Эс илемлӗ, эп илемсёр теҫҫӗ,
Илеме сӑна пӑхса виҫмен.
Чунпала кашнин хитреленесчё,
Чун пуян — тӑк — чи хнтре этем.
Н.Ильина.
Илем... Мӗнле ҫепӗҫҫӗн те ачашшӑн илтӗнет. Ахальтен мар ӑна паллӑ тӗпчевҫӗ Н.И.Ашмарин «чӑваш чӗлхинчи чи хитре сӑмахсенчен пӗри» тенӗ.
Мӗн —ши вӑл илем? Ман шутпа, илем — чуна ҫӗклентерекен, хавхалантаракан, кӑмӑла уҫакан, ырра ӗмӗтлентерекен, куҫа илӗртекен, чӗрене тыткӑнлакан туйӑм. «Асамлӑ вӑй-хӑват пӳр тейӗн ҫав унра. Ҫичӗ тӗспе йӑлкӑшакан асамат кӗперне асӑрхатпӑр-и е чӗвӗлти кайӑк юррине илтетпӗр — пирӗн пит-куҫ ҫуталать, чӗрене темле ӑшӑ туйӑм ҫупӑрланӑн туйӑнать. Уяр ҫанталӑкри янкӑр тӑрӑ сенкер тӳпе мӗнле хитре тата! Вӑл чуна лӑплантарать, ӑшра ырӑ канлӗх туйӑмӗ вӑратать. Акӑ тата каҫхи.тӗттӗме сирекен ҫутӑ уйӑх пӗлӗт хушшинчен ярӑнса тухать те тулли питлӗ сарӑ хӗр пек курӑнать. Йӑл-йӑл ҫиҫеке
...
Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»