Арçын-и эс, хĕрарăм-и — сăнран пăхса саватăн чылай чух тĕл пулнă çынна. Кăшт ватăрах пулсассăн вăл санран — хăв çамрăкрах пулнишĕн кулянан. Ачаллă-и вăл, ват хĕр-и — пĕлейместĕн, авланнă-и вăл е каччă — пĕлейместĕн! Хăшне-пĕрне пĕлетĕн те, пурпĕрех сан ăна юратас килет.
Вăл сана пур енĕпе те килĕшет. Анчах эс авланнă-çке, вăл та качча кайнă-çке — çитменнине тĕл пулакан илемлĕ çынран эс хăв хитре мар. Вăл сана, авланман е качча кайман пулсан та — юратас çук. Апла пулин те тĕл пулнă е иртсе пыракан çын сана килĕшет пулсан — эсĕ ăна ăшăнта савса лăпланан. Сан ăна яланах курас килет. Калаçнă чух вара — вăтанатăн. Вăл эс вăтаннине сисмест те! Вăтаннине сисекенни вăл çавă: кама эс авланиччен е качча тухиччен юратнă, анчах вăл сана килĕштермен! Çÿремен вăл санпа. Эс те ăна ыталаман — юратни çинчен пĕлтермен. Анчах вăл эсĕ хăйне юратнине сиснĕ ун чухне. Çав çын качча тухсан е ав
...
Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»