Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 58

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 4
Хăна: 4
Усăç: 0

Главная » 2011 » Кăрлач » 25 » Çын юраттăр — ан кÿрентĕр
Çын юраттăр — ан кÿрентĕр
21:26
Арçын-и эс, хĕрарăм-и — сăнран пăхса саватăн чылай чух тĕл пулнă çынна. Кăшт ватăрах пулсассăн вăл санран — хăв çамрăкрах пулнишĕн кулянан. Ачаллă-и вăл, ват хĕр-и — пĕлейместĕн, авланнă-и вăл е каччă — пĕлейместĕн! Хăшне-пĕрне пĕлетĕн те, пурпĕрех сан ăна юратас килет.
Вăл сана пур енĕпе те килĕшет. Анчах эс авланнă-çке, вăл та качча кайнă-çке — çитменнине тĕл пулакан илемлĕ çынран эс хăв хитре мар. Вăл сана, авланман е качча кайман пулсан та — юратас çук. Апла пулин те тĕл пулнă е иртсе пыракан çын сана килĕшет пулсан — эсĕ ăна ăшăнта савса лăпланан. Сан ăна яланах курас килет. Калаçнă чух вара — вăтанатăн. Вăл эс вăтаннине сисмест те! Вăтаннине сисекенни вăл çавă: кама эс авланиччен е качча тухиччен юратнă, анчах вăл сана килĕштермен! Çÿремен вăл санпа. Эс те ăна ыталаман — юратни çинчен пĕлтермен. Анчах вăл эсĕ хăйне юратнине сиснĕ ун чухне. Çав çын качча тухсан е авлансан — сан ăна куç умĕнчен ирттерес килмест: таçта аякра пурнас килет — ăна курмасăр лăпланса. Мĕншĕн тесен — ăна тĕл пулсан, ăшăнта каллех ун патне туртăм çуралать. Енчен те ун упăшки е арăмĕ санран хитре мар пулсан — эсĕ кĕвĕçетĕн. Хăв малтан килĕштернипе тĕл пулса калаçнă чух хăвна ачаш тытатăн, ытларах ун мăшăрне хурламалли ÿкерчĕксем шыратăн. Тепĕр чух çав вăрттăнлăха урăх çынна калатăн, "тупнă çын” тетĕн. [r]
Ан тив — çÿреччĕр хитре, килĕшекен çынсем. Чăтаймасăр тепĕр чух "эп сана тахçанах кăмăлланă” тесе калар. Ун пек чух ун та, сан та кÿренме кирлĕ мар. Авланнă-и эс, качча тухнă-и — хăв килĕштерекен кирек мĕнле çынна та ăшра савнишĕн — пĕрин те кÿренмелле мар! Анчах ăшра савни çинчен мăшăрсене пĕлтермелле мар — юрату юнĕ урăхланать…

Г.Николаева

Просмотров: 1206 | Добавил: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2024
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)