Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 58

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2012 » Кăрлач » 16 » Салатсем
Салатсем
18:23
«ТУСЛĂХ» САЛАТ
Кирлĕ: 300 г ветчина, 2 шăратнă (плавленый) сыр, 1 банка маринадланă шампиньон, 1 кишĕр, 1 пуç сухан, 2 панулми, 3-4 çăмарта, 2 шăл ыхра, аçтăрхан мăйăрĕ, майонез.
Ыхрана вĕтетсе майонезпа пăтраштармалла. Компонентсене салатница çине сийпе вырнаçтармалла, кашни сийнех ыхраллă майонезпа сĕрмелле: ветчина, сухан, панулми, шампиньон, сыр, чĕрĕ кишĕр, çăмарта. Çиелтен салат çине вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ сапмалла.
РУЛЕТ
Кирлĕ: 1 стакан сахăр песокĕ, 3 çăмарта, 3-4 кашăк сĕт, 1 чей кашăкĕ апат соди, 1,5 стакан çăнăх; ăшлăх валли повидло е пĕçернĕ сгущенка.
Çăмартана сахăр песокĕпе пĕрле лайăх лăкаса кăпăклантармалла. Ытти компонентсене хушса чуста хатĕрлемелле. Чустана тип çу сĕрнĕ, духовкăна лартса хĕртнĕ противень çине ямалла та хĕрӳ духовкăра 7-10 минут пĕçермелле. Унтан коржа противень çинчен илсе повидлăпа е пĕçернĕ сгущенкăпа сĕрмелле, рулет пек çавăрттарса хумалла. Сивĕнсен çиелтен сахăр пудри сапмалла.
ПЛОВ – КĂМПАПА
Кирлĕ: 500 г кăмпа, 600 г рис кĕрпи, 300 г сухан, 250 мл тип çу, тăвар, пăрăç, укроп е петрушка.
Кăмпана турамалла та тип çу çинче ăшаламалла. Унтан вĕттĕн туранă сухан хушса тата 7 минут ăшаламалла. Вара кăмпапа сухан çине рис кĕрпи хушмалла, тăвар тата пăрăç сапмалла, çиелтен кирлĕ чухлĕ шыв ямалла. Хупкăçпа хупласа вăйсăр çулăм çинче 15 минут пĕçермелле. Унтан хупкăçа уçса риса пăтраштарса ямалла, калле хупламалла та хатĕр пуличчен пĕçермелле. Плов çине вĕттĕн туранă укроп е петрушка сапса çимелле.
«СЕХЕТ» САЛАТ
Кирлĕ: 300 г пĕçернĕ чăх е кăркка ашĕ, 5 пĕçернĕ çăмарта, 150 г хура слива, 100 г вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ, 100 г сыр, майонез, тăвар, пĕçернĕ кишĕр.
Çăмартасене шуратмалла та шуррипе саррине уйăрмалла, уйрăмшарăн теркăпа хырмалла. Сыра та теркăпа хырмалла. Шыва ярса çемçетнĕ хура сливăна тата чăх ашне турамалла. Лап тĕплĕ турилкке çине сийĕн-сийĕн вырнаçтармалла, кашнинех майонезпа сĕрмелле: чăх ашĕ, çăмарта сарри, хура слива, сыр, мăйăр, çăмарта шурри. Çиелте туранă кишĕрпе сехет «ӳкермелле».
ПИЦЦА
Кирлĕ: чуста валли – 1 стакан кефир, 100 г майонез, 2 çăмарта, 6-8 кашăк çăнăх, 1 чей кашăкĕ апат соди, тăвар тата сахăр песокĕ; ăшлăх валли – 200 г кăлпасси, 2 пуç сухан, 3 помидор, 200 г сыр, специсем.
Çăмартана майонезпа пĕрлештермелле те тăвар, сахăр песокĕ хушса лăкамалла. Кефир çине апат соди хушса пăтраштармалла, 15 минутран ун çине çăмартапа майонез хутăшне тата çăнăх хушса чуста хатĕрлемелле. Чустана тип çу сĕрнĕ çатма çине ямалла. Кăлпассие, сухана тата помидора турамалла. Сыра теркăпа хырмалла. Кăлпассипе сухана тип çу çинче ăшаласа илмелле, помидора хушса тата 3-4 минут ăшаламалла. Кăшт сивĕнсен хутăша чуста çине хумалла, çиелтен сыр сапмалла. Пиццăна духовкăра 20 минут пĕçермелле.
КУКĂЛЬ
Кирлĕ: 1 банка майонез, 14 кашăк çăнăх, 14 кашăк сахăр песокĕ, 1 чей кашăкĕ апат соди, 3-4 çăмарта.
Компонентсене пĕрлештерсе чуста хатĕрлемелле те тип çупа сĕрнĕ, ăшăтса илнĕ çатма çине ямалла. Кукăле духовкăра хатĕр пуличчен пĕçермелле. Хатĕр кукăле джемпа е кремпа сĕрме юрать.
ФРАНЦУЗЛА ÇĔР УЛМИ
Кирлĕ: 6-7 çĕр улми, 0,5 кг сысна фаршĕ, 3 пуç сухан, 150-200 г сыр, 200 г çуллă мар майонез, укроп, тăвар тата пăрăç.
Çĕр улмипе сухана çурма ункăн турамалла. Çĕр улми çине тăвар, пăрăç сапмалла, 100 г майонез хушса пăтраштармалла та çатма çине вырнаçтармалла. Ун çине тăвар тата пăрăç хушнă фарш, сухан хумалла, майонезпа витмелле, теркăпа хырнă сыр сапмалла. Духовкăра пĕçермелле. Пиçсе çитсен вĕттĕн туранă укроп сапмалла.
Просмотров: 656 | Добавил: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2012  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2024
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)