Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 58

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Маринадланă помидор

Помидорсене йĕппе чике-чике шăтармалла та çуса пăшăхтарнă банкăна тултармалла, вĕри шыв ярса лартмалла. 30-40 минутран ăна тăкмалла та маринад хушмалла. 
Ăна çапла хатĕрлемелле: 1, 5 литр шыва çур стакан сахăр песокĕ, 2 апат кашăкĕ тăвар ярса вĕреме кĕртмелле. Хупас умĕн пĕрер чей кашăкĕ теркăласа вĕтетнĕ ыхра тата уксус ямалла. Чĕлхе çăтса ямалла тутлă пулĕ. 

Хренпа "хаярлатни”

Помидорне, çуса тасатнă хрен тымарне, ыхрине блендер е аш арманĕ витĕр кăлармалла та тăвар хушса таса банкăсене тултармалла. Сивĕ вырăнта, холодильникре упрамалла. Помидорĕ 3 килограмм пулсан ыхрипе хрен тымарне 250-шар грамм илмелле. Тăварне хăвăра кирлĕ чухлĕ ярăр. 
Пылак хĕрлĕ пăрăç авăртса ярсан тата тутлăрах пулĕ. Вĕтетнĕ хура пăрăç, сухан, сахăр, уксус хушма та юрать. 

Тăрăхла кавăн вăлчи... 


Тăрăхла кавăна (çамрăк пулсан хуппине тасатмалла мар) тăваткал турамалла. Ÿсен-тăран çăвĕ янă савăта куçарса çулăм çине лартмалла. Кишĕрпе суханне уйрăммăн ăшаласа ямалла. Хĕрлĕ тутлă пăрăç хушсан тата техĕмлĕрех пулать (ăна та кавăн туранă пекăх ваклăр). Тăвар, сахăр, томат пасти яма ан манăр. Пурĕ 30-40 минута яхăн пĕçермелле, çулăмне чариччен пĕр 10 минут маларах уксус хушмалла, кăмăлăр пулсан теркăласа вĕтетнĕ ыхра яма пултаратăр. Çуса пăшăхтарнă банкăсене вĕриллех тултармалла. 
Тăрăхла кавăнне 3 килограмм илсен суханне, кишĕрне, тутлă пăрăçне, томат пастине 500-шер грамм хатĕрлĕр. 200 грамм сахăр, 100 грамм тăвар ярсан çителĕклĕ. 

... икерчи

Тăрăхла кавăна теркăласа вĕтетмелле (хуппипе вăрринчен тасатсан лайăхрах), икĕ çăмарта, çăнăх, çу, тăвар хушса пăтратмалла. Çу ярса хĕртнĕ çатмара ахаль икерчĕ хатĕрленĕ пекех пĕçермелле. 

Кăшман

Хĕрлĕ кăшманпа çынсем пин çул каяллах усă курма тытăннă. Египетпа Китайра, Индире ăна кăпăшка та çемçе çулçисене пула ятарласа çитĕнтернĕ. Сиплев курăкĕ вырăнне, апат хатĕрленĕ çĕрте усă курнă.
Кăшман хаклă апат шутланнă, унпа пуянннисем кăна усă курма пултарнă.
Тахçан авал сакс халăхĕн тĕлĕнмелле йăла пулнă. Хĕр çураçма килнĕ качча кĕсел ĕçме сĕнсен яш вĕсене килĕшнине пĕлтернĕ. Енчен те пĕçернĕ кăшманпа хăналасан – кунтан хăвăртрах тухса каймалла. 
Пирĕн эрăччен 800 çул каярах Вăтам Азин сăртлă-туллă районĕсенче кăшмана тымар çимĕç вырăнне çитĕнтерме тытăнаççĕ. Авалхи Грецире те ăна хапăл туса йышăнаççĕ.
Раççее вăл Византирен вуннăмĕш ĕмĕрте килет. Халăх хушшинче хăвăрт сарăлнине Х-ХI ĕмĕрсенчи литературăра çырса хăварнисенчен те вуласа пĕлме пултаратпăр. XVI ĕмĕртех вырăс халăхĕн чи юратнă апачĕ борщ шутланнă.

