Сайт тытăмĕ

Ыйтăм
Оцените мой сайт
Всего ответов: 57

Статистика

Халĕ кунта пурĕ: 1
Хăна: 1
Усăç: 0

Главная » Архив материалов
Хăлхана мĕнле юрă пырса кĕрет, вăл, тунмастăп, юрату çинчен. Ĕненместĕр-и? Акă тархасшăн. 
Тем çинчен пăшăлтатаççĕ çĕмĕрт çеçкисем
Юрату çинчен юрлаççĕ вăйăра хĕрсем...
Е тата:
Эсир мана чун-чĕререн савнах-тăр,
Эп ăнланман, тен, юрату мĕнне?
Виççĕмĕшĕ çапларах асăрхаттарать çак туйăма:
Ах, юратупа выляма кирлĕ мар.
Юрату вăл, юрату вăл вăйă мар...
Сăмахăмăра юрату çинчен пуçласассăн хитре те мăнаçлă сăмах каласах килет, чĕрери ырă хĕлĕх мажор çине куçать. Ирĕксĕрех «ман юрлас килет, чуп тăвас килет» йышши айванкка рифма çине сулăнатăн вара.
Юратусăр, пĕлетпĕр, этем çеç мар, чĕр чун та пурăнаймасть-çке ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 744 | Хăш кун: 08.07.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Ĕçрен иртерех пушанма май пуртан Катя паян килне ытти чухнехинчен чылай маларах çитрĕ. Анчах унăн тăвăр пÿлĕмре ларас килмерĕ, темшĕн чунĕ урама туртрĕ. Тулта çуллахи хĕвел хĕртет. Çанталăк калама çук шăрăх тăрать. Килне утнă чухне хĕвел хыт пĕçертнĕрен халтан кайнипе хваттере çитсен сулхăнра канас тесе шухăшланăччĕ хĕр. Анчах та чунне тăватă кĕтесре хĕсĕк пек туйăнчĕ. Çавăнпах темиçе кун курман юлташне шăнкăравлама шут тытрĕ. Настя тусĕпе уçăлса çÿреме тÿрех килĕшрĕ.
- Ăçта кайăпăр?
- Атăл хĕрне анса уçăлмăпăр-и? Унта тахçантанпах пулман, - сĕнчĕ Настя.
- Юрĕ. Çур сехетрен пулăп.
- Тĕл пуличчен.
Калаçса татăлнă вырăна хĕрсем часах çитрĕç. Пĕр-пĕрне темиçе кун çеç курман пулин те каласа кăтартмалли тантăшсен яланах темĕн чухлех. Ара, чи çывăх туссем-çке вĕсем. Сăмахланă май Атăл хĕрне те çитрĕç Катьăпа Настя. Кунта халăх лăк тулли. Пурте хĕвелĕн çунтаракан пайăрки айĕнче хĕртĕнесшĕн, ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 829 | Хăш кун: 03.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Часах çĕр çинчи чи телейлĕ хĕр пулса тăрăп. Икĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн Игорь качча тухма ыйтрĕ.
Ольăпа лавккаран тухрăмăр. Алăри сумкăра - шап-шурă юр тĕслĕ туй кĕпи. Мĕн пур ыйтăва тусăмпа канашлатăп. Хальхинче те унăн шухăшне кĕтрĕм.
- Эсĕ чи-чи илемли пулăн, - терĕ вăл. - Сана кăшт ăмсанатăп та.
- Туйра чечек çыххине сан еннелле ывăтăп. Сăмах паратăп, - хуравларăм шанчăклă юлташăма. Ума çитсе чарăннă троллейбуса кĕтĕм те ăна алă сулса сыв пуллашрăм. Кашни хĕр пĕрчиех мĕн ачаран юмахри принцессăн кĕпине тăхăнса савнийĕн куçĕнчен тинкерме, унпа çавтăнса утма ĕмĕтленет. Игорь шурă урхамах çине утланнă принцсенчен нимпе те кая мар. Çакна чăрмавсене парăнтарнă хыççăн çирĕплетсе калатăп. Пулас упăшкан туй кĕпине курмалла мар теççĕ. Çапах лăпкă та ăшă каç Игорьпе тĕл пулас терĕм. Шăмат кунччен палăртнă ĕçсене аса илсе савнийĕм хваттерĕ тĕлне çитрĕм, алăк ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 728 | Хăш кун: 25.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

