕмрен палланă сасса илтрĕм.
- Чунăм, эсĕ милиципе кама хăрататăн?
Хĕре айккинелле тĕкрĕм те коридора кĕрсе тăтăм. Çурма çарамас савнийĕм патне пытăм та питĕнчен çупрăм. Хĕр енне çаврăнса:
- Вăл санăн, тархасшăн, - терĕм. Пуçра çĕр тĕрлĕ шухăш явăнчĕ. Киле çитсен лăплантаракан эмел ĕçсе çывăрма выртрăм. Ирхине ырату каялла таврăнчĕ. Пĕрре суранлатнă чĕрене сыватма самай вăхăт кирлĕ. Каччăсене текех шанмастăп. Игорь темиçе хут та шăнкăравларĕ, каçару ыйтакана нимĕн те шарламарăм. Шурă туй кĕпине лавккана каялла тавăрса патăм. Ачалăхри ĕмĕт часах пурнăçланаймĕ ĕнтĕ.

ЮЛИЯ
Просмотров: 311 | Добавил: selime | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2017
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)