Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 58

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 5
Хăна: 5
Усăç: 0

Главная » 2010 » Утă » 23 » ТĔПСĔР ÇЫРМАРИ ЧУН ("Самант")
ТĔПСĔР ÇЫРМАРИ ЧУН ("Самант")
11:00
...Хĕвеллĕ янкăр кун. Варкăш çилĕ те чуна уçăлтармалла çан-çурăма çупăрлать. Аякран пуртă-пăчкă сасси илтĕ-нет. Тикĕссĕн, ярăнса тухать вăл, пĕр-пĕр çын чунне уçса кĕвĕ калать тейĕн. Хĕрарăм çав еннелле утрĕ. Çывхарса пынăçемĕн Марье аппа ĕçлекенсен хушшинче хăйĕн хĕрне уйăрса илчĕ. Вăр-вар çÿрет, канăçне çухатнă тейĕн. Шурă пурçăн кĕпепе хăй. Ятне илтсен чĕнекен енне çаврăнать те тем калаçать, тем ăнлантарать. Патне çитсен çеç Марье аппа палламан çынсем шурă пÿрт тунине курчĕ. Çурчĕ пысăк пулмалла, туса пĕтернĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ. Шăп çав вăхăтра тĕксĕм çумăр пĕлĕчĕсем капланса килчĕç, çумăр вĕттĕн пĕрĕхе пуçларĕ, вăйланса пычĕ. Кăшт вăхăт иртсен тĕксĕмленсе ларнă тавралăх çиçĕм ятлатнипе çуталса илчĕ, тÿпене çурса ярасла аслати кĕрслетрĕ... 
Марье аппа калинкке алăкĕ шалтлатса уçăлса хупăннипе шарт сиксе вăранса кайрĕ. Тул çутăлма пуçланă та иккен. Света каллех ирхи шуçăмпа кăна урамран кĕнипе хĕрарăмăн кăмăлĕ пăсăлчĕ. Итлемест-çке ăна пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ, харкашма çеç пăхать. Ĕç патне те çыпăçтараймастăн апăршана, тĕкĕр çеç пар хĕре, кунĕн-çĕрĕн ун умĕнчен кайма пĕлмест вара. "Текех канса выртас мар. Мур тĕлĕкĕ тата. Шур пÿрт тунине курсан виле пуласса пĕлтерет тесе калатчĕ те анне. Кунта туса пĕтереймерĕç... Эх, йывăр чире ан килтĕр тата. Юлашки вăхăтра тем шăм-шак суратчĕ-ха. Ураран çеç ÿкес марччĕ...” – йывăр шухăшсенчен хăпас тесе Марье аппа майĕпен кăштăртатса тăчĕ.
Çанталăк тÿлек тăнипе усă курса Тарăн вара кишĕр анине çумлама каяс шут тытрĕ Марье аппа.
– Хĕрĕм, тăран пулĕ. Хĕвел вăйлах хĕрте пуçличчен кăшт та пулсан ĕçлесе ĕлкĕрер. Халăхран та аван мар кун пек. Атя, тăр, – çепĕççĕн калаçрĕ амăшĕ хĕрĕпе.
– Анне!... Ман çывăрас килет, кайран вара ыйхă тулманнипе пуç ыратать, – хăйне вăратнăшăн кăмăлсăрланчĕ Света.
– Ара, сана ĕнерех пĕлтерсе хутăм-çке. Тарăн вара каймалла тесе, ытла каçа ан юл терĕм, – сассине çирĕплетрĕ хĕрарăм.
– Урамра нумай ан çÿре, каçа ан юл. Мĕн тума юрать вара манăн? Çамрăк чухне те каччăсемпе çÿресе юлмасан хĕрĕхе çитсен тин пуçламалла-и? – утиялне сирсе тăрса ларчĕ вун çиччĕри хĕр. – Çав таранччен çÿренинче айăпăм çук, мана Сергей кĕртмерĕ. 
Сăмахне вĕçлерĕ те пуçĕнченех утиялпа витĕнсе выртрĕ хĕр. Манăн текех калаçас килмест тенине пĕлтерчĕ çакă. Хаш сывларĕ Марье аппа, аллисем те усăнчĕç унăн, пичĕ те салхуланчĕ.
– Хĕрĕм, асра тыт, Куккуксен йăхĕ халиччен никама та ырри патне илсе çитермен. Хăвăн кăна кайран ÿкĕнмелле ан пултăр... Санăн вĕри куççуль юхтармалла килсе ан тухтăр тетĕп-çке. Ыррине çеç сунатăп сана, Света.
