Ĕçрен иртерех пушанма май пуртан Катя паян килне ытти чухнехинчен чылай маларах çитрĕ. Анчах унăн тăвăр пÿлĕмре ларас килмерĕ, темшĕн чунĕ урама туртрĕ. Тулта çуллахи хĕвел хĕртет. Çанталăк калама çук шăрăх тăрать. Килне утнă чухне хĕвел хыт пĕçертнĕрен халтан кайнипе хваттере çитсен сулхăнра канас тесе шухăшланăччĕ хĕр. Анчах та чунне тăватă кĕтесре хĕсĕк пек туйăнчĕ. Çавăнпах темиçе кун курман юлташне шăнкăравлама шут тытрĕ. Настя тусĕпе уçăлса çÿреме тÿрех килĕшрĕ.
- Ăçта кайăпăр?
- Атăл хĕрне анса уçăлмăпăр-и? Унта тахçантанпах пулман, - сĕнчĕ Настя.
- Юрĕ. Çур сехетрен пулăп.
- Тĕл пуличчен.
Калаçса татăлнă вырăна хĕрсем часах çитрĕç. Пĕр-пĕрне темиçе кун çеç курман пулин те каласа кăтартмалли тантăшсен яланах темĕн чухлех. Ара, чи çывăх туссем-çке вĕсем. Сăмахланă май Атăл хĕрне те çитрĕç Катьăпа Настя. Кунта халăх лăк тулли. Пурте хĕвелĕн çунтаракан пайăрки айĕнче хĕртĕнесшĕн,
...
Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»