"Телей, телей – мĕн вăл?” – ыйтуллăн юрлать Елена Османова. Телей, юрату, илем – философи категорийĕсем. Кашниех вĕсене хăй пек ăнланать. Авалхи Элладăра Илемлĕ Еленăшăн Троя вăрçи пуçланнă. Леонардо да Винчи хитрелĕхе Джокондăра шыранă, Пушкин ăна Татьяна сăнарĕнче курнă. Константин Ивановăн, Илпек Микулайĕн, Александр Артемьевăн тата ыттисен чăваш хĕрĕн идеалĕ Нарспире, Селимере, Салампире. Паянхи ар çынсемшĕн вара илем мĕнре-ши?
Экономика наукисен докторĕ, электротехника ыйтăвĕсемпе теçетке ытла кĕнеке çырнă Леонид Георгиевич Ефремов профессор Антон Чехов пултарулăхне кăмăллани тÿрех сисĕнет.
– Хĕрсен сăнĕпе те, кĕлет-кипе те, чунĕпе те хитре пулмалла. Çак виçĕ ăнлав пĕр çыхăра тăрса илеме куçать те. Эпĕ ăнланнă тăрăх, çын илемĕ юратуран çуралать. Эпир мăшăрăмпа икĕ ача çитĕнтертĕмĕр. Саша хам пекех электро ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 1134 | Хăш кун: 02.06.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Пухăннă тет ĕлĕкрех Çĕр чăмăрĕн пĕр улах кĕтесĕнче этемĕн мĕн пур туйăмĕсемпе енĕсем. КИЧЕМЛĔХ виççĕмĕш хут çăвар карсан ĂССĂРЛĂХ:
– Атьăр, пытанмалла вылятпăр, – тесе сĕннĕ.
– Пытанмалла? Мĕнле вăйă вăл? – куç харшине чалăштарса ыйтнă КАВАР.
– Пĕри куçне хупать те, тĕслĕх-рен, миллион таран шутлать. Ыттисем çав вăхăтра пытанаççĕ. Шыраканĕ кама юлашкинчен тупать – тепрехинче çавă ун вырăнне йышăнать, – ăнлантарнă ĂССĂРЛĂХ.
ХАВХАЛАНУПА ХАСТАРЛĂХ ташша янă. Хĕпĕртесе хытă сикнипе ИККĔЛЕНĔВЕ те ÿкĕте кĕртнĕ САВĂНĂÇ. Нихăçан та, нимĕнпе те кăсăкланман СŸРĔКЛĔХ çеç айккинче тăнă.
Юлашкинчен пур пĕрех шыраса тупаççĕ тесе ТĔРĔСЛĔХ пытанмасăрах тăма шут тытнă. МĂН КĂМĂЛЛĂХ вара:
– Ку – ухмахла вăйă, – тесе хирĕçленĕ. Хăйсĕр пуçне нимĕн те интереслентермен ăна.
ШИКЛĔХ яланхи пекех хăранă.
– Пĕрре, иккĕ, виççĕ... – шутлама пуçланă ĂССĂРЛĂХ. НАЯНЛĂХ пĕрремĕш пытаннă ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 968 | Хăш кун: 02.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)


