![]() 1. Пӳрлĕ шатрасем. Енчен те организм ӳт çуне нумай кăларма тытăнчĕ-тĕк, пит пăсăласса кĕтсех тăр. Çавăнпа ку çитменлĕхе комплекслă пĕтерме сĕнеççĕ. А витамин çу парĕсен ĕçне лайăхлатать, В6 тестостерон активлăхне чакарать, С витамин вара бактерисемпе кĕрешет. Цинк тестостерона дигидротестостерона (шатрасем йĕркелекене) çаврăнма памасть. Çавăнпа аш-какай вырăнне пулă çиме тăрăшмалла. Пулăри омега-3 çу кислоти ӳте пӳрлĕ шатрасенчен сыхлать. Кунсăр пуçне пахча çимĕç, улма-çырла, уйрăмах купăста тата нимĕç пăрçи çимелле. Шăккалат, майонез, мăйăр, цитрус çимĕçĕсемпе алкоголь çинчен пĕр вăхăта манмалла. 2. Тумхасем (пятна), ăнланмалла мар пĕркеленчĕксем. Ӳт вăхăтсăр ватăлнинче ульт ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 27754 |
Хăш кун: 22.09.2011
| Рейтинг: 5.0/1
| Комментарисем (55)
|
Ÿнерçе вара уйрăм çын, пулăм, тĕнче мĕнле курăнать-ши? Мольберт умĕнчи хĕрарăма ĕçе пуçăнма мĕнле услови кирлĕ? Мĕн хавхалантарать е чăрмантарать ăна? Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнĕ Катек ялĕ еннелле утнă май çак тата ытти ыйту канăç памарĕ мана. Кăçал çурла уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче хĕрарăм ÿнерçĕсен II пленэрĕ иртрĕ. Пĕлтĕр вĕсем Етĕрне районĕнчи Ленино ялĕнче пуçтарăннă. Ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă çут çанталăкăн черчен пайне, салтак амăшĕсене, мăшăрĕсене, аппăшĕ-йăмăкне халалланă. Çак мероприятие хутшăнакансем Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа пысăк курав йĕркелесшĕн. Унта чи сумлă та курăмлă ĕçсемпе па ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 1937 |
Хăш кун: 22.08.2011
| Рейтинг: 5.0/2
| Комментарисем (1)
|
![]() Мăшăр иккĕленме тытăнать — арăмĕпе упăшки хушшинче юрату пулнах-ши е вăл тĕлĕкри евĕр кăна курăннă? Çак самантра упăшки те васкавлă улшăну шырать. Çакăнта тупăнать ĕнтĕ хальхи пек марри, виççĕмĕшĕ — еркĕн. Шăпах çичĕ çул пурăннă хыççăн та çакăн евĕр ÿкерчĕкех тухса тăрать. Хăш-пĕр мăшăрсем пĕрремĕш кризиса çăмăллăнах чăтса ирттереççĕ (уйрăмах ку вăхăтра ачасем çуралсан). Анчах иккĕмĕшĕнче вара аптраса ÿкеççĕ. Анчах виççĕмĕш кризис чи йывăрри шутланать. Вăл 17—20 çул пурăннă хыççăн пырса çапать. Ачасем ÿссе çитсе килтен тухса кайнă. Пĕр шутласан ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 22566 |
Хăш кун: 11.02.2011
| Рейтинг: 5.0/1
| Комментарисем (9)
|
![]() Вăл сана пур енĕпе те килĕшет. Анчах эс авланнă-çке, вăл та качча кайнă-çке — çитменнине тĕл пулакан илемлĕ çынран эс хăв хитре мар. Вăл сана, авланман е качча кайман пулсан та — юратас çук. Апла пулин те тĕл пулнă е иртсе пыракан çын сана килĕшет пулсан — эсĕ ăна ăшăнта савса лăпланан. Сан ăна яланах курас килет. Калаçнă чух вара — вăтанатăн. Вăл эс вăтаннине сисмест те! Вăтаннине сисекенни вăл çавă: кама эс авланиччен е качча тухиччен юратнă, анчах вăл сана килĕштермен! Çÿремен вăл санпа. Эс те ăна ыталаман — юратни çинчен пĕлтермен. Анчах вăл эсĕ хăйне юратнине сиснĕ ун чухне. Çав çын качча тухсан е ав ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 1227 |
Хăш кун: 25.01.2011
| Рейтинг: 5.0/1
