Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 58

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2010 » Утă » 8 » Юратсассăн чунтанах ÿплере те çăтмахах
Юратсассăн чунтанах ÿплере те çăтмахах
23:34
Хăлхана мĕнле юрă пырса кĕрет, вăл, тунмастăп, юрату çинчен. Ĕненместĕр-и? Акă тархасшăн. 
Тем çинчен пăшăлтатаççĕ çĕмĕрт çеçкисем
Юрату çинчен юрлаççĕ вăйăра хĕрсем...
Е тата:
Эсир мана чун-чĕререн савнах-тăр,
Эп ăнланман, тен, юрату мĕнне?
Виççĕмĕшĕ çапларах асăрхаттарать çак туйăма:
Ах, юратупа выляма кирлĕ мар.
Юрату вăл, юрату вăл вăйă мар...
Сăмахăмăра юрату çинчен пуçласассăн хитре те мăнаçлă сăмах каласах килет, чĕрери ырă хĕлĕх мажор çине куçать. Ирĕксĕрех «ман юрлас килет, чуп тăвас килет» йышши айванкка рифма çине сулăнатăн вара.
Юратусăр, пĕлетпĕр, этем çеç мар, чĕр чун та пурăнаймасть-çке. Юрату - ăрăва тăсмалли пĕртен-пĕр çирĕп никĕс.
Çамрăклăх, юрату кунĕсене совет обществинче палăртман. Эпир савăнсах ракетчиксен, танкистсен, Париж коммуни кунĕсене уявланă, идеологи фронтĕнче пионер, комсомол çуралнă кунĕсем пулнă. Юратăва айккинелле сирнĕ те, вăй-хăват тĕлĕшĕнчен вулкан тăрринче ларакан хĕрсемпе каччăсене кăмăл-сипет сăпкинче сиктернĕ. Çамрăксен хутшăнăвĕнчи нумай ыйтăва табу палли лартса чарнă. "Совет Союзĕнче секс çук”, - тенĕччĕ хăй вăхăтĕнче СССРти культура тилхепине тытса пынă Екатерина Фурцева.
1991 çул эпир пурăнакан талккăша урăх еннелле пăрса ячĕ: СССР арканчĕ, тимĕр карта ванчĕ. Эпир Анăç культурин лайăх тата тÿнтер енĕсене пĕр тиркешмесĕр туллин сăхса илтĕмĕр. Çиме чарнă çимĕç тутлăрах тенешкел эпир савăнсах католиксен уявне - Юрату кунне - ытама илтĕмĕр. Раççейре утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çемьепе юрату кунне паллă тăвасси те вăй илчĕ.
Халĕ çак уявăн хăйĕн медалĕ пур. «Юрататăп», «юратмастăп» калаттаракан салтак тÿмми унăн символĕ. Уяв тенĕрен тĕрлĕ халăх ăна тĕрлĕрен палăртать. Калăпăр, Литвара Амăшĕн тата Ашшĕн уявĕсене, Исландире Çемье ăшшин кунне уявлаççĕ.
Юратăр, юратăр
Пăлхавлă уйрăлу саманчĕ
Ик куçăмра тулли куççуль.
Юратупа пĕрлех кĕвĕçÿ те, курайманлăх та юнашар. Çапах та таса та çутă туйăм çак тÿнтер енсене çĕнтеретех. Светлана Яковлева юрăç çак туйăма çапларах ăнлантарать: «Юрату вăл ылмашăнакан, вĕçĕмсĕр аталанури хăват. Ача-пăча чухне атте-аннене юрататпăр, 14-15-ре класри арçын ачан тыткаларăшне тĕпчетпĕр, 18-19та кÿршĕ ял каччи чĕрене пăлхантарать, юрату апогейинче савнă çынпа çемье çавăратпăр, унтан унăн çимĕçне - ачасене - чунăма паратпăр». Çемье маншăн - чи пĕлтерĕшлĕ çĕр-шыв. Унăн президенчĕ - мăшăрăм Марина, эпĕ - премьерĕ, - шÿтлерĕ Григорий Вакку докторант.
