Пурнăçри кашни самант пĕлтерĕшлĕ те хаклă. Вăхăт пĕр шелсĕр малалла шуçнă май куç умĕнчи илем те улшăнать. Çамрăк хунавран, тĕслĕхрен, вăрман çитĕнет. Çумăр витĕмĕпе пĕве сарăлать. Тырă пиçсе çитет... Тăван çĕр ытамĕнчен вĕçерĕнес те килмест. Эх, хут çине куçарасчĕ çакна...
Ÿнерçе вара уйрăм çын, пулăм, тĕнче мĕнле курăнать-ши? Мольберт умĕнчи хĕрарăма ĕçе пуçăнма мĕнле услови кирлĕ? Мĕн хавхалантарать е чăрмантарать ăна? Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнĕ Катек ялĕ еннелле утнă май çак тата ытти ыйту канăç памарĕ мана.
Кăçал çурла уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче хĕрарăм ÿнерçĕсен II пленэрĕ иртрĕ. Пĕлтĕр вĕсем Етĕрне районĕнчи Ленино ялĕнче пуçтарăннă. Ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă çут çанталăкăн черчен пайне, салтак амăшĕсене, мăшăрĕсене, аппăшĕ-йăмăкне халалланă. Çак мероприятие хутшăнакансем Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа пысăк курав йĕркелесшĕн. Унта чи сумлă та курăмлă ĕçсемпе па
...
Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»