Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 58

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 2
Хăна: 2
Усăç: 0

Главная » 2010 » Авăн » 28 » Арпа арăмăн чăнласах пĕр чĕлхе-и?
Арпа арăмăн чăнласах пĕр чĕлхе-и?
23:48
Ку тема патне урăх таврăнмашкăн сăлтав çук пек туйăнатчĕ: каламаллине - каланă, чуна çăмăллатнă... Çук иккен, шел те, йăнăшнă, каламалли татах пур иккен. Тĕрĕсрех, çак кунсенче пулса иртнĕ ĕç-пуç алла калем тытма хистерĕ.
Хура тинĕс хĕрринче çуралнă шухăшсемпе вулакана паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. Курмалли-тĕлĕнмелли, паллах, унта пайтах. Çырса кăтартас тесен нимĕнле хаçат страници те çитес çук. Тепĕр тесен, куçпа курнинчен ырри мĕн пултăр? Вăт çапла курса тĕлĕнсе çÿрерĕмĕр те ĕнтĕ...
Чи малтанах... арçынсем тĕлĕнтерчĕç. Тинĕс çапла витĕм кÿрет-ши вĕсене? Унта арçынсем те урăхларах иккен текен шухăш мĕлтлетрĕ те малтанах, çук иккен, кунтисемех. Хăйсемпе «Мускав чăвашĕсем» тесе паллаштарнăскерсем çĕр-шывăн тĕп хулине виçĕ çул каялла кăна Çĕнĕ Шупашкартан куçса кайнă.
...Арăмĕ хĕвел çинче хĕртĕнсе выртнă хыççăн ятарлă кресло çинчен тăнă çĕре упăшки ун ури патне резина тапăчкине пырса лартать. Япаласене - хăйĕнне, арăмĕнне, ывăлĕнне - çуса çакса ярать. Хăех утюгпа якатать... Чăваш арçынни кăна мар, Мускавра çуралса ÿсни те, канмашкăн Дон тăрăхĕнчен килсе çитни те хăйсене çаплах тыткаланине асăрхарăмăр. Пĕр ÿкерчĕк хыççăн вара эпир калаçаймиех пулса лартăмăр темелле. Тинĕсре чăмпăлтатса ывăннă хыççăн пурте кăнтăрлахи апата таврăнтăмăр. Арçын та çынах вĕт, хайхисен пÿлĕмĕ патĕнчен иртсе пынă май алăкĕ уçăлса кайрĕ те упăшки кравать çинче выртни курăнчĕ. Майра вара çăвăнма каять иккен. Анчах... ал шăлли манса хăварнă. Каялла кĕрсе илме пĕр-икĕ утăм кăна пусмалла пулсан та арçыннинчен ыйтрĕ хайхи: «Ал шăлли илсе пар-ха». Лешĕн тăрас килмерĕ курăнать, арăмĕ ыйтакан япалана илчĕ те алăк енне ывăтрĕ. «Кур-ха, мĕнле печĕ! - тарăхнă хĕрарăм ывăлĕ енне пăхса калаçрĕ. - Чутах вĕлерсе пăрахатчĕ вĕт!!!» «Пирĕн енче урăхларах вĕлереççĕ арçынсем», - мĕлтлетрĕ те пуçра шухăш, анчах арăмпа упăшка хушшине кĕме каламан, чĕнме юрамасть...
Каярахпа та, Адлертан тухакан пуйăса ларсан, çамрăк тепĕр мăшăра сăнаса пынă май çак шухăшах пуçа пăраларĕ. Пĕр вырăналлах лекнипе - икĕ талăка яхăн пĕрле каймалла - паллашрăмăр. Чĕмпĕртен хайхисем. Абхазире каннă. Шел, тинĕсрен аяккарах та аяккарах кайнăçемĕн асамлă витĕм чакса пырать пулас /е тăван кĕтес çывхарса пынине систерчĕ-ши ку?/. Ĕнтĕ арçын мар, хĕрарăм ун умĕнче ташлать. «Сереженька, кофе ĕçетĕн-и?», «Сереж, эпĕ вĕри çĕр улми туянтăм, тăрса çи-ха, тархасшăн, сивĕнсе каять /арçын ыйхăран вăраниччен çамрăк арăм черетлĕ станцире вĕри апат туянса та ĕлкĕрнĕ/», «Сережка, тата мĕн çиес килет?» Арçын тутлăн карăнса тăрса ларать, апатланнă хыççăн меллĕ кăна вырнаçса выртнă хушăра арăмĕ сĕтел çинчен пуçтарать... XVIII ĕмĕрти чăваш ялĕ тейĕн çав. Анчах арçын та, хĕрарăм та - вырăс. Чĕмпĕре ирех çитнине кура хĕрарăм каллех васкаса ура çине тăчĕ, упăшки валли кофе, хăйне валли чей янтăларĕ. Киле çитни арçынна хавхалантарчĕ пулас, пĕр чарăнми калаçрĕ хайхи. «Мĕн чĕнместĕн!?» - пăхрĕ мăшăрĕ çине пĕр вăхăтран. «Ан калаçтар-ха мана». - «Мĕн тата?» - «Пĕлетĕн вĕт-ха: эпĕ ирхине хама япăх туятăп, ниепле те вăранса çитейместĕп». - «Ак вĕри кофепе питÿнтен чашлаттарам та туххăмрах вăранăн!» Эпир, çакна кĕтменскерсем, самантлăха чĕнейми пулса лартăмăр. Çапах пуçра çав шухăшах явăнчĕ: «Ан чĕн, ан чĕн!»