| Комментарисем (0)
|
![]() Çапла, ăмсанакан çыннăн пурнăçĕ хăрсах пырать. Сывлăхĕ те хавшать. Мĕншĕн тесессĕн кĕвĕçни организмшăн – стресс. Сиенлĕ япаласем ăшра пухăнса ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 1066 |
Хăш кун: 04.12.2010
| Рейтинг: 5.0/2
| Комментарисем (0)
|
![]()
Миçе хут пăхнă: 1281 |
Хăш кун: 24.10.2010
| Рейтинг: 5.0/2
| Комментарисем (0)
|
![]() Хура тинĕс хĕрринче çуралнă шухăшсемпе вулакана паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. Курмалли-тĕлĕнмелли, паллах, унта пайтах. Çырса кăтартас тесен нимĕнле хаçат страници те çитес çук. Тепĕр тесен, куçпа курнинчен ырри мĕн пултăр? Вăт çапла курса тĕлĕнсе çÿрерĕмĕр те ĕнтĕ... Чи малтанах... арçынсем тĕлĕнтерчĕç. Тинĕс çапла витĕм кÿрет-ши вĕсене? Унта арçынсем те урăхларах иккен текен шухăш мĕлтлетрĕ те малтанах, çук иккен, кунтисемех. Хăйсемпе «Мускав чăвашĕсем» тесе паллаштарнăскерсем çĕр-шывăн тĕп хулине виçĕ çул каялла кăна Çĕнĕ Шупашкартан куçса кайнă. ...Арăмĕ хĕвел çинче хĕртĕнсе выртнă хыççăн ятарлă кресло çинчен тăнă çĕре упăшки ун ур ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 1098 |
Хăш кун: 28.09.2010
| Рейтинг: 5.0/1
| Комментарисем (0)
|
![]() Кашниех эпир юратнă çыннăмăрта туса куратпăр, ăс-хакăлĕ çÿлте пулсан вара татах аван. Мĕн пытармалли пур, юратма та пĕлтĕрччĕ. Хамăрăн та çапла пулмалла çеç те... Японире çак искусствăна аван пĕлеççĕ, "гейша" теççĕ ун пеккисене. Арçынсем пулнă малтан вĕсем. Хăна-вĕрле килсен савăнăç кÿнĕ хайхискерсем: юрланă-ташланă, тĕрлĕ инструментпа вылянă, сăвă вуланă… Паян вара çÿлерех асăннă çĕр-шывра "искусство çынни" тесе ытларах хĕрарăмсене калаççĕ. Идеаллă хĕрарăм эппин. Калаçăва тăсма, килентерме пĕлеççĕ вĕсем. Çав хĕрарăмсемпе ялан интереслĕ, вăхăт иртни те сисĕнмест иккен. Паллах илемĕпе те тĕлĕнтереççĕ хăнана, юраттараççĕ, хăй хĕр пулчĕ пулсан. Пирĕн ва ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 1199 |
Хăш кун: 15.09.2010
| Рейтинг: 5.0/1
| Комментарисем (0)
|
![]() Мăшăрланни çулталăк кăна-и; Апла пулин те тус-тăванăрсене çитсă туя йыхравлама пултаратăр. Уявра çамрăк кил хуçи хĕрарăмĕ çитсă кĕпе тăхăнать, мăшăрсем пĕр-пĕрне пĕчĕк тутăрсем парнелеççĕ. Пилĕк çултан йывăç туй паллă тăваççĕ. Хăнасем йывăçран хатĕрленĕ япаласем илсе пыраççĕ. Пĕрле çичĕ çул пурăнсан пăхăр туя чĕнме юрать. Мăшăрсем пĕр-пĕрне пăхăр укçа параççĕ. Вунă çултан – кĕл чечек туйĕ. Упăшки арăмĕ валли кĕл чечекĕсем туянать, хăнасем те хитре чечек çыххисемпе пыраççĕ. Пĕрле 15 çул пурăнакансене кантăк туйпа саламлаççĕ. 25 – кĕмĕл, 30 – ахах, 35 çултан – пир (полотняная), 40 çул çемье ăшшине упракансем рубин туя паллă тăваççĕ. Çур ĕмĕр пĕрле пурăнакансене ылтăн туйпа саламлама та уйрăмах кăмăллă. Мăшăрс ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 1945 |
Хăш кун: 16.08.2010
| Рейтинг: 5.0/3
| Комментарисем (4)
|
![]() Марье аппа калинкке алăкĕ шалтлатса уçăлса хупăннипе шарт сиксе вăранса кайрĕ. Тул çутăлма пуçланă та иккен. Света каллех ирхи шуçăмпа ... Малалла вуласа пăх-ха, тархасшăн»
Миçе хут пăхнă: 1613 |
Хăш кун: 23.07.2010
| Рейтинг: 5.0/2
| Комментарисем (0)
|