Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 58

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2010 » Раштав » 4 » Ÿте сивĕрен упра
Ÿте сивĕрен упра
20:35
Çанталăк улшăннине пирĕн ÿт хăйне май йышăнать, куштăрхама, хĕрелме пуçлать, шлепке айĕнче çÿç хăвăртрах çулланать. Вĕсене çирĕплетме, упрама йывăрах та мар иккен, ятарласа хаклă крем та кирлĕ мар. 

Тута

Вăл куштăркаса кайсан йĕпе татăкпа е шăл щеткипе вазелин сĕр. Ÿтне вилĕ клеткăсенчен тасатăн, типесрен упрăн.
Сивĕпе ачаш ÿт тĕсне çухатать, çавăнпа тутуна малтан лимон сĕткенĕ, унтан бальзам сĕр.

Ÿт

Çанталăк улшăннăран тата вăрах ăшă тум тăхăнса çÿренĕрен ÿт типме пуçлать. Мунча вилĕ клеткăсенчен тасатĕ.
Шĕвĕ супăньпе, крем-супăньпе е гельпе çăвăнма тăрăш.
Ытлашши типсе кайнă ÿте кокос е олива çăвĕ çемçетĕ.

Чĕрне

Вăл та шăнать иккен. Урамра яланах алса е перчетке тăхăнмалла. Лакпа сăрлас умĕн ятарлă тĕссĕр никĕспе усă кур.

Çÿç

Хĕлле эрнине пĕрре çÿçе кирек мĕнле çу сĕрмелле. Уйрăмах олива çăвĕ усăллă, ăна кăшт ăшăтсан усси тата та ытларах пулĕ. Пĕртен-пĕр асăрхаттару çеç: час-час усă курма юрамасть, унсăрăн çÿç çулланма пуçлĕ.
Пуçа сайрарах çума тăрăш. Урама тухас умĕн çуни уйрăмах сиенлĕ.
Çĕлĕк пуçа сивĕрен упрать пулин те сиен те кÿрет. Уйрăмах çăм çиппинчен çыхни. Тиртен тунă çĕлĕксен ăшне асăрханă-и? Вăл яланах пурçăнран. Ку ахальтен мар, пурçăн çÿçшĕн чи усăллă материал, вăл типĕтмест, хуçмасть. Анчах хĕлле тутăрпа çÿреймĕн, çавăнпа та кирек мĕнле çĕлĕк ăшне те пурçăнран ту.
Хĕлле çÿç вĕçĕ хăвăртрах икĕ вĕçленет, парикмахерские час-часах çÿре.
Ытлашши типсе кайнă çÿçе алоэ сĕткенĕ çемçетĕ.
Просмотров: 535 | Добавил: selime | Рейтинг: 4.0/1 |
Всего комментариев: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2024
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)