Пĕрремĕш кризис пĕрлехи пурнăçăн виççĕмĕш çулĕнче палăрать. Эпир юрату тесе палăртакан ырă туйăмсем икĕ çултан ытла тăсăлмаççĕ. Каярах пурте лăпланать, кашни япала хăй вырăнне ларать. Хутшăнусем уçă та таса, кăмăллă формăна куçаççĕ. Анчах çакăнпа кашниех лăпланса ларма пултараймасть.
Мăшăр иккĕленме тытăнать — арăмĕпе упăшки хушшинче юрату пулнах-ши е вăл тĕлĕкри евĕр кăна курăннă? Çак самантра упăшки те васкавлă улшăну шырать. Çакăнта тупăнать ĕнтĕ хальхи пек марри, виççĕмĕшĕ — еркĕн.
Шăпах çичĕ çул пурăннă хыççăн та çакăн евĕр ÿкерчĕкех тухса тăрать. Хăш-пĕр мăшăрсем пĕрремĕш кризиса çăмăллăнах чăтса ирттереççĕ (уйрăмах ку вăхăтра ачасем çуралсан). Анчах иккĕмĕшĕнче вара аптраса ÿкеççĕ.
Анчах виççĕмĕш кризис чи йывăрри шутланать. Вăл 17—20 çул пурăннă хыççăн пырса çапать. Ачасем ÿссе çитсе килтен тухса кайнă. Пĕр шутласан
...
Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»