Сергей Павлов прозаикран «Ÿплери çăтмах» вăрттăнлăхне уçса пама ыйтрăм.
- Ваттисем сăмаха пули-пулми вылятман. Пирĕн шур сухалсем пулас ăрусем валли пĕлтерĕшлĕ аксиомăсем – ваттисен сăмахĕсем – нумай каласа хăварнă. Вĕсем витĕмлĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Лайăх арăм тупасси – сарă тилĕ тытасси», «Патшана суйсан та, арăмна чăннине кала», «Хĕрарăм алли хĕрĕх тĕрлĕ ĕç пĕлтĕр, арçын алли аллă тĕрлĕ ĕç пĕлтĕр», - терĕ Сергей Лукиянович.- Тĕрĕссипе, тĕнче тĕлĕнтермĕшĕсем те ÿпле евĕрлех. Калăпăр, 5 пин çул каялла Хеопс тата Египетăн ытти фараонĕ валли те ÿпле евĕр пысăк пирамидăсем купаланă. Ачалăхăмри янкăр тÿпеллĕ кунсем те ÿплепех çыхăннă. Кĕтĕве кайсан чăн малтан ыраш улăмĕнчен ÿпле тума пикенеттĕмĕр. Анкартинчи çĕр улми аврине типĕтме те ÿпле евĕр авăнпах усă курнă. Тĕрĕссипе, хĕрпе каччă шăрши те çав ÿплерех амаланнă пулĕ. Вылямалла тенĕ пек кÿршĕ хĕрĕсене çавăнта ыталанă çав.
ХХI ĕмĕрти кăмăл-сипет çирĕп никĕс çинче тăрать тееймĕпĕр. Атте-аннесен чăн юратăвĕ сĕвĕрĕлсе, архаизма тухса пырать. Халĕ çемье çавăракансем чи малтан юратăвăн çулăмлă хăватне мар, кĕсье хулăнăшне мала кăлараççĕ. Çавăнпа та хĕрпе каччă хушшинчи уйрăмлăх хăш чухне 30-40 çулпа танлашать. 4-5 хут пĕрлешсе уйрăласси модăна кĕчĕ. Çакна уйрăмах телеэкран çинчен кайман эстрада, кино çăлтăрĕсем, политиксем, бизнесменсем пропагандăлани çамрăк ăрăвăн кăмăл-сипетне тутăхпа хуплать. Чăнахах та-çке: пуян упăшка е арăм пулсан ĕçлемесĕрех ĕмĕрне ирттерĕн. Енчен те иртнĕ 3-4 ĕмĕрте рыцарь пахалăхĕ мала тухнă пулсан паянхи ар «чĕпписем» нухратлă бизнес-вуменсенчен пачах та ютшăнмаççĕ. Ку тапхăрта Айвенгосемпе Атоссем айккинче тăччăр.
Вăрçăран çĕнтерÿпе таврăннă аттепе анне сăмахĕсем асран нихăçан та тухмĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-50-мĕш çулĕсенче вăрçăпа сусăрланнă хуçалăха ура çине тăратма çăмăл пулман. Тĕп килтен уйрăлса тухнă аттепе анне çĕр улми аври витнĕ пĕчĕк пÿртре пурăннă. Çурхи-кĕрхи çумăр витĕрех кайнă пулин те çак ÿплере виçесĕр телейлĕ пулнă Марьепе Серафим. Йывăрлăха пăхмасăр колхоз хирĕнче кун кунланă, ачи-пăчине те çителĕклĕ таран ÿстернĕ. Малтанхи тĕпренчĕкĕсем çеç Настьăпа аппăшĕ сарă кунпа савăнайман. Тепĕр пиллĕкĕшĕ инженер, агроном, журналист, строитель пулса тăнă.
Хĕрсемпе каччăсем! Çемье çавăрма ĕлкĕрнисем, арçынсем, хĕрарăмсем! Пĕр пĕрне çĕршыври çемье кунĕпе саламлама манман-и?! Уяв ячĕпе!

Просмотров: 924 | Добавил: selime | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2024
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)