– Сережа лайăх йĕкĕт, мана юратать. Качча та илетĕп терĕ, шкул сумкине пăрахасса çеç кĕтет. Эх, частарах вĕренсе пĕтересчĕ те! – тутлăн анасларĕ хĕрĕ.
– Качча кайма ан васка-ха эсĕ, апăрша. Ку вăл пÿрнере ылтăн çĕрĕ тăхăнса çÿресси çеç мар, нумай терт-нуша курăн-ха... Атя, çитĕ çывăрса, уттарар кишĕр ани çине.
Света текех ăшă вырăн çинче ачашланса выртмарĕ, çăвăнса тумланчĕ, пÿлĕмне тирпейлеме те манмарĕ. Хĕр упраç темерĕн çав, меллĕ самант тупăнсанах тĕкĕр умнелле йăпшăнчĕ. Марье аппа иккĕмĕш хут чĕнсен çеç апатланма пычĕ, анчах амăшĕ пĕçернĕ техĕмлĕ апата çиеймерĕ, аллине кашăк тытнă тытманах сĕтел хушшинчен вирхĕнсе тухса кайрĕ.
– Ай, хĕрĕм, мĕн пулчĕ? – аптранипе пĕр вырăнтах тăрса юлчĕ Марье аппа. – Эй, тамаша, тем кăна сиксе ан тухтăр ĕнтĕ.
Вăл картишне тухнă çĕре Света кукленсе ларнă та кăмăлĕ пăтраннипе аптăрать. Амăшĕ пусăран шыв ăсса питне уçă шывпа çутарчĕ, çăварне чÿхеттерчĕ. Хĕрĕ пĕтĕмпех шурса кайнине кура пÿрте çавăтса кĕрсе вырттарччĕ.

***
"...Аннеçĕм!.. Анне, эпĕ санăн чĕрÿ айĕнче пурăнатăп, вăл пĕр тикĕссĕн тапнине итлетĕп. Манăн хам пурри çинчен сана пĕлтерес килет. Эх!.. Хăçан çитĕ-ши вăхăт, хăçан эсĕ мана хăвăн ачаш аллусемпе çупăрлăн, çепĕç юрă юрласа, хăвăн çумна пăчăртаса çывăрттарăн; Ун чухне ман çине пăхса йăл кулăн, эп пурришĕн савăнăн!..
Аннеçĕм, анчах эсĕ мĕншĕн салхуллă? Мĕншĕн хурланатăн, мĕншĕн тăварлă куççуль юхтаратăн? Тин çеç ешĕл улăхри чечек çинчен чечек çине вĕçсе ларакан лĕпĕш пек вĕлтĕртетсе çÿреттĕн, хĕвел шевлипе ăмăртмалла йăл çиçеттĕн. Аннеçĕм, ан хурлан. Эсĕ макăрсан мана та йывăр...”
Светăн ирсерен кăмăл пăтранасси эрнене яхăн тăсăлчĕ, пур пĕрех иртсе каймарĕ. Марье аппа вара хĕрĕ тавра ăшталанчĕ çеç, тем тĕрлĕ апат-çимĕç те хатĕрлесе пăхрĕ, çапах хĕрне юраймарĕ.
Салхуланчĕ Света, ним патне те чунĕ туртмарĕ унăн, алли те ĕç патне пымарĕ. Сисрĕ хĕр хăйĕнпе мĕн пулса иртнине, анчах амăшĕпе канашлама васкамарĕ. Малтан юратнă савнине, Сергея, пĕлтерме шут тытрĕ.
Канмалли кун хапха умĕнчи сак çине хĕр таврана каç сĕмĕ хупăрласа илсенех тухса ларчĕ. Çăмхана чăмăртаннă уйăх савнийĕ киличчен ун валли юлташ пулчĕ. Пытанмалла вылясшăн-ши сар кăлтăрмач е хĕрĕн пичĕ çинче йăл кулă çуратасшăн-ши: пĕрре пĕлĕтсем хыçнелле чăмрĕ, тепре çут çамкине кăтартса хĕре куç хĕсрĕ. Сергей те нумаях кĕттермерĕ, часах вĕçтерсе çитрĕ. Светăна хăй ытамне илме те ĕлкĕрчĕ.
– Чăрсăр та вара эсĕ, Сережа. Сывлăх сунмасăрах ыталашма васкатăн, – тутине тăсам пек пулчĕ хĕр.
Кушак хуçинчен ачашланса хăйма ыйтнă чухнехи пек йăпшăнчĕ каччă хĕр çумне.
