"Çын аллинчи кукăль мăннăн курăнать”, – тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Ăмсанакан яланах чăнлăха улăштарса, кукăртса йышăнать. "Ăмсанакан куç карта урлă та курать”, – тесе ахальтен каламан. Мĕн пуррипе çырлахма пĕлменни, хыт кукарланни, çăткăнланни çуратать те кĕвĕçÿ туйăмне. Чи малтанхи тапхăртах çакна сиссе тĕппипе пĕтереймесен юр чăмакки пек ÿсет вăл. Юлашкинчен этем ăмсану чури пулса тăрать. Хăй пурнăçĕпе пурăнма пăрахать. Ĕçре ĕçтешĕсен укçине шутлать, урамра таврари çынсене сăнаса мăртăхать, килте кÿршисене кăшлать. Урăх нимĕн те кăсăклантармасть ăна. Телевизор ярсан та хитре хĕрсене, çĕрме пуянсене ăмсанса ларать. Рекламăна та тарăхмасăр кураймасть вăл: "Пăх-ха, кашни çÿппе рекламăлаççĕ. Йÿнĕ мар вĕт. Укçи-тенкине ниçта чике пĕлмеççĕ!”
Çапла, ăмсанакан çыннăн пурнăçĕ хăрсах пырать. Сывлăхĕ те хавшать. Мĕншĕн тесессĕн кĕвĕçни организмшăн – стресс. Сиенлĕ япаласем ăшра пухăнса
...
Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»