Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 57

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Çуралнă кун. Лайăх уяв, анчах нумай чухне тăвансем валли парне суйласси пĕрре те çăмăл мар. Мĕн парнелемелле-ха вĕсене?
Хĕрарăма: эрешсем, юратнă артистăн концертне билет, çемçе халат, маникюр наборĕ, косметика тата парфюмери лавккисен парне сертификачĕ, палантин.
Арçынна: çут çанталăкра канмалли хатĕрсен наборĕ, инструментсем упрамалли ещĕк, мунчаран тухмалли халат, цифрăллă техника сутакан лавккасен парне сертификачĕ, лайăх пиçиххи, хаклă эрех.
14 çулчченхи ачана: чĕр чунсемлĕ çемçе пушмак, пижама, аталантаракан сĕтел çи вăййи, пазлсем, илемлĕ ӳкерчĕклĕ энциклопеди, копилка.
Асанне-кукамая: ăшă плед, хаçат е журнал валли çырăнтару, илемлĕ çивитти е простынь-тавраш, алшăлли, савăт-сапа, мамăк шел, кухня валли техника.
Асатте-кукаçие: плед, мунча хатĕрĕсен наборĕ, пулă тытмалли хатĕрсем, шахмат, хаклă чей.
■ Ирина КУЗЬМИНА хатĕрленĕ ("Сăвар")
Миçе хут пăхнă: 676 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 17.07.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

«ТУСЛĂХ» САЛАТ
Кирлĕ: 300 г ветчина, 2 шăратнă (плавленый) сыр, 1 банка маринадланă шампиньон, 1 кишĕр, 1 пуç сухан, 2 панулми, 3-4 çăмарта, 2 шăл ыхра, аçтăрхан мăйăрĕ, майонез.
Ыхрана вĕтетсе майонезпа пăтраштармалла. Компонентсене салатница çине сийпе вырнаçтармалла, кашни сийнех ыхраллă майонезпа сĕрмелле: ветчина, сухан, панулми, шампиньон, сыр, чĕрĕ кишĕр, çăмарта. Çиелтен салат çине вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ сапмалла.
РУЛЕТ
Кирлĕ: 1 стакан сахăр песокĕ, 3 çăмарта, 3-4 кашăк сĕт, 1 чей кашăкĕ апат соди, 1,5 стакан çăнăх; ăшлăх валли повидло е пĕçернĕ сгущенка.
Çăмартана сахăр песокĕпе пĕрле лайăх лăкаса кăпăклантармалла. Ытти компонентсене хушса чуста хатĕрлемелле. Чустана тип çу сĕрнĕ, духовкăна лартса хĕртнĕ противень çине ямалла та хĕрӳ духовкăра 7-10 минут пĕçермелле. Унтан коржа противень çинчен илсе повидлăпа е пĕçернĕ сгущенкăпа сĕрмелле, рулет пек çавăрттарса хумалла. Сивĕнсен çиелтен сахăр пудр ... Читать дальше »
Миçе хут пăхнă: 494 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 16.01.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Дизайнерсем куллен çĕнĕрен те çĕнĕ тум сĕнеççĕ, мода хыççăн ниепле те хăваласа çитме çук. Хăтланмалла та мар, шкапри мĕн пур япалана улăштармасăрах модăпа тан утма пулать, çÿçе кăшт урăхларах кастарни, прическăна улăштарниех пулăшĕ. Çÿç пайăркисене сăрламалла-и, кĕске кастармалла-и, челка кирлĕ-и – подиум çинчи пикесем çине пăхса илер. 

Гранж

Кăçал питĕ йывăр прическа туса нушаланмалла мар. Модăра тирпейсĕрлĕх. Ку çуман, тураман çÿçпе çÿремеллине пĕлтермест. "Тирпейсĕрлĕх" тикĕс мар каснă пайăркасенче, кукăр челкăра курăнать. 90-мĕш çулсенчи хулиганла "гранж" таврăнать. Ыттисенчен расна, пăлхавçă евĕр курăнма ан хăра. Акă ĕнтĕ темиçе çул хĕрсем çÿçне ярăмăн-ярăмăн касаççĕ. Чалăш челкăна малалла яр, вăл çур пите хуплатăр. Ыттине сапала, уйрăм пайăркасене гельпе сĕрсе уйăр. Кун пек чухне куçа палăртмалла, тĕттĕмрех тĕссемпе усă кур, тутуна вара тĕссĕр йăлтăркка писевпе сăрла.