– Юратнипе вăл, чĕкеçĕм...
– Чăн-чăнах юрататăн-и вара? – пÿр-нине каччă тути патне тытса хăйне чуп тума ирĕк памарĕ Света.
– Хытă-хытă юрататăп, – тутипе хĕрĕн питне, мăйне сĕртĕнчĕ каччă. – Шанмастăн-им?
– Шанатăп, Сере... – вĕçлеймерĕ калас сăмахне Света, каччă каласа пĕтерме май памарĕ: тута çумне тута çыпăçрĕ.
– Атя пирĕн пата, пĕчĕк пÿрт пуш-пушах. Аттепе анне те çĕр каçмаллах хăнана кайрĕç. Унта вăрăм туна та кăшламасть, – хĕре ĕнентерес тесе хăйне питĕнчен, уринчен аллипе çапнă пек турĕ каччă.
Хĕр турткаланса тăрса вăхăт ирттермерĕ, каччă ытамне лекме ĕмĕт-ленместчĕ-и-ха вăл иртенпе? Вĕсен ача пулассине те çавăн чухне пĕлтерме тĕв турĕ Света.
Пÿрт алăкĕ хупăннă-хупăнманах Сергей хăйне мĕнле майпа вырăн çине вырттарнине те сиссе юлаймарĕ хĕр. Каччă вара вăхăта сая ярас темерĕ курăнать, ăна тутинчен, питĕнчен, мăй- ĕнчен антăхса каясла чуп турĕ, аллине яштака кĕлетки тăрăх чуптарчĕ.
– Сережа, тăхта-ха ĕнтĕ, – чарма тăрăшрĕ савнине хĕр, – ман сана пĕр хыпар пĕлтермелле.
– Кайран, чĕкеçĕм, халĕ мана санпа киленме пар.
– Пирĕн пĕчĕкки пулать...
– Мĕн терĕн? – хĕр çумĕнчен çиçĕм çиçнĕ чухнехи хăвăртлăхпа хăпрĕ Сергей. – Ача?!
Света вăтанса пуçĕпе сĕлтрĕ.
– Манăн халех атте пулас килмест, ăнлан, чĕкеçĕм. Эсĕ хăв та хальлĕ-хе ача çеç-ха, – пăлханнине ирттерес тесе каллĕ-маллĕ уткаларĕ каччă. – Илтетĕн-и, Света, санăн ăна пăрахмалла, – хĕре хулĕнчен тытса силлерĕ Сергей. – Пăрахмалла!.. Манăн вара канмалли кунсем пĕтрĕç, ыран каллех аттепе Мускава ĕçлеме каймалла. Сана укçа парса хăваратăп. Мана ăнлантăн-и, Света?
– Сережа, – капланса килнĕ куççульне чарса калаçрĕ Света, – мĕнле-ха ун пек? Вăл чĕрĕ-çке... Ача... Эпĕ ун пек пултараймастăп, – питне аллисемпе хупларĕ хĕр. – Качча илетĕп терĕн-çке...
– Качча кайма пĕчĕк-ха эсĕ, малтан шкултан вĕренсе тух. Кайран курăпăр унта. 
– Мĕнле кайран? Сережа, эсĕ мана сăмах патăн-çке, – куççульне ирĕке ячĕ хĕр.
– Ачуна пăрахан тенĕ! Акă укçа, пĕрле вĕренекен юлташупа Юльăпа калаçан, вăл веçех пĕлет. Халĕ атя, килне ăсататăп, – укçине хĕр кĕпи кĕсйине чиксе алăк енне утрĕ каччă.
Ыттине Света тĕлĕкри пек ас тăвать: Сергей вĕсен умне çитсен пĕр сăмахсăр çаврăнса утнине, хăй вырăн çине кĕрсе выртнине. Макăрчĕ хĕр, шăлне çыртса, пĕр сассăр. Ирчченех юхрĕ çут кĕмĕл куççуль тăвăл вăхăтĕнче тĕксĕм-ленсе ларнă кÿлĕ евĕр куçсенчен. Чарăнмасăр... Тăварлăскер...

