Хăлхана мĕнле юрă пырса кĕрет, вăл, тунмастăп, юрату çинчен. Ĕненместĕр-и? Акă тархасшăн.
Тем çинчен пăшăлтатаççĕ çĕмĕрт çеçкисем
Юрату çинчен юрлаççĕ вăйăра хĕрсем...
Е тата:
Эсир мана чун-чĕререн савнах-тăр,
Эп ăнланман, тен, юрату мĕнне?
Виççĕмĕшĕ çапларах асăрхаттарать çак туйăма:
Ах, юратупа выляма кирлĕ мар.
Юрату вăл, юрату вăл вăйă мар...
Сăмахăмăра юрату çинчен пуçласассăн хитре те мăнаçлă сăмах каласах килет, чĕрери ырă хĕлĕх мажор çине куçать. Ирĕксĕрех «ман юрлас килет, чуп тăвас килет» йышши айванкка рифма çине сулăнатăн вара.