Ăшă хĕвеллĕ çуркунне те çитрĕ. Çак асамлă та черчен вăхăта кам юратмĕ ĕнтĕ! Вăл çулсеренех пулать пулин те, кашнинче эпир ăна çĕнĕлле кĕтсе илетпĕр. Çĕнĕ шухăшсем, çĕнĕ тĕллевсем, çĕнĕ çынсем...
Çурхи сарă хĕвелпе ачашланса çеçке çурнă чечекрен илемлĕреххи тĕнчере тата мĕн пур-ши; Ахальтен мар ĕнтĕ сăвăçсемпе çыравçăсем хĕрсене вĕсемпе танлаштараççĕ...
Хитре мар чечексем çук пекех илемсĕр ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 632 | Хăш кун: 02.06.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Ача мĕнле пуласси хĕрарăм чунĕнче пепке кĕтнĕ вăхăтри кăмăлĕн-чен те килет теççĕ. Çавăнпах тухтăрсем хаваслă кĕвĕ итлеме, ырă кĕнекесем вулама хушаççĕ. Этемлĕхĕн черчен çуррин тĕкĕртен пăхсан та туйăмĕ улшăнать: хăйне яланах чипер те илĕртÿллĕ курасшăн-çке вăл. Паян дизайнерсем йывăр çынсем валли те тем тĕрлĕ тум сĕнеççĕ, лавккасенче те вĕсене тупса туянма йывăр мар, анчах çак тапхăрта кĕпе-шăлаварăн чи малтан хăтлă та канлĕ пулмалла.
4-5 уйăхшăнах çĕнĕ тум туянса тăкакланас килмест. Темиçе япала иличчен пĕр тĕслĕ тата куçа йăмăхтарман кĕпе е костюм туянăр, ăна кирек мĕнле блузкăпа е кофтăпа хутăштарма çăмăлрах пулĕ. Çăмăл ĕлкеллĕ хăмăр, хура, сăрă тума капăр шарф, шăрçа-сулă, туфли капăрлатĕ.
Лăпăш-лапăш ан тăхăнăр, тата та сарлакарах курăнăр. Шăлавар клеш пултăр, вăл кĕлеткене шайлаштарĕ. Ытлашши кĕске е вăрăм çурăклă юбка пирки вăхăтлăха манма тивĕ, ăна туяннă чухне ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 522 | Хăш кун: 02.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кам пурришĕн те макăрать, кам çуккишĕн йĕрмĕшет. Пĕрне хăй вăрăм, яштака пулни килĕшмест, тепри лутра ÿснишĕн ÿпкелешет. Пĕчĕкки – хуран кашти тума, вăрăмми хăмла шалчи валли тесе юрланă ĕлĕкрех. Эпир уншăн та, куншăн та кулянса ларар мар. Хамăртан çÿллĕрех çынсене тупса хăйне евĕр конкурс йĕркелер. Аяларах илсе кăтартнă «çăлтăрсен» çÿллĕшне тĕрĕс палăртма пултарсан сире парне кĕтет. 173, 174, 178, 181, 182, 183 сантиметр вăрăмĕш çынсем сирĕн умра. Вĕсенчен хăшĕ мĕн çÿллĕш?
– Çын лутра е çÿллĕ пулассине пĕчĕк чухнех пĕлме пулать. Лайăхрах сăнасан курăнать, – иккĕленмест Петĕр Çăлкуç (Кузьмин) сăвăç, "Хресчен сасси” хаçатăн шеф-редакторĕ. – Йăхра мĕнлерех çынсем пулнинчен те килет çакă. Манăн анне лутрарах, атте – вăрăмччĕ, ывăлăм – 192 сантиметр çÿллĕш. Чернобыльти авари хыççăн унти улма-çырла малтанхинчен 2-3 хут шултрарах çитĕнме пуçлани пирки каласа тĕлĕнт ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 625 | Хăш кун: 02.06.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Тулли кĕлеткеллĕ, ытлашши мăнтăр çынсем йĕркеллĕ виçеллисемпе, яштака пÿ-силлисемпе танлаштарсан çичĕ çул сахалрах пурăнаççĕ тенине илтнĕ-и эсир? Кунпа хăшĕ-пĕри килĕшмесен те пултарать. Специалистсем пур пĕрех пире асăрхаттарма васкаççĕ: ытлашши килограмсем этем ĕмĕрне кĕскетнине, тĕрлĕ чир-чĕр пуçарса яма пулăшнине ĕнентерме тăрăшаççĕ.
Ларса ĕçлекен, пушă вăхăта телевизор, компьютер умĕнче ирттерекен çынсен мăнтăрланас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Çакăн тĕп сăлтавĕ – нумай калориллĕ апата виçесĕр çини, ăна кирлĕ чухлĕ "çунтарса” пĕтерейменни. Пылак е тăварлă çимĕçсем юратакансен, эрех сăра ĕçекенсен, нумайшарăн çисе лартакансен кĕлетки майĕпен çупа тулма пуçлать.
Сахалшарăн, тăтăшрах апатланакансем, физкультурăпа, спортпа туслисем "формăна” тытаççĕ.
Çын кĕлеткинче çу виçи 20 про-центран иртмелле мар пулсан, самăррисен – вăл 50-70 процент таранах. Мăнтăр хĕрарăмсем ар çы ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 442 | Хăш кун: 02.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çи-пуç мĕн çинче никĕсленмелле? Мода е стиль кирлĕрех? Çак ыйтусем çине хурав пачĕ хăй мастер-класĕнче Надежда Аюпова дизайнер. Вăл Хусанти Раççейпе Италин «Стиль» шкулĕн пĕрремĕш кăларăмĕн студентки, ун хыççăн Лондонри дизайнерсен шкулĕнче вĕреннĕ. Модельер пек ĕçлеме тытăннăранпа вуннă ытла тум пуххи хатĕрленĕ. Хăй каласа панă тăрăх, Надежда пуринчен ытла каçхи капăр кĕпесем шутласа кăларса çĕлеме юратать. Унăн чи паллă тум пуххийĕ – «Зодиак паллисем». Хальхи вăхăтра Надежда ытларах стилист пек ĕçлет. Час-часах мастер-классем ирттерет. 
Надежда Аюпова шучĕпе, гардероб классикăлла костюмсем çинче никĕсленмелле, вăл хуть хăçан та модăра. Анчах çи-пуç ытла кичем ан курăнтăр тесен классика япаласене модăри тумтирпе, аксессуарсемпе пуянлатмалла. Анчах вăхăтне кура классика улшăннине те шута илмелле. Вуншар çул каялла тăхăннă пиншакпа юбка паянхи куншăн кивĕ. Гардероба классика çинч ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 497 | Хăш кун: 26.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 3 »
Мини-профиль

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2021  »
ТунЫтлЮнкКĕçЭрнШăмВыр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Çырнисен архивĕ

Пирĕн туссем
  • Сайт туса пăх
  • Кунта пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Асамлă киленĕç тĕнчи
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • null
    Copyright alex-net © 2021
    Дизайн - Михайлов Алексей (alex-net)