Тăван киле çитсен çак самантсем манăçа тухма та пуçланăччĕ ĕнтĕ: ĕç, çемье... Тинĕс çинчен аса илсе ларма-и унта? Çак кунсенче пулса иртнĕ ĕç пĕтĕм чуна кисретрĕ...
Хăнаран каçа юлса таврăнтăмăр. Подъезда кĕрес умĕн пĕр чиперкке хăваласа çитсе иртсе кайрĕ. Васкаканскерне çул парсах ирттерсе ятăм. «Эпĕ ниçта та каймастăп!» - хыçалалла пăхса кăшкăрчĕ те хайхи çÿлти хуталла çуранах вĕтĕртеттерсе хăпарса кайрĕ. Сиссе те юлаймарăм, мана хирсе хăварса çумранах каччă ыткăнса иртрĕ. /Пĕлнĕ тĕк подъезд алăкне сăмси умĕнчех шанлаттарса хупса лартнă пулăттăм/. Хайхискер пике хыççăн ыткăнса кĕнĕ-мĕн. Акă çÿлте шăв-шав тапранчĕ, хĕр шари! кăшкăрса ячĕ. Пикене каччă тÿпелет кăна. Çупса янă сасă пек илтĕнмест, хытах хĕнет пулас. «Нивушлĕ вăйсăр та черченкескерне чышкăпах çапать?» - хам та тăр-тăр! чĕтреме пуçларăм. Ара, хваттер умĕнчех патак çитерет вĕт! /Хĕр килне кĕрсе тарса ĕлкĕрейменни паллă ĕнтĕ/. Ашшĕ-амăшĕ вара пĕр шухăшсăр телевизор пăхса ларать ахăртнех... Çук, алăка хупса кĕрсе кайма халăм çитмерĕ. Анчах мĕнпе пулăшма пултарăп-ха хÿтлĕхсĕр чуна?! Вăрçнинчен питĕ хăратăп, çавăнпа çапăçакансем патне пырасси çинчен калаçмалли те çук. Хайхи путсĕр хĕре вăйпах таçта сĕтĕрет. «Каймастăп», - ĕнтĕ сасси аран-аран тухать мĕскĕнĕн. Унччен те пулмарĕ, çÿлти хутран аялалла мĕнле чышса ывăтрĕ хĕре. Ури çинче мĕнле тытăнса юлчĕ-ши мăнтарăн? Сумки пĕр еннелле ывтăнса кайрĕ, хăй - тепĕр еннелле. Ун хыççăн анаканскер эпĕ алăка хупманнине асăрхарĕ. «Нумай тăрасшăн-и пăхса?» - мĕкĕрчĕ услап. «Тăрасшăн-ха, - хăюлăхăм ăçтан тухнинчен хам та тĕлĕнтĕм. - Нумаях мар, милицисем киличчен кăна. Мĕн тесе кÿрентеретĕн хĕре?» Хутне кĕрекен тупăннине кура пике те аран-аран илтĕнмелле сас пачĕ: «Тархасшăн, милици чĕнĕр». «Эсĕ çапла калаçатăн-и-ха!» - татах тăрслаттарчĕ арçын ячĕпе çÿреме те юрăхсăр чун. «Амапа аçа хушшине кĕме хушман» шухăша айккинелле хăваласа телефона ярса илетĕп, хĕрĕн чунне кăлариччен часрах килме йăлăнатăп йĕркелĕх хуралçисене. Эпĕ хыттăнах калаçнине илтсен тинех подъездра шăв-шав лăпланчĕ. Çамрăксенчен хăшĕ ăçталла тарса çухалнине кăна курса юлаймарăм. «Эх, чăнах та киле çитрĕмĕр иккен...» - ĕмĕтпе те, шухăшпа та аранах тинĕс хĕрринчен таврăнса пĕтрĕм эпĕ...
Хушса çырни. Çак статьяпа нимĕн каласшăн мар эпĕ, нимĕнле пĕтĕмлетÿ те тăвасшăн мар. Мĕн куртăм, мĕн илтрĕм - çавна кăна çырса кăтартрăм. Çавăн пек жанр та пур журналистикăра. Пĕтĕмлетĕве вара вулакан хăй тутăр. Тен, камăн пуçĕнче те пулин урăхларах - ырăрах - шухăшсем йăва çавăрĕç... Çавă кăна...

Рита АРТИ ("Хыпар")
Просмотров: 1076 | Добавил: selime | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2024
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)