... Читать дальше »
Миçе хут пăхнă: 456 | Кам хушнă: selime | Дата: 04.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хитре тумланма пĕлекен хĕрсене ăмсанатăп. Вĕсем симĕс блузкăна хĕрлĕ-кăвак юбкăпа, хăмăр атăпа ним те мар тăхăнма пултараççĕ, пачах расна тĕссем çав тери килĕшсе тăраççĕ кун пек чух. Хам пирки пачах тăхăнма пĕлместĕп теместĕп, анчах тĕссен тĕлĕшпе йăнăшасран хăранипе хура юбка-шăлавар суйлама тăрăшатăп, кун пек чух кирек мĕнле кофта та, блузка та каять тетĕп. Тĕссене мĕне кура пĕрлештермелле-ши? 
Кун пек чухне хире-хирĕçлĕх (контраст) "саккунне” шута илмелле. Тĕссене асамат кĕперĕ евĕр вырнаçтарнă тĕс çаврăмĕ пирки илтнех-тĕр эсĕ. Ăна графикăпа çыхăннă кирек хăш компьютер программинче те тупма пулать. Çак çаврăм çинче пĕр-пĕринпе килĕшсе тăракан тĕссем хире-хирĕç вырнаçнă. Хура, шурă, сăрă – пуринпе те шайлашуллă курăнĕç.

Туллирех курăнасчĕ

Ман тантăшсенчен чылайăшĕ 1-2 кг начарланассишĕн тем тума хатĕр. Эпĕ хыткан пулнинчен вăтаннине ниепле те ăнланасшăн мар вĕсем. Кашнинчех: "Эх, эпĕ сан пек пулсанччĕ”, – теççĕ. Журналсенче те ялан начартарах ку ... Читать дальше »
Миçе хут пăхнă: 445 | Кам хушнă: selime | Дата: 04.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сывлăх çук – телей те çук тенĕ. Кунпа килĕшмесĕр тăраймастпăр. Шăлсем сывă чухне çеç çирĕп сывлăх пирки ĕмĕтленме пултарнине те манмастпăр. Вĕсемсĕр ыттисене илемлĕ кулăпа савăнтараймăн, каччăсен чĕрине вут хыптарса тыткăнлаймăн. Яшсен 12 проценчĕ чи малтан хĕр ури çине пăхать, 24 проценчĕ куçран тинкерет пулсан, ытларах пайĕ (47 проценчĕ) вăл мĕнлерех кулнине сăнать. Çавăнпа хăвăр килĕштерекен каччă кăмăлне çавăрма илемлĕн кулса кăтартма, шăлсене пĕчĕкрен упрама тăрăшăр.
Вĕсене кунне икĕ хутран кая мар тасатмаллине асрах тытăр.
Шăл щеткине кашни виçĕ уйăхрах улăштарăр.
Стоматолог патĕнче çулталăкра икĕ хутран кая мар тĕрĕсленмелле.
Апат çинĕ хыççăн шăл тасатма май çук-и? Кун пек чух чăмлак хыпни те пăсмасть.
Шăл хушшине юлнă çимĕç юлашкисене ятарлă çиппе (вĕсене аптекăра сутаççĕ) тасатăр.
Кальципе пуян апат ытларах çимелле, вĕсем шăл эмальне çирĕп- летме пулăшаççĕ.
Грейпфрут та усăллă – унра Е витамин нумай.
Шăлсем пылак çимĕçсенчен хăраççĕ ... Читать дальше »
Миçе хут пăхнă: 428 | Кам хушнă: selime | Дата: 04.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çанталăк улшăннине пирĕн ÿт хăйне май йышăнать, куштăрхама, хĕрелме пуçлать, шлепке айĕнче çÿç хăвăртрах çулланать. Вĕсене çирĕплетме, упрама йывăрах та мар иккен, ятарласа хаклă крем та кирлĕ мар. 

Тута

Вăл куштăркаса кайсан йĕпе татăкпа е шăл щеткипе вазелин сĕр. Ÿтне вилĕ клеткăсенчен тасатăн, типесрен упрăн.
Сивĕпе ачаш ÿт тĕсне çухатать, çавăнпа тутуна малтан лимон сĕткенĕ, унтан бальзам сĕр.

Ÿт

Çанталăк улшăннăран тата вăрах ăшă тум тăхăнса çÿренĕрен ÿт типме пуçлать. Мунча вилĕ клеткăсенчен тасатĕ.
Шĕвĕ супăньпе, крем-супăньпе е гельпе çăвăнма тăрăш.
Ытлашши типсе кайнă ÿте кокос е олива çăвĕ çемçетĕ.

Чĕрне

Вăл та шăнать иккен. Урамра яланах алса е перчетке тăхăнмалла. Лакпа сăрлас умĕн ятарлă тĕссĕр никĕспе усă кур.

Çÿç ... Читать дальше »
Миçе хут пăхнă: 406 | Кам хушнă: selime | Дата: 04.12.2010 | Рейтинг: 4.0/1 | Комментарисем (0)

Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2021  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2021
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)