***
Марье аппа юлашки кунсенче хĕрĕ улшăннине сисрĕ. Урама хĕр тантăшĕсем патне тухсан та часах кĕмест, шуçăм паллипе çеç. Калаçмасть те тата. Кунĕпех пĕр сăмах чĕнмесĕр çÿреме пултарать, хăйне чĕнсен те илтмĕше перет те тем ĕçленĕ пек тăвать е хăйĕн пÿлĕмне кĕрсе каять. Акă паян та сăмах пуçласанах манăн каймалла тесе васкасах тухса кайрĕ. Марье аппа маларах курнă тĕлĕкне аса илчĕ. "Эх, Турăçăм, инкек кăна илсе ан тух ĕнтĕ пирĕн пуç тĕлне. Эх, çак пурнăçа. Нуша курма çеç çуратрăм-шим сана, хĕрĕм?” – турăш умне пырса чĕркуçленчĕ куççульне шăлса типĕ-текен хĕрарăм.
Света тепĕр куннех Юльăпа курса калаçрĕ. Савнийĕ парса хăварнă укçине те ун кĕсйине ярăнтарчĕ (Сергей вăл мĕн тумаллине пĕлет терĕ-çке!)
– Ан кулян, Светочка. Все йĕркеллĕ пулĕ, пĕрре мар çăрăлса тухнă кун пек йывăрлăхсенчен. Сана та в один момент пулăшăпăр, – тантăшне çурăмĕн-чен лăпкаса калаçрĕ Юля.
Света ун сăмахĕсене илтсен кăшт лăпланчĕ, аллисем те чĕтреме пăрахрĕç.
– Кайрăмăр клуба, – хулĕнчен çавăтрĕ Светăна Юля. – Канмалли кунсенче мĕне пĕлсе килте пăчăхса лармалла; Кайран поздно пулĕ. Халĕ, çамрăк чух, савăнса юлар. Арăм пулсан упăшка ниçта та кăлармĕ. Паян Кольăн çуралнă кунĕ, унта çитсе килер. Вăл сана тахçанах килĕштерет, Сережа çук чухне унпа пĕрре-иккĕ ыталашса илнипе ничего не будет.
Света хирĕçлемерĕ. Унăн часрах йывăр шухăшсенчен хăпас килчĕ.
Хĕрсем çитнĕ çĕре "уяв” хĕрсе çеç пыратчĕ. Çамрăксем эрех-сăрине самаях сыпнă курăнать: пĕрисем чуп туса лараççĕ, тепри хĕр пуçĕпех стакана эрех ярса ĕçет, виççĕмĕш чиперкки вара лăпкă кĕвĕ çеммипе çĕлен пек явкаланса пÿлĕм варринчех кĕпине хывать.
– Сире штрафной, – эрех кĕленчипе черкке йăтнă Коля хĕрсен хушшине кĕрсе тăчĕ. – Пирĕн уяв хĕрсе çитнĕ, хĕрсем вара кая юлаççĕ. Кун пек юрамасть... – эрехне тăка-тăка черккене тултарма тăрăшрĕ Кукшапуç Хветĕр ывăлĕ.
– Ĕçсем пурччĕ-ха, вĕсене тумасăр килеймерĕмĕр, – Коля çумне çыпçăнарах калаçрĕ Юля. – Мана уншăн каçарма та юрать. Пăх-ха, сан валли пирĕшти евĕр хĕр илсе килтĕм, – Светăна Коля çумнерех чышрĕ тантăшĕ.
Коля çав самантран пурин çинчен те манса кайрĕ тейĕн. Вăл хĕре сĕтел хушшине çавăтса кĕртсе лартрĕ, чи тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕ: иçĕм çырлине те, канфетне те, кăвар çинче пĕçернĕ сурăх какайне те сĕнчĕ. Эрехĕ пирки те манмарĕ, меллĕ самант тупăнсанах хĕре черкке тыттарчĕ. Света ĕçрĕ, пĕрремĕш черкке хыççăн хăйне çăмăл пулса кайнине туйса илчĕ, иккĕмĕшне те çавăншăнах аллине тытрĕ.
Кăштахран Коля Светăна пÿртре пăчă тесе урама уçăлма чĕнчĕ. Каччă хĕре пирус сĕнсе пăхрĕ, лешĕ вара пуçĕ çаврăннине туйрĕ те кирлĕ мар терĕ.
– Эсĕ тутанса çеç пăх, хăвна çăмăл пулĕ. Эпĕ сĕнетĕп çеç, килĕшмесен ÿлĕмрен текех сĕнмĕп. Акă тыт, кайран хăвах тав тăвăн-ха та, – юмахларĕ Коля.
Света ĕненчĕ. Чĕтрекен аллипе çăварне пирус хыпрĕ, куççуль тухичченех чыхăна-чыхăна кайса тĕтĕм мăкăрлантарчĕ. Эрехпе пирус хăй ĕçнех турĕç: хĕрĕн пуçĕ шавларĕ, куç умĕнчи япаласем çаврăна-çаврăна ташла пуçларĕç. Каччă хĕре улмуççисен хушшинелле, сад пахчине илсе кĕчĕ.

