Дизайнерсем куллен çĕнĕрен те çĕнĕ тум сĕнеççĕ, мода хыççăн ниепле те хăваласа çитме çук. Хăтланмалла та мар, шкапри мĕн пур япалана улăштармасăрах модăпа тан утма пулать, çÿçе кăшт урăхларах кастарни, прическăна улăштарниех пулăшĕ. Çÿç пайăркисене сăрламалла-и, кĕске кастармалла-и, челка кирлĕ-и – подиум çинчи пикесем çине пăхса илер.
Гранж
Кăçал питĕ йывăр прическа туса нушаланмалла мар. Модăра тирпейсĕрлĕх. Ку çуман, тураман çÿçпе çÿремеллине пĕлтермест. "Тирпейсĕрлĕх" тикĕс мар каснă пайăркасенче, кукăр челкăра курăнать. 90-мĕш çулсенчи хулиганла "гранж" таврăнать. Ыттисенчен расна, пăлхавçă евĕр курăнма ан хăра. Акă ĕнтĕ темиçе çул хĕрсем çÿçне ярăмăн-ярăмăн касаççĕ. Чалăш челкăна малалла яр, вăл çур пите хуплатăр. Ыттине сапала, уйрăм пайăркасене гельпе сĕрсе уйăр. Кун пек чухне куçа палăртмалла, тĕттĕмрех тĕссемпе усă кур, тутуна вара тĕссĕр йăлтăркка писевпе сăрла.
Классика
Анчах пур дизайнер та çамрăклăха таврăнас темен. Классикăлла хÿре яланах модăра пулать-тĕр. Вăрăм çÿçе çÿллĕ хÿре ту, пĕр пайăркана резинка тавра пĕтĕрсе вĕçне шпилькипе çирĕплет. Халĕ хÿрене вĕри щипципе кăтралат. Кун пек çÿçе тĕрлĕ эрешпе капăрлатма кирлĕ мар. Модăна 60-мĕш çулсенчи пек яка шиньон таврăнать. Ăна сарлака хăюпа çирĕплет. Шултăра кăтрасем пирки те ан ман.
Боб
Пĕрмай карепе çÿрекенсене те улшăнма сĕнеççĕ. Чи малтанах ÿкерчĕкри пек пĕр тикĕс боб кастар, челка вăрăм пултăр. Кун пек прическа уйрăмах хура çÿçлисене кайĕ.
Уçá çамка
Челка çук тăк çÿçе ваклама ан васка. Ярăмăн-ярăмăн каснă вăрăм çÿçе йĕркене кĕртме вăхăт нумай кирлĕ мар. Варринчен тÿрĕ йĕрпе уйăр. Гельпе хытар, хăлха хыçне ярса та, кăшт пите хупласа та çÿреме пултаратăн.
"Том-бой"
Боб прическа пирки илтнех ĕнтĕ, кăçал вăл чалăш челкăллă тата асимметриллĕ. Кунта çÿç тĕсĕ пĕлтерĕшлĕ, тĕссĕр пулмалла мар, çутă тăк – шап-шурă, тĕттĕм тĕк – хуп-хура.
|