Юратнă пылак çимĕç

Канфетăн тăван çĕр-шывĕ – Египет. Ун чухне сахăр пулман. Пылак вырăнне пылпа, финикпа усă курнă. Хĕвел тухăçĕнче пĕрремĕш канфета миндальтен е фиги çимĕçĕнчен тума пуçланă. Авалхи Римра мăйăрпа мăкăне пылпа хутăштарса вĕретнĕ те çиелтен кунжут сапнă. Авалхи Раççейре вара канфета патокăпа пылран хатĕрленĕ. XVI ĕмĕрте Европăра шоколадпа анлă усă курма тытăнаççĕ. Вăл сиплине ĕненнĕ. Раççейре XIX ĕмĕрчченех кондитер фабрики пулман. Хисеплĕ çынсене хăналама канфетсене ятарлă рецептпа (унăн вăрттăнлăхне никама та пĕлтермен) хатĕрленĕ.

Çĕр улми

Унсăр сайра-хутра апат хатĕрлетпĕр: ăна пĕçеретпĕр те, ăшалатпăр та... Ахальтен мар çĕр улмие "иккĕмĕш çăкăр” теççĕ халăхра. Раççее Пĕрремĕш Петĕр патша çак тымар çимĕçе Голландирен кÿрсе килнĕ.
Германи ертÿçисем ăна çитĕнтерсе выçлăхпа кĕрешнĕ. Çак çĕр-шывра тыткăнра пулнă хыççăн Пармантье аптекарь çĕр улмине Францире ÿстерме тытăннă.
Раççей çыннисем тымар çимĕçе туса илессине йывăррăн та вăраххăн хăнăхнă. Петĕр тата Кĕтĕрне патшасем çĕр улми çитĕнтерме йышăннă указсем халăха пур чухне те хавхалантарман.

Почта ещĕкĕ

Пĕремĕш почта ещĕкĕсем тăват çĕр çул каялла Флоренцире пулнă. Вĕсене пуян çынсем пурăнакан çуртсен алăкĕсем çине çакнă. Унта ученăйсем, мал ĕмĕтлĕ философсем, политиксем пирки çырнă çăхавсене янă.

Кишĕр

Сĕтеклĕ те пылак çак тымар çимĕçпе çынсем 4 пин çул ытла ĕнтĕ усă кураççĕ. Авалхи грексемпе римлянсем ăна çитĕнтерме тытăннă, вĕсем ăна "даукус”, "каротэ”тенĕ. Вун çиччĕмĕш ĕмĕрчченех кишĕр чи паха апатсенчен пĕри шутланнă. Çакăн хыççăн ăна чылай çĕрте çи- тĕнтерме тытăнаççĕ.
XVI-XVII ĕмĕрсенче Мускав çыннисем хăйсем пурăнакан çуртсен çывăхĕнчи пахчасене те акма тытăнаççĕ. Урăх çĕр-шывсенчен килнĕ çынсем Мускаврисен сад пахчийĕсенчи йăрансене асăрханă. Вĕсенче кăшманпа, çарăкпа, купăстапа юнашар кишĕр ÿстернĕ.
Вун çиччĕмĕш ĕмĕрте кăна кишĕре пур çĕрте те çитĕн-терме тытăнаççĕ. Шăпах çак вăхăтра чи анлă сарăлнă каротель ятлă сорт шутласа тупаççĕ. Ун чухне кишĕр çулçипе те анлă усă курнă.

Хаяр пăрăç

Хаяр пăрăç тăван çĕр-шывĕ тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх – Кăнтăр Азипе Кăнтăр Америка. Çак ÿсен тăран пирки 1494 çулта пуçласа каланă. Христофор Колумбпа пĕрле çул çÿревре пулнă врач индеецсем пăрăçа лайăх пĕлнине, ăна ахи тесе каланине, унпа тăвар вырăнне усă курнине çырса хăварнă. Каярахпа пăрăçа Европăра та, Раççейре те çитĕнтерме тытăннă.
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2024  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2024
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)