Çуралнă кун. Лайăх уяв, анчах нумай чухне тăвансем валли парне суйласси пĕрре те çăмăл мар. Мĕн парнелемелле-ха вĕсене?
Хĕрарăма: эрешсем, юратнă артистăн концертне билет, çемçе халат, маникюр наборĕ, косметика тата парфюмери лавккисен парне сертификачĕ, палантин.
Арçынна: çут çанталăкра канмалли хатĕрсен наборĕ, инструментсем упрамалли ещĕк, мунчаран тухмалли халат, цифрăллă техника сутакан лавккасен парне сертификачĕ, лайăх пиçиххи, хаклă эрех.
14 çулчченхи ачана: чĕр чунсемлĕ çемçе пушмак, пижама, аталантаракан сĕтел çи вăййи, пазлсем, илемлĕ ӳкерчĕклĕ энциклопеди, копилка.
Асанне-кукамая: ăшă плед, хаçат е журнал валли çырăнтару, илемлĕ çивитти е простынь-тавраш, алшăлли, савăт-сапа, мамăк шел, кухня валли техника.
Асатте-кукаçие: плед, мунча хатĕрĕсен наборĕ, пулă тытмалли хатĕрсем, шахмат, хаклă чей.
■ Ирина КУЗЬМИНА хатĕрленĕ ("Сăвар")