***
– Анне, ман калаçас килмест. Вăхăт та çук, питĕ васкатăп-ха, – тĕкĕр умĕнче тутине писевпе хĕретнĕ май пат татса хучĕ Света.
Амăшĕ сăмах чĕниччен хĕрĕ пÿлĕм-рен тухса кайма та ĕлкĕрчĕ.
– Паян эпĕ Юля патĕнче çĕр каçатăп, – алăк хупăннă май илтĕнсе юлчĕç Светăн сăмахĕсем.
Каç пулттипе тĕл пулчĕ икĕ хĕр тантăш. Юля сыпма ĕлкĕрнине те асăрхарĕ Света, хаваслă тытать лешĕ хăйне.
– Светочка, санăн малтан ăшна ярас пулать, ан ыраттартăр тесе, – ăнлантарчĕ вăл тантăшне. – Унсăрăн никак, эп уж пĕлетĕп. Васкар, кÿршĕ яла утмалăх пур-ха...
Лавккаран эрех илсе ĕçнĕ хыççăн Света хăй ăçтине те, ăçталла кайнине те чухлаймарĕ. Ÿсĕрскер пуçран çапса минретнĕ çын пек Юля хыççăн тĕнкĕл-тетрĕ. Йăлтах тĕлĕкри пек туйăнчĕ ăна: темле карчăк патне çитни те, хăйне йÿçĕ те шăршлă шĕвек ĕçтерни те, урайне сарса панă таса тÿшек çине вырттарни те, урисене сарма хушни те, хăйне чăтма çук ыраттарни те, кайран вăйпах килне кăларса яни те... Хăй урамра иккенне ăнланса пуçне енчен енне пăркаларĕ, анчах Юльăна курмарĕ. Пĕчченех уттарчĕ вара мĕскĕн чун. Ялтан тухсан хăй умĕнче тин çеç утма вĕреннĕ ачана асăрхарĕ. Шап-шурă тăхăннăскер тĕттĕм каçри асамçă пекех туйăнчĕ Светăна.
– Аннеçĕм, кил ман пата, малалла пĕрле кайăпăр, – аллисене хĕр еннелле тăсрĕ вăл.
– Пыратăп, ачам, пыратăп. Тăхтасам ĕнтĕ.
– Çит, анне, çит. Эпĕ кĕтетĕп. Пĕрле кайăпăр, пĕрлех чечексем пухса пуç кăшăлĕсем тăвăпăр. Манăн санпа пулас килет, – тилмĕрчĕ хайхискер.
Света такăна-такăна утрĕ, чупнă çĕрте чупрĕ, хăй пĕр чарăнми пăшăлтатрĕ:
– Кĕт, тĕпренчĕкĕм, кĕт. Пĕрлех кайăпăр. Паянтан эпир яланах пĕрле пулăпăр, пĕрле...
Çул çинчи ача пĕр вĕçĕмсĕр малалла шурĕ, кайран темшĕн сасартăк чарăнчĕ те Светăна хирĕç пычĕ...
Пĕрле утаççĕ амăшĕпе ачи. Света пĕр вĕçĕмсĕр тем калаçать: пĕрре пăшăлтатать, тепре кулать. Хăй вăл, мĕскĕн, çулран пăрăнса аякран аякка кайса пынине те, ял çутисем пачах курăнми пулнине те пĕлмерĕ.
– Анне, васкар. Пире кĕтеççĕ, санпа иксĕмĕре. Халĕ эпир пĕрле ĕнтĕ, тинех пире никам та уйăраяс çук.
Марье аппа хĕрне тăванĕсем икĕ талăк шырарĕç. Виççĕмĕш каç тĕлне çеç тĕпсĕр те тарăн Шуйттан çырмине пырса тухрĕç вĕсем. Мĕнле çитсе ÿкнĕ кунта çити çамрăк хĕр? Кам илсе килнĕ? Мĕне пула? Света вара кăкăрĕ çумне пĕртен-пĕр хаклă та черчен япалана чăмăртанă евĕр выртать. Хăй çĕр çине пĕрремĕш хут ÿкекен шап-шурă юр пек пурçăн кĕпепе...

Валентина ЭЛИМЕ
Просмотров: 1561 | Добавил: selime | Рейтинг: 5.0/2 |
Всего комментариев: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Ят *:
Email:
Код *:
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2024
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)