Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 58

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2010 » Çĕртме » 2 » ИЛЕМ, ИЛЕМ – МĔН ВĂЛ?
ИЛЕМ, ИЛЕМ – МĔН ВĂЛ?
21:13
"Телей, телей – мĕн вăл?” – ыйтуллăн юрлать Елена Османова. Телей, юрату, илем – философи категорийĕсем. Кашниех вĕсене хăй пек ăнланать. Авалхи Элладăра Илемлĕ Еленăшăн Троя вăрçи пуçланнă. Леонардо да Винчи хитрелĕхе Джокондăра шыранă, Пушкин ăна Татьяна сăнарĕнче курнă. Константин Ивановăн, Илпек Микулайĕн, Александр Артемьевăн тата ыттисен чăваш хĕрĕн идеалĕ Нарспире, Селимере, Салампире. Паянхи ар çынсемшĕн вара илем мĕнре-ши?
Экономика наукисен докторĕ, электротехника ыйтăвĕсемпе теçетке ытла кĕнеке çырнă Леонид Георгиевич Ефремов профессор Антон Чехов пултарулăхне кăмăллани тÿрех сисĕнет.
– Хĕрсен сăнĕпе те, кĕлет-кипе те, чунĕпе те хитре пулмалла. Çак виçĕ ăнлав пĕр çыхăра тăрса илеме куçать те. Эпĕ ăнланнă тăрăх, çын илемĕ юратуран çуралать. Эпир мăшăрăмпа икĕ ача çитĕнтертĕмĕр. Саша хам пекех электротехник, хĕрĕм Катя милици подполковникĕ. Илем идеалне шăпах хĕрĕмре шыратăп та. Катя "Кавказская пленница” кинофильмри Нина евĕрлех – "комсомолка”, "спортсменка”, ыттине хăвăрах пĕлетĕр, – терĕ ученăй. – Эпĕ кĕнеке вулама юрататăп. Писательсем калăпланă хĕрарăмсен портретĕнчен ытларах мана Франци прозаикĕ Мопассан çырнă "Пышка” новеллăри сăнар килĕшет: чи йывăр вăхăтра та кÿмере ларакан кашни çынна алă пама хатĕр пике.
Чăваш журналистикипе искусствинче çÿллĕ тÿпеме хăпарнă Валерий Васильевич Иовлев хĕр илемне тасалăхра курать.
– Чи малтанах вăл чунĕпе таса пултăр. Суеçтерекен черчен çынсене чăтма пултараймастăп, – тет паллă телережиссер. – Эпĕ хам сăнарланă Мумука та яланах хитре те çутă тума тăрăшнă. Харкашакана та, вĕçĕмсĕр кушак пек мăрлатса çÿрекене те илемлĕ тесе калаймастăп. Хĕрарăмăн çÿçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске текен каларăша эпĕ ĕненместĕп, хамăн ĕмĕрте шухăшлама пултаракан ăслă чиперккене сахал мар курнă. Анчах хĕрарăм плита умĕнче çеç ан тăтăр, вăл ар çынпа танах политика, экономика, культура çинчен те калаçма пултартăр. Юлашки вăхăтра илемлĕ фильмсем ÿкерессипе тимлетĕп те çамрăксен хушшинче вĕçĕмсĕрех илемлĕ хĕрсене сăнатăп. Пытармастăп, 21 ĕмĕрте хитре пикесен шучĕ ÿссех пырать. Эх, 17-ре пулсаан!
Чăваш усламçисен шухăшне те пĕлер-ха.
– Эпĕ Йĕпреç районĕнчи Энтриел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кÿршĕ ялти пĕр пике маншăн Клеопатрăран та, Мона Лизăран та илемлĕрех пек туйăнатчĕ. Çавăнпа та пылчăкра та, çил-тăманта та, йĕпе-сапара та 5 çухрăмри Туçана çитеттĕм, – аса илчĕ "Строма” строительство фирмин генеральнăй директорĕ Вячеслав Васильевич Федоров.– Хĕрсен илемне, пĕрремĕшĕнчен, ыр кăмăлĕнче куратăп. Мăшăрăм Светлана Германовна шăпах çавăн пек. 40 çул такăрлататпăр унпа пурнăç сукмакне. Ку таранччен унран пĕр сивĕ сăмах та илтмен. Унăн ыр кăмăллăхĕ Арина, Илья, Тимур мăнукăмсене те куçать. Иккĕмĕшĕнчен, илем вăл – шанчăкра. Суту-илÿ ыйтăвĕсемпе час-часах ытти çĕр-шыва тухса çÿретĕп. Шанчăклă тыл бизнесменсемпе те ирĕклĕ калаçма хавхалантарать. 
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 29 çул ĕçлекен Валерий Васильевич Андреев калаçăва шÿтрен пуçларĕ.
– Илем çинчен калаçма вăхăт çук, пăтă тухса тарать, – терĕ ЧПУн Патăрьел филиалĕн кафедра пуçлăхĕ. Унтан çапах хăйĕн "лекцине” вулама вăхăт тупрĕ: – Хĕрсен илемĕ – вĕсен хĕрÿлĕхĕнче. Чăваш пикисен те Эсмеральда, Есения пек сăнарсенчен тĕслĕх илмелле. Эпир вĕçĕмсĕр Айтар юман çумне çыхса хунă Пинерписенче илем шыратпăр. Чăваш хĕрĕ чăннипех те амазонка пулнă пулсан Айтарсемпе Тăхтамансен, Миххасен мăшкăлне тÿ-сес çукчĕ, анчах та вĕсем сăпайлă, черчен пулнă. Эпир, ар çынсем, çавăн пек пикесене юрататпăр та. Илем мана яланах çамрăклăх авăрне путарать: шурă тутăр çыхнă, кĕрепле йăтнă пикесем утă тавăрма юрă юрласа кайнине епле манăн?
Просмотров: 1464 | Добавил: selime | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2024
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)