Сывлăх çук – телей те çук тенĕ. Кунпа килĕшмесĕр тăраймастпăр. Шăлсем сывă чухне çеç çирĕп сывлăх пирки ĕмĕтленме пултарнине те манмастпăр. Вĕсемсĕр ыттисене илемлĕ кулăпа савăнтараймăн, каччăсен чĕрине вут хыптарса тыткăнлаймăн. Яшсен 12 проценчĕ чи малтан хĕр ури çине пăхать, 24 проценчĕ куçран тинкерет пулсан, ытларах пайĕ (47 проценчĕ) вăл мĕнлерех кулнине сăнать. Çавăнпа хăвăр килĕштерекен каччă кăмăлне çавăрма илемлĕн кулса кăтартма, шăлсене пĕчĕкрен упрама тăрăшăр. Вĕсене кунне икĕ хутран кая мар тасатмаллине асрах тытăр. Шăл щеткине кашни виçĕ уйăхрах улăштарăр. Стоматолог патĕнче çулталăкра икĕ хутран кая мар тĕрĕсленмелле. Апат çинĕ хыççăн шăл тасатма май çук-и? Кун пек чух чăмлак хыпни те пăсмасть. Шăл хушшине юлнă çимĕç юлашкисене ятарлă çиппе (вĕсене аптекăра сутаççĕ) тасатăр. Кальципе пуян апат ытларах çимелле, вĕсем шăл эмальне çирĕп- летме пулăшаççĕ. Грейпфрут та усăллă – унра Е витамин нумай. Шăлсем пылак çимĕçсенчен хăраççĕ, çавăнпа канфет-пĕремĕк-пе ытлашши иртĕнмелле мар.
|