Хитре тумланма пĕлекен хĕрсене ăмсанатăп. Вĕсем симĕс блузкăна хĕрлĕ-кăвак юбкăпа, хăмăр атăпа ним те мар тăхăнма пултараççĕ, пачах расна тĕссем çав тери килĕшсе тăраççĕ кун пек чух. Хам пирки пачах тăхăнма пĕлместĕп теместĕп, анчах тĕссен тĕлĕшпе йăнăшасран хăранипе хура юбка-шăлавар суйлама тăрăшатăп, кун пек чух кирек мĕнле кофта та, блузка та каять тетĕп. Тĕссене мĕне кура пĕрлештермелле-ши? Кун пек чухне хире-хирĕçлĕх (контраст) "саккунне” шута илмелле. Тĕссене асамат кĕперĕ евĕр вырнаçтарнă тĕс çаврăмĕ пирки илтнех-тĕр эсĕ. Ăна графикăпа çыхăннă кирек хăш компьютер программинче те тупма пулать. Çак çаврăм çинче пĕр-пĕринпе килĕшсе тăракан тĕссем хире-хирĕç вырнаçнă. Хура, шурă, сăрă – пуринпе те шайлашуллă курăнĕç.
Туллирех курăнасчĕ
Ман тантăшсенчен чылайăшĕ 1-2 кг начарланассишĕн тем тума хатĕр. Эпĕ хыткан пулнинчен вăтаннине ниепле те ăнланасшăн мар вĕсем. Кашнинчех: "Эх, эпĕ сан пек пулсанччĕ”, – теççĕ. Журналсенче те ялан начартарах курăнма мĕн тăхăнмаллине çыраççĕ, кăшт та пулин туллирех курăнас килсен мĕн тумалла-ши? Эсĕ халĕ çитĕннисен йышне кĕрсе пыратăн, организм улшăнать, кăшт вăхăт иртсенех йăлтах майлашăнĕ. Çавăнпа та хыткан пулнишĕн ан пăшăрхан, мăнтăрлатакан диетăсене пăхăнни кирлĕ мар, апат ылмашăвне пăсса ярăн. Подиум çинчи хĕрсене пăх-ха, вĕсем пурте хыткан, эппин дизайнерсем шăп сан пеккисем валли ĕçлеççĕ. Ан вăтан, кирек мĕн тăхăнма пултаратăн. Ытлашши çат тытакан кĕпесем çеç ан суйла. Шифонран е пурçăнран çĕленĕ ярăмăн-ярăмăн пĕрмеллĕ кĕпесем е юбкăсемпе блузкăсем кăшт туллирех те кăтартĕç.
Тулли тута модăра, манăн çÿхе
Манăн тута çÿхе, халĕ вара туллиреххи модăра. Голливуд çăлтăрĕсем пек операци тумалли çеç юлать-ши? Паян тулли тута модăра, ыран – çÿхи. Çут çанталăк пире пурне те расна сăн панă, çакă паха та. Шухăшласа пăх-ха эсĕ, çĕр çинче миçе миллион çын, пач пĕр пек сăнлисене вара тупаймăн. Пурте пĕр пек пулнă тăк мĕн тери кичем. Çавăнпа та кĕлетке, сăн-пит тĕлĕшпе модăна пăхăнма ан тăрăш, хăвăн уйрăмлăхна палăрт. Çитменлĕхсене вара косметика пулăшнипе пытарма пулать. Тута хулăнрах курăнтăр тесен малтанах йăлтăртатса тăракан çутă писев сĕр, унтан кăранташпа тута йĕрĕнчен кăшт тухса йĕрле, халĕ хăвна килĕшекен писевпе сăрла. Калăпăр, çÿлти тута çÿхерех, аялти йĕркеллех тĕк икĕ писевпе усă кур. Çÿхине çутăраххипе, хулăннине кăшт тĕттĕмреххипе сăрла.
|