Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 58

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » 2010 » Утă » 3 » Куç вылявĕ, чунсен ялтравĕ
Куç вылявĕ, чунсен ялтравĕ
10:59
Ĕçрен иртерех пушанма май пуртан Катя паян килне ытти чухнехинчен чылай маларах çитрĕ. Анчах унăн тăвăр пÿлĕмре ларас килмерĕ, темшĕн чунĕ урама туртрĕ. Тулта çуллахи хĕвел хĕртет. Çанталăк калама çук шăрăх тăрать. Килне утнă чухне хĕвел хыт пĕçертнĕрен халтан кайнипе хваттере çитсен сулхăнра канас тесе шухăшланăччĕ хĕр. Анчах та чунне тăватă кĕтесре хĕсĕк пек туйăнчĕ. Çавăнпах темиçе кун курман юлташне шăнкăравлама шут тытрĕ. Настя тусĕпе уçăлса çÿреме тÿрех килĕшрĕ.
- Ăçта кайăпăр?
- Атăл хĕрне анса уçăлмăпăр-и? Унта тахçантанпах пулман, - сĕнчĕ Настя.
- Юрĕ. Çур сехетрен пулăп.
- Тĕл пуличчен.
Калаçса татăлнă вырăна хĕрсем часах çитрĕç. Пĕр-пĕрне темиçе кун çеç курман пулин те каласа кăтартмалли тантăшсен яланах темĕн чухлех. Ара, чи çывăх туссем-çке вĕсем. Сăмахланă май Атăл хĕрне те çитрĕç Катьăпа Настя. Кунта халăх лăк тулли. Пурте хĕвелĕн çунтаракан пайăрки айĕнче хĕртĕнесшĕн, ватти-вĕтти пуçтарăннă. Кăткă тĕми евĕр: пурте йăшăлтатаççĕ. Хĕрсем шыва кĕрес тесе шухăшламанччĕ, апла пулин те çынсен хушшине вырнаçма шут тытрĕç, ларса канма кăмăл турĕç.
Кам кимĕпе ярăнать, кам антăхса ишет кунта. Хĕвелпе киленекен те сахал мар. Юлташсем вара юмах çапаççĕ, калас тенине ниепле те вĕçлеймеççĕ. Пĕр çамрăк чарăнмасăр пăхнине сиссе çеç Катя самантлăха шăпланчĕ. Сăнаса иртекен каччăпа хĕр куçĕ тĕл пулчĕ. Пĕр-пĕрне тахçанах паллакан пек куçне илмесĕр ăсатрĕ пике çумĕнчен утса иртекен каччăна.
- Паллакан пулчĕ-и? - кăсăкланчĕ Настя.
- Çук. Нихăçан та курман.
- Кур-ха, епле пăхрĕ сан çине. Кăвак куçупа такама та тыткăна илме пултаратăн-çке, тусăм.
- Çавăнпа пĕччен эпĕ, савни тупаймастăп та, çапла-и?
Хĕрсем ахăлтатса кулса ячĕç.
- Кур-ха, Катя, кур. Сана килĕштернĕ яш ав юлташĕсемпе тăрать. Сана пĕр чарăнми сăнать.
- Ниушлĕ мана?
- Кама тата? Мана мар ĕнтĕ. Камăн куçĕнчен пăхрĕ-ха?
Чăнах та, инçех мар тăракан каччă пĕр вĕçĕмсĕр хĕрсен енне çаврăнать.
- Настя, ман пĕр сĕнÿ пур. Атя эсĕ яшсене еплерех çавăрма пултарнине тĕрĕслĕпĕр. Енчен паян çак çамрăкпа паллашсан - каччă çавăрасси саншăн чăрт сурасси çеç пулĕ. Çавăраймасан ... Ну, юрĕ, эсĕ ăна куçу тыткăнне илесси пирки пĕрре те иккĕленместĕп. Пур пĕр санпа паллашатех.
- Юрĕ. Вара эсĕ мана шăккалат илсе çитеретĕн. Çапла-и?
Хĕрсем каллех кулчĕç. Çак самантра хĕр каллех каччăн куçĕпе тĕл пулчĕ. Ăшшăн пăхма тăрăшаканскер тартмарĕ куçне. Çапах та хирĕç пăхакан вара чăтаймарĕ, айккинелле пăрăнчĕ.
- Çынна ураран ÿкеретĕн-ха акă, йĕркеллĕрех пул эсĕ, - йĕкĕлтеме чарăнмарĕ Настя.
Каччă хĕре пĕр вĕçĕм сăнарĕ, анчах пырса паллашма ниепле те хал çитереймерĕ. Тен, кăмăлĕ те пулмарĕ-ши? Пĕр вăхăтран яшсен ушкăнĕ кайма пуçтарăнчĕ.
- Настя, шăккалат çиесси пулмасть иккен паян.
- Тăхта-ха, вăл кайман хальлĕхе...
Çамрăксем хĕрсен çумĕпе хăпарчĕç, хайхи каллех Катя куçĕнчен пăхрĕ. Пикесен енне çаврăнас кăмăлĕ те пур пекчĕ, те хăю çитереймерĕ - иртме тытăнчĕ. Çак самантра Катя:
- Чипер кайăр, - тесе сăмах хушрĕ.
- Мĕншĕн апла калатăн? - чарăнса тăчĕ яш.
- Мĕн темеллеччĕ-ши?
- Ытла та хытă тинкеретĕн-çке.
- Ара, хăв пăхатăн та, эпĕ те сăнатăп ĕнтĕ, - ухмаха печĕ хĕр.
- Чиперук, мĕн ятлă пулатăн-ха эсĕ? Мана Саша тесе чĕнеççĕ.
- Катя. Манăн тусăм - Настя.
- Куллу чуна пырса тивмелле ытла та ăшă-çке.
- Хĕртмест пулĕ те?
-Çапла. Мĕншĕн шыва кĕместĕр вара эсир?
- Путасран шикленетпĕр-çке. Эсĕ вĕрентместĕн... - суеçтерчĕ Настя.
- Халех вĕрентес-и?
Пурте кулса ячĕç.

Тепĕр кун тĕл пулма калаçса татăлчĕç çамрăксем. Саша ишме хăнăхтарма шантарчĕ те юлташĕсем хыççăн васкарĕ. Настьăпа Катя шăккалат çиме уттарчĕç.

Анна Николаева ("Чăваш хĕрарăмĕ")

Просмотров: 955 | Добавил: